Ĕпхӳ патĕнчи чукун çул катастрофи
Координатсем: 54°56′53″ с. ш. 57°05′23″ в. д. / 54.94806° с. ш. 57.08972° в. д. (G) (O)
Ĕпхӳ патĕнчи чукун çул инкекĕ — 1989 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче (çĕртмен 3-мĕшĕнче - мускав вăхăчĕпе) Пушкăрт АССР Иглино районĕнче Ашаран 11 çм (Челепи облаçĕ), Аша — Улу-Теляк хушшинче Раççейпе СССР историнчи чукун çул çинче сиксе тухнă çав тери пысăк катастрофа. Хирĕçле пыракан 211 № «Çĕн Çĕпĕр-Адлер» тата 212 № «Адлер-Çĕн Çĕпĕр» пассажир пуйăсĕсем иртсе кайнă чухне «Çĕпĕр—Урал—Атăлçи» пăрăх çулĕ çинчи аварие пула пуçтарăннă çăмăл углеводородсен газĕ хыпса сирпĕнĕ. 575 çын пĕтнĕ[1] (урăх хыпарпа - 645[2]), весенчен 181 — ачасем, 600 ытла суранланнă.
Тĕплĕ хыпарсем | |
---|---|
Кун-çул | 1989 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕ |
Вăхăт | 01:14 (+2 МСК, +5 GMT) |
Вырăн | Аша — Улу Теляк хушши, пурăнан мар вырăнта |
Патшалăх | ![]() |
Чукун çул йĕрĕ |
Транс Çĕпĕр чукун çул магистралĕ |
Оператор | Куйбышев чукун çулĕ |
Пулăм тĕсĕ | çапăнни (çав тери пысăк катастрофа) |
Сăлтав | çăмăл углеводородсен чылай фракцин газ евĕр хутăшĕн сирпĕнĕвĕ |
Статистика | |
Пуйăссем | Хирĕçле пыракан 211 № Çĕн Çĕпĕр-Адлер тата 212 № Адлер-Çĕн Çĕпĕр пуйăссем |
Пассажир шучĕ | 1284 пассажирпа (çав шутра 383 — ачасем) тата 86 пуйăспа локомотив бригадисен ĕçтешĕсем |
Пĕтнисем | 575 çын тĕрĕс (урăх хыпарпа - 645) |
Аманнисем | 623 ытла |
Шырлăх | 12 мĕльон та 318 пин Совет тенки |
Инкек Тӳрлет
Анăç Çĕпĕр — Урал-Атăлçи пăрăх çулĕ çинче 1,7 метр тăршшĕллĕ çурăлса кайнипе унтан газ тухма пуçланă. продуктопроводран 900 метр çывăхĕнче Трансиб магистралĕ вырнаçнă пулнă.
1989 çулхи çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕн вырăнти вăхăтпа 1 сехет те 15 минутра икĕ пуйăс танлашнă хыççăн газ сирпĕнсе кайнă, вăйлă вут-кăвар хыпса тухнă. 211 номерлĕ «Çĕн Çĕпĕр — Адлер» (20 вакун) тата 212 номерлĕ «Адлер — Çĕн Çĕпĕр» (18 вакун) пайăсĕсенче пурĕ 1284 пассажир (вĕсенчен 383 ача), тата 86 пуйăспа локомотив бригадисен çынни пулнă. Сирпĕннĕ хумпа 11 вакунĕ айăккинелле вăркăннă, вĕсенчен 7-ĕшĕ тĕппипех çунса кайнă. Ытти 26 вакунĕ шалтан çунса тухнă.
Официаллă палăртнипе, 575 çын пĕтнĕ. Вĕсен шутĕнче 181 ача пулнă.
Газ сирпĕннипе 350 метр тăршшĕ чукун çул, 17 километр сывлăшри çыхăну йĕрĕсем арканнă. Кăвайт лаптăкĕ 250 гектара çитнĕ.
Инкек хыççăн Тӳрлет
Инкек пулса иртнĕ вырăнта 8 метр çӳллĕш мемориал туса лартнă. Унăн умĕнче кашни çул çынсем çак инкеке асăнма пуçтарăнаççĕ.
Асăрхавсем Тӳрлет
- ^ 1989 год - порыв продуктопровода ШФЛУ с последующим взрывом и пожаром у дер. Улу-Теляк (выр.). Главное управление МЧС России по Республике Башкортостан. çăлкуçран архивланă 17 Ҫу уйӑхӗн 2009. Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2009.
- ^ Toll up to 645 in Soviet train blast, Chicago Sun-Times (July 26, 1989)
Каçăсем Тӳрлет
- Факел смерти. 18 лет назад в Башкирии произошла катастрофа, которой прежде мир не знал. МедиаКорСеть. çăлкуçран архивланă 13 Нарӑс уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 11 Пуш уйӑхӗн 2009.
- А.А. Гоник Уроки экологической катастрофы // Энергия: экономика, техника, экология. — Журнал Президиума РАН, 1999. — В. Энергия: экономика, техника, экология.
- Видео-реконструкция катастрофы
- История одной катастрофы «Коммерсантъ» хаçатăн 126 (844) №, 08.07.1995
- Тĕнче пĕлмен катастрофа Архивленĕ 17 Ҫӗртме уйӑхӗн 2013 çулта.. Деловой Урал. 1999.
- Трагедия под Ашой Архивленĕ 1 Раштав уйӑхӗн 2010 çулта.
- http://www.chrab.chel.su/archive/03-06-99/3/A7639.DOC.html Архивленĕ 22 Кӑрлач уйӑхӗн 2011 çулта.[ Статья в газете Челябинский рабочий]
- Инкек пулнă вырăнĕнчи фотографисем, 21 çул иртсен Архивленĕ 22 Кӑрлач уйӑхӗн 2011 çулта.