Куйбышев чукун çулĕ
Ку́йбышев чукун çулĕ — УАО «РЖД» филиалĕ. Çула 1936 çулта Самар-Златоуст чукун çулĕнчен, Мускав-Хусан чукун çулĕпе малтанхи Сызрань-Вязьма чукун çулĕн пайĕсенчен туса хунă. Çула В. В. Куйбышев ятне чысласа 1953 çулхи çу уйăхĕнче тивĕçтернĕ.
Куйбышев чукун çулĕ | |
Тулли ячĕ: | Куйбышев чукун çулĕ |
---|---|
Ӗç çулĕсем: | 1936 çултанпа |
Патшалăх: | Раççей |
Управлени хули: | Самар |
Статус: | ĕçлекен |
Пăхăнăвĕ: | УАО «РЖД» |
Хисеп кодĕ: | 63 |
Тасăлăвĕ: | 11 502,5 км |
Çул Мускав, Горький, Атăлçи, Кăнтăр-Тухăç тата Кăнтăр-Урал чукун çулĕсемпе çыхăнать. Çулсен пĕтĕм тăсăлăвĕ — 11 502,5 км, çав шутра тĕп çулĕсем 7 234,8 км. Çул управленийĕ Самар хулинче.
Куйбышев чукун çулĕ анăçран тухăçалла пыракан икĕ параллеллĕ йĕрсенчен : Кустарёвка — Инза — Чĕмпĕр тата Ряжск — Самар тытăнса тăрать, вĕсем Чышмă чарăнура пĕрлешсе, икĕ çуллă йĕре куçаççĕ, Урал тăвĕсен отрогĕнче вĕçленеççĕ. Икĕ урăх йĕрĕ Рузаевка — Пенза — Ртищево тата Чĕмпĕр — Сызрань — Сарăту çурçĕртен кăнтăралла пыраççĕ. Çак йĕрсен çулĕсен чикки: Громово (Сарăту — Сызрань), Кривозёровка (Пенза — Ртищево). Çулăн тĕп çыхă чарăнăвĕсем: Пенза, Сызрань, Октябрьск, Самар, Дёма, Кинель.
Çул шутне пиллĕк уйрăм: Пенза, Самар, Пушкăрт (Ӗпхӳ), Чĕмпĕр, çаплах Тутарстанри çул пайĕсем (Нижнекамск, Чаллă), кĕреççĕ.
Çул Чĕмпĕрти, Чаллăри тата Тольяттири автомобиль завочĕсене çыхăнтарать. Унсăр пуçне, çул регионĕнче пысăк нефть , заводы химипе хӳтĕлев промăçлăхĕн предприятисем.
Кун-çулĕ
тӳрлетХальхи Куйбышев ЧÇ таврашĕнчи пĕрремĕш 1874 çулта тунă Моршан-Сызрань чукун çулĕ пулнă. 1877 çулта çула Атăл урлă Кинеле çити тăснă, юханшыв урлă пассажирсене, япаласене çулла пăрахутпа, хĕлле çунапа пăр çийĕн куçарнă. 1880 çулта Н. А. Белелюбский профессор проекчĕпе Атăл урлă каçма хăй тапхăрĕнчи Европăри чи пысăк та техника енчен чи пысăк кĕпер тунă. 1888 çулта Кинель чарăнăвĕнчен çула Ӗпхӳне, 1890 — Златоуста, 1892 —Челепине çитернĕ. Самар-Златоуст чукун çулĕн пайĕсене пĕрлештернĕ, управленине Ӗпхӳрен Самара куçарнă. Çул шутне Рузаевка — Кисан (1884), Рузаевка — Сызрань (1898), Инза — Чĕмпĕр (1898), Сызрань — Батраки (1900), Часовня-Пристань — Мелекесс (1902) пайĕсене хушнă, 1911 çулта Часовня-Пристань — Мелекесс йĕрне Пĕкĕлмене çити, 1914 çулта — Чишмăна çити, чукун çул хураççĕ.
1898 çулта Сергий Минерал Шывĕ патне ансăр чукун çул уçнă, çула тăвас ĕçсене Н. Г. Гарин-Михайловский инженер ертсе пынă.
1930 çулсенче çула тĕпĕнчĕнех юсаса çирĕплетнĕ, иккĕмĕш йăрăма хунă, Су, Эу, Эм, Эр, каярах хăватлăрах япала турттаракан ФД тата пассажир ИС пăравуссене ĕçе кĕртнĕ.
1936 çулта çул шутне Дёма — Ишимбай пайне кĕртнĕ тата Сызрань — Кузнецк тата Сызрань — Инза пайĕсене çумне хушнă.
1943 çулта çул çинче хулаçумĕн пĕрремĕш пайне — Куйбышев — Безымянка — пайне электрофициленĕ.
1944 çулта Атăл рокадин Иловля — Сарăту — Сызрань — Сĕве пайне туса пĕтернĕ. Атăл рокадин пайĕ Громовăран Чăнлăна çити халĕ Куйбышев чукун çулĕ шутне кĕрет.
1953—1954 çулсенче Дёма — Кропачёво пайне тӳрĕ юхăмлă электрифициленĕ. 1958 çулăн вĕçĕнче Похвистнево — Куйбышев — Сызрань — Инза пайне электрофициленĕ. Юнашар вырнаçнă ялсене çак çулăн йĕрĕнчен пĕрремĕш электроэнерги туяннă.
Çула Ленин орденĕпе тивĕçтернĕ (1971).
Ӗçĕ-хĕлĕ
тӳрлет2005 çулта Куйбышев чукун çулĕ 889 пин т. япала (97 500 контейнер) турттарнă, ку вара малтанхи çултанхипе танлаштарсан, 15,5 % ытларах пулать[1].
Локомотив хуçалăхĕ
тӳрлетÇул шутне Моршанск, Самар, Кинель, Октябрьск, Сызрань, Пенза, Дёма локомотив деповĕсем кĕреççĕ.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ «Контейнерные перевозки растут». «Ведомости», № 213 (1740), 13 ноября 2006
Каçăсем
тӳрлет- Куйбышев ЧÇ официаллă сайчĕ 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- Куйбышев чукун çулĕ пирки УАО «РЖД» сайче çинче
- Куйбышев ЧÇ картти