Чулхула чукун çулĕ

(Горький чукун çулĕ ҫинчен куҫарнӑ)

Го́рький чукун çулĕ (ГЧÇУАО «РЖД» филиалĕ) Чулхула, Улатимĕр, Киров, Кисан облаçĕсен тата Мордови, Чăваш Ен, Удмурти, Тутарстан, Мари Эл республикисен территорипе пырать. Агрыз-Солдатка турачĕ Пермь Енĕн, Свердловск облаçĕсем тата Пушкăртстан çĕрĕсем витĕр пырать. Çул управленийĕ Чулхулара.

Горький чукун çулĕ
Тулли ячĕ: Горьковская железная дорога
Ӗç çулĕсем: 1953 çултанпа
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Чулхула
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЖД»
Телеграф кодĕ: ГОРЬК
Хисеп кодĕ: 24
Тасăлăвĕ: 7987 км
Çулăн веб-сайчĕ

Çулăн хальхи чиккине малтан Мускав-Чулхула, Мускав-Хусан, Вятка-Двина чукун çулĕнче пулнă Горькипе Хусан чукун çулĕсен пайĕсем кĕнĕ.

Пĕтĕм тăсăлăвĕ — 7987 км. Çулсен пур вăрăммăшĕ — &&&&&&&&&&012066.40000012 066,4 км[1].

2007 çулта чукун çул 112441 контейнер, (вĕсенчен 30980 нумай тоннăллă) тиесе куçарнă. Контейнерсене 907,6 пин тоннă япала (вĕсенчен 621,3 пин тоннă нумай тоннăлли).[2]

Кун-çулĕ тӳрлет

Чулхула чукун çулне тăвас пĕрремĕш проекчĕсем XIX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсенче çуралнă. Чукун çул эрешне тума, унăн пĕрремĕшĕ Мускав-Чулхула пайĕ, Раççей 1850-мĕш çулсен вĕçĕнче кăна пикенет.

Çул тума иккĕ пайĕнче тапратаççĕ. МускавУлатимĕр йĕрĕнче ĕçсене 1858 çулхи çу уйăхăн пĕрремĕш пайĕнче пуçланă. УлатимĕрЧулхула пайне тăвас ĕç 1859 çулхи çуркунне çеç чĕрĕлет. Официаллă пуйăссен куçăмĕ Мускавран Улатимĕре çити 177 çухрăм пайĕнче 1861 çулхи çулла уçăлать. Ытларах мăран çул-йĕр тăвасси Улатимĕр-Чулхула хушшинче пынă. Тепĕр çул ытларах вăхăт иртсен тин вĕçленет. Пĕтĕмпех Мускав-Чулхула чукун çулне 1862 çулхи я çурла, 1 тĕлне ĕçе яраççĕ. Тепĕр 30 çултан Мускав — Чулхула пайĕ иккĕ енлĕ çуллă пулса тăрать.

1864 çулта кунсерен икĕ мăшăр пассажир пуйăсĕ Мускав ←→ Улатимĕр тата Мускав ←→ Чулхула курсĕпе çӳренĕ. Мускавран Улатимĕре çитесси хĕлле 6 сех. 30 мин. яхăн тата çулла 6 сех. 15 мин. яхăн, Чулхулана çити хĕлле 15 сех. 15 мин. яхăн тата çулла 14 сех. 35 мин. яхăн пулнă . Чулхула ярмăрки ĕçленĕ вăхăтра хушма пуйăса çула янă[3].

1880 çулхи çу уйăхĕнче Чулхула чукун çулне çыпçăннă Мурăм йĕрĕнче куçăм тапранать.

1894 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче правительство Мускав-Чулхула çулне хыснана тӳлесе илет.

Çав çултах Мурăм çулне Мускав-Курск тата Мускав-Чулхула чукун çулĕсен пĕрлехи тытăмне кĕртеççĕ.

Уйрăмĕсем тӳрлет

Ертӳçлĕхĕ тӳрлет

Çул пуçлăхĕсем тӳрлет

Тĕп инженерсем тӳрлет

Перспективăсем тӳрлет

Горький чукун çулĕн Чулхула←→Мускав сывлăш транспортне йыхăр сĕнесшĕн план пур.

Чулхуларан Мускава пассажирсене 3,5 сехетре (халĕ чи хăвăрт пуйăс 4 сех. 38 м. пырать) пĕрремĕш хăвăрт пуйăса 2010 çулхи ака уйăхĕнче ĕçе ярасшăн.[4]

Йĕр çине ултă мăшăр Siemens хăвăрт пуйăссене: ирпе, кăнтăрла тата каçхине кăларасшăн. Пуйăссен вăтам хăвăртлăхĕ 160 км/сех. пулмаллла. Куçăм хăвăртлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ГЧÇ Чулхуларан Петушки чарăнăвне çити тата 28 чарăнăва çĕнетмелле. Çулсене модернизацилес хакĕ — 10 млрд тенкĕ. 2008 çулта «Чулхула — Мускав» çулне çĕнетес ĕçе 4,6 млрд тенкĕ тăкаклама палăртнă. Петушки — Улатимĕр, Улатимĕр — Федулово, Федулово — Сарыево çул пайĕсене, çаплах çул çинчи икĕ туртăм хушăри электростанцинине çĕнетесшĕн.[5]

Кунсăр пуçне, пачах урăхла çав тери хăвăрт Мускав←→Чулхула çĕнĕ йĕре Япони инвесторĕсен укçипе тăвас ĕмĕт те пур[6].

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ http://www.grw.ru/wps/portal/gzd?STRUCTURE_ID=4152 2009 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. Цифрăсемпе фактсем] Горький чукун çулĕн сайтĕнче
  2. ^ «Горьковская магистраль перевезла за год 112441 контейнеров»(ĕçлемен каçă) «Деловой Петербург» ISSN 1606-1829 (Online) 10 января 2008 года
  3. ^ Памятная книжка Нижегородской губернии на 1865 г. Нижний Новгород, 1864. С. XIX
  4. ^ http://www.regnum.ru/news/1189612.html
  5. ^ «ГЖД вложит в скоростную дорогу до Москвы 4,6 млрд руб»(ĕçлемен каçă) «Деловой Петербург» ISSN 1606-1829 (Online), 11 января 2008 года
  6. ^ «До Москвы поездом за 3,5 часа»(ĕçлемен каçă) «Деловой Петербург» ISSN 1606—1829 (Online) 2 октября 2007 года

Каçăсем тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.