Аша
Аша́ — Раççей Федерацийĕн хули, Челепи облаçĕнчи Аша районĕн административлă тĕпĕ, Куйбышев чукун çулĕн Ĕпхӳ — Челепихушшинчи чукун çул станцийĕ.
Халăх йышĕ — 32,7 пин çын (2005).
Тавралăхĕ
тӳрлетХула облаçĕн анăç енче, Пушкăрт Республикипе юнашар, Каратау ту хысакĕн умĕнче, Аша юханшыв Сима (Шур Атăлăн юппи) юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Челепине çитме анăçалла 377 çм каймалла.
Экономика
тӳрлетАшари заводсем: металлурги, светотехника (электроарматурă), вăрман хими комбиначĕ (1932 çулта хăпартнă), çурт-йĕр материалсене хатĕрлекен. Вăрман промăç хуçалăхĕ (2004 çулта салатса янă).
Хулан кун-çулĕ
тӳрлетХулан никĕсне 1898 çулта чукун шăратакан завод уçнипе туса хунă, 1933 çулта хула статусне панă, 1963 — облаç пăхăнăвĕнчи хула.
Этеплĕх, çутĕç, паллă вырăнсем
тӳрлетХулара индустри техникумĕ, Кăнтăр Урал патшалăх университечĕн филиалĕ ĕçлет.
Аша çывăхĕнче Аджигардак туçи курорчĕ пур, сыхлавлă çутçанталăк объекчĕ Çăка тăвĕ ларать.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлет
Каçăсем
тӳрлет- Аша «Ман город» энциклопедире
- Аша хулин сайчĕ 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. — çулçӳревçĕсем валли, ту йĕлтĕр курорчĕ Аджигардак.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |