Челепи облаçĕ
Челепи облаçĕ — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, Урал Федераци тăрăхне кĕрет. Тĕп хули — Челепи. Облаçе 1934 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче йĕркеленĕ.
Челепи облаçĕ | |||||
| |||||
[[Ӳкерчĕк:![]() | |||||
Тĕп хули | Челепи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
39 87900 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
9 3603339 патнелле (2002) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Урал Федераци Тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Урал экономика районĕ | ||||
Регион номерĕ | |||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс | ||||
Кĕпернатăр | Сумин Пётр Иванович | ||||
Премьер-министр | |||||
Госсовет председателĕ | |||||
Гимн | Челепи облаçĕн гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0500 |
Çурçĕрте Свердловск, тухăçра Курган, кăнтăрта Оренбург облаçĕпе, анăç ĕнче Пушкăрт Республикипе, кăнтăр-тухăçĕнче Казахстанпа чикĕ тытать.
Тавралăхĕ тӳрлет
Челяба облаçĕ — Уралăн кăнтăр пайĕ.
Челепи облаçĕн çĕр лаптăкĕ — 88,5 пин тв. çм. Çурçĕртен кăнтăралла çитме — 490 çм. Анăçран тухăçалла — 400 çм.
Администрациллĕ пайĕсем тӳрлет
Ял-хула тӳрлет
10 пин çын ытла пурăнакан ял-хула 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Халăхĕ тӳрлет
Челепи облаçĕ пурăнакан йышĕпе (3.6 млн. çынна çитеть) Урал тăрăхĕнче 3-мĕш, Раççейре 9-мĕш вырăн йышăнать (2005).
2002 çулта ирттернĕ халăх çыравĕпе облаçре наци тĕслĕхĕ çакăн пек:
Халăх | 2002 çулхи йышĕ, % (* Архивленĕ 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.) |
---|---|
Вырăссем | 82,3 % |
Тутарсем | 5,7 % |
Пушкăртсем | 4,6 % |
Украинсем | 2,14 % |
Казахсем | 1 % |
Нимĕçсем | 0,8 % |
Белоруссем | 0,56 % |
Çутçанталăкĕ тӳрлет
Çĕр пичĕ (рельефĕ) тӳрлет
Челепи облаçĕн çĕр пичĕ тĕрлĕ евĕрлĕ. Вăл миллион çул хушши улшăнса аталаннă. Облаç çĕрĕ айлăм, сăрт тата 1000 м çӳллĕшлĕ ту хырçа чылай.
Радиоаци вараланăвĕ тӳрлет
"Химкомбинат «Маяк»" радиохастар каяш пăрахакан Теча юханшывĕ Челепи облаçĕн çĕрĕпе юхать. Юханшыв çыранĕнче радиохастар фонĕ нумай хут хăватлă. «Маяк» çинче 1957 çулта сиксе тухнă авари хăрушуллăхĕ тĕшĕллĕ энергетикăра Чернобыльри хыççăн тĕнчери иккĕмĕш вырăнта шутланать, ăна Кăштăм трагедийĕ тесе палăртаççĕ.
«Маяк» тупăш пĕрлешĕвĕ радиохастар материалĕсене хатерлес енĕпе раççейĕн калăплă тĕпĕ пулса тăрать. Çак пĕрлешӳ Коль, Çĕнĕ Воронеж тата Белояр атомлă станцисем валли хатĕр çунăклă япала тăвать, çаплах атăмлă шывай киммисен тĕшĕллĕ çунăк япалалăхне йӳнеçтерет.
Челепи облаçĕн радиохастар тасамарлăхĕ пирки калаçăва темиçе хут та тапратнă, анчах та "Химкомбинат «Маяк»" çав тери стратегиллĕ кирлĕ пулнипе çак лару-тăрăва ниепле те улăштарайман.
Халĕ «Маяк» химкомбинат районĕ (Озёрск хули), экспертсен тишкерĕвĕпе, планета çинчи радиациллĕ чи хăрушă вырăн шутланать. Пурăнакан халăх çак ĕç-хĕле çапла палăртать: Урала тĕнчери радиохастар каяш купи туса хунă.
Вуламалли тӳрлет
- Левит А. И. Южный Урал: география. Учебное пособие, 2007.
- Лахтин В. Н. Система расселения и архитектурно-планировочная структура городов Урала / В. Н. Лахтин. — М.: Стройиздат, 1977. — 128 с.
- Левит А. И. Южный Урал: география. Учебное пособие, 2007
- Объединённый государственный архив Челябинской области: путеводитель. Том 2 / Под ред. Финадеева А. П. // Челябинск: Дом печати. — 2005. — 630 с. ISBN 0-123-45678-9.
- Демидова Н. Ф. Под ред. Устюгова Н. В. Материалы по истории Башкортостана / Том VI. Оренбургская экспедиция и башкирские восстания 30-х годов ХVIII в. (Институт истории, языка и литературы Уфимского научного центра РАН, Российский государственный архив древних актов) // Уфа: Китап. — 2002. — 768 с.: илл. ISBN 5-295-03107-1.
- Вихарев М. Я., Николаева М. Е. Челябинская область. Административно-территориальное деление на 1 января 1971 года / Исполнительный комитет Челябинского областного Совета депутатов трудящихся // Челябинск: Южно-Уральское книжное издательство. — 1971. — 196 с.
Асăрхавсем тӳрлет
Каçăсем тӳрлет
- Челепи облаç кĕпернеттĕрĕн официалла сайчĕ Архивленĕ 1 Раштав уйӑхӗн 2015 çулта.
- Челепи облаçĕн ертӳлĕхĕ Архивленĕ 20 Чӳк уйӑхӗн 2015 çулта.
- Челепи облаçĕн официаллă сайчĕсем Архивленĕ 23 Авӑн уйӑхӗн 2008 çулта.
- Флора и фауна. Челепи облаçĕн Хĕрлĕ Кĕнеки Архивленĕ 19 Утӑ уйӑхӗн 2019 çулта.
- Челепи облаçĕн тавралăхĕ Архивленĕ 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2009 çулта.
- Челепи облаçĕн тăван ен тĕпчев порталĕ Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2008 çулта.
- Челепи облаçĕ «Пур Раççей» хыпарлăх-каталогра Архивленĕ 1 Утӑ уйӑхӗн 2009 çулта.
- Челепи облаçĕн ятарлă упранăвлă çутçанталăк территорисем
Ку Челепи облаçĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |