Гарин-Михайловский Николай Георгиевич

Николай Георгиевич Гарин-Михайловский (нарăсăн 8 (20)-мĕшĕ 1852, Петербург — раштавăн 27-мĕшĕ (раштавăн 10-мĕшĕ) 1906, çавăнтах) — вырăс çыравçи.

Н. Г. Гарин-Михайловский

Кун-çулĕ

тӳрлет

Паллă дворян çемьинче çуралнă, ăна Николай I патша тата Вера Засулич революционер амăшĕ тĕне кĕртнĕ.

Одессăри Ришелье гимназинче вĕреннĕ, Петербург университечĕн на юридици факультетĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ, унтан Çулсен институтне куçнă (ăна 1878 çулта вĕçленĕ). 4 çул Болгарире, Батуми порчĕ тунă çĕртре çар хĕсметĕнче тăрать, хыççăн 3 çул пурнăçне ялта, Самар кĕпернинче, ирттерет, каллех хĕсмете куçать, Транссиб тунă çĕре хутшăнать.

Петербургра сасартăк большевиксен "Вестник жизни" журнал редакци ларăвĕнче чĕре параличĕ пулнипе вилсе каять. Волков çăвин Литераторсен вырăнĕнче пытарнă.

Инженер ĕç-хĕлĕ

тӳрлет

1891 çулта Гарин-Михайловский Трансçĕпĕр магистралĕн Обь урлă чукун çул кĕперне тума вырăн шыракан партине ертсе пынă, вăл Томск патĕнчи кĕпер тăвас вариантне пăрахăçлать.

Литература ĕç-хĕлĕ

тӳрлет

Литература ĕç-пуçне 1892 çулта пикенет, «Детство Тёмы» («Русское богатство») повеçпе «Несколько лет в деревне» («Русская мысль») калавĕпе палла тухать. «Русское богатство» журналра вăл «Гимназисты» («Детства Тёмы» малалли), «Студенты» («Гимназистсен» малаллли) пичетлет. Тетралогин юлашки пайне — «Инженеры» 1907 çулта пичетлет. «Деревенские панорамы» тата ытти калавĕсем «Очерки и рассказы» ятпа пичетленсе тухать (Петербург, 1893—1895); çаплах уйрăммăн «Гимназисты» (Петербург, 1895) çутта тухать. Инженер-ăстаçă, Николай Михайловский «Новое время», «Русская жизнь» тата ур. журнал-хаçатра йӳнĕ чукун çулсем тăвас ĕç пирки сăмах тапратать.

Инçет Тухăçра курса çӳрет, «По Корее, Маньчжурии и Ляодунскому полуострову» (1899), «Корейские сказки» (1899) çул калавĕсене хайлать.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет