Карачай-Черкес Республики
Карачай-Черкес Республики е Карачай-Черкеси, кӗске КЧР (выр. Карачаево-Черкесская Республика, карач-балкар. Къарачай-Черкес Республика, черкес. Къэрэшей-Адыгэ Республикэ, абаз. Къарча-Черкес Республика, нух. Карашай-Шеркеш Республика) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ. Тĕп хули — Черкесск. Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхĕнче, Çурçĕр-Кавказ экономика районӗнче вырнаҫнӑ.
Карачай-Черкес Республики Карачаево-Черкесская Республика | |||||
| |||||
![]() | |||||
Тĕп хули | Черкесск | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
78 14 277 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
77 464 218 патнелле (2022) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Çурçĕр-Кавказ федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Çурçĕр-Кавказ экономика районӗ | ||||
Регион номерĕ | 09 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс, нухай, карачай-балкар, кабарда-черкес, абаза | ||||
Пуçлăхĕ | Темрезов Рашид | ||||
Премьер-министр | Мурат Аргунов | ||||
Патшалăх Канашĕн Председателĕ | Иванов Александр | ||||
Гимн | Карачай-Черкеси гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0300 |
Географи тӳрлет
Карачай-Черкеси кавказӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи сӑрчӗсенче вырнаҫнӑ.
Климат виҫеллӗ ӑшӑ, хӗл кӗске, ҫулла ӑшӑ, нумайччен нӳрлӗ. Кӑрлачӑн вӑтам температури −10,2 °С, утӑн +22,6 °С, чи ҫӳллӗ температура +48 °С, аялти −32 °С.
Карачай-Черкес Республикин 86% яхӑн пайӗ ту тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Республика чиккисенче 3 зона: сӑрт-ту таврашӗнчи тӳремлӗх, ту хысакӗ тата Кавказ тӑвӗсем палӑраҫҫӗ. Ҫурҫӗрте Пысӑк Кавказӑн малти ту хырҫисем тӑсӑлаҫҫӗ.
Республикӑра шыв ресурсӗсем нумай: 132 яхӑн ҫӳллӗ ту кӳллисем, ту шывсиккисем. 174 юханшыв юхса иртет, вӗсенчен чи пысӑккисем — Кубань, Пысӑккипе Пӗчӗк Зеленчук, Уруп, Лаба; Кубань водохранилищи пур. Республикӑра ӗҫлекен Пысӑк Ставрополь каналӗн тытӑмӗ Ставрополь Еншӗн шывпа тивӗҫтермелли ҫӑлкуҫӗ пулса тӑрать.
Ҫӗр айӗнче ҫутҫанталӑк чавнӑ ҫӗрсем пуян: чул кӑмрӑк, гранит, мрамор, тӗрлӗ рудасемпе тӑм. Нумай сиплӗ минерал шывӗсем, термаллӑ ҫӑлкуҫсем пур.
Карачай-Черкеси ту ҫеҫенхирӗсемпе сарлака ҫулҫӑллӑ вӑрмансен зонине вырнаҫнӑ. Республика территорийӗнче Тербердин заповедникӗ тата Кавказ заповедникӗн пӗр пайӗ пур.
Карачай-Черкеси Мускав сехет зонинче вырнаҫнӑ (UTC+3:00).
Чикӗсем тӳрлет
КЧР виҫҫӗ РФ субъекчӗсемпе тата пӗр патшалӑхпа чикӗленет.
- Хӗвеланӑҫра - Краснодар Енпе
- Ҫурҫӗрте - Ставрополь Енпе
- Хӗвелтухӑҫра - Кабарди-Балкар Республикипе
- Кӑнтӑрта - Грузипе (унӑн пайӗпе е ҫурма йышӑннӑ Абхазипе)
Кунҫул тӳрлет
Карачай-Черкессин ту-сӑртлӑ пайӗ пирӗн эрӑри пӗрремӗш пин ҫул вӗҫӗнче алан патшалӑхне кӗнӗ. XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчен (1828 ҫулта вырӑс-турккӑ Адрианополь килĕшпе) Карачай-Черкес территорийӗ Кубань облаҫӗнчи Раҫҫей йышне кӗрет.
Граждан варҫи тӳрлет
1918 ҫултан кунта Совет влаҫӗ йӗркеленет. 1918 ҫулта Акӑн, 1 ҫак территори Кубань Совет Республикин пайӗ, Пуш 28 1918 ҫултан — Кубань-Хуратинӗс Республикин пайӗ, Утӑ 5-рен - раштавччен 1918 ҫулта — Ҫурҫӗр Кавказ Совет Республикин пайӗ пулнӑ. 1918 ҫулта раштавран 1920 ҫулта акаччен шуррисен контролӗнче пулнӑ. 1921 ҫулта Кӑрлач 20-рен Тури Автономи Совет Социализм Республикин[1] пайӗ пулнӑ.
Совет периочӗ тӳрлет
1922 ҫулта Кӑрлач 12 Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ облаҫӗнчи (1924 ҫултан - Ҫурҫӗр Кавказ Ен) Карачай-Черкес автономи облаҫӗ, Баталпашинская станицире тӗп хулипе йӗркеленӗ (ӑна кайран Сулимов, Ежово-Черкесск, Черкесск ятсене илнӗ).
Ака 26, 1926 ҫулта, КЧАО[2] ВЦИК йышӑнӑвӗпе Карачай Автономи облаҫне, Черкес Наци тӑрӑхне (Ака 30, 1928 — Автономи облаҫӗ), Баталпашин тата Зеленчук районӗсене пайланӑ.
ССРП Аслӑ Совечӗн Президиумӗн указӗпе 1943 ҫулта Юпа 12, Карачай автономи облаҫӗ пӗтернӗ, карачайсене Кавказ Ҫапӑҫӗ чухне нимӗҫ ҫарӗсене пулӑшнӑшӑн айӑпланӑ тата 1943 ҫулта Чӳк 2-мӗшӗнче Вӑтам Азипе Казахстана депортланӑ. КАО ликвидаци хыҫҫӑн Карачайӑн кӑнтӑр пайне Грузи ССРинче (Клухор районӗ пек), Пысӑк Лаба бассейнӗнчи хӑш пӗр халӑх пурӑнакан вырӑнсене Краснодар Енче, чылай пайне Ставрополь Енче панӑ.
Карачайсен реабилитаци хыҫҫӑн, вӗсем тӑван ҫӗршыва 1957 ҫултан, Кӑрлачӑн 12, Черкес Автономи облаҫӗ (Карачай-Черкес Автономи облаҫӗ), Ставрополь Ен тытӑмӗнче кайса кайнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнче тӳрлет
1990, Чӳкӗн 30, Карачай-Черкес Автономи облаҫӗнчи халӑх депутачӗсем Ставрополь Енчен тухӑм ҫинчен йышӑну тунӑ. Хальхи территорипе Карачай-Черкес Республики 25 раштав 1993 ҫулта Раҫҫей конституцийӗпе йышӑнӑ.
Нарӑс 26, 2011 ҫултан Карачай-Черкесин Пуҫлӑхӗ — Рашид Темрезов[3].
Халӑх тӳрлет
Карачай-Черкеси ку нумай наци республики: унӑн территорийӗнче 80 ытла халӑхсем пурӑнаҫҫӗ. Республика халӑх йышӗ Росстат пӗлтернӗпе 468 444 ҫын (2023). Халӑх ҫирӗплӗхӗ - 32,81 ҫын/км2 (2023). Хула халӑхӗ - 41,4 % (2022).
Халӑх йышӗ тӳрлет
Халӑх | Ҫынсем 2010 ҫулта (*) | Ҫынсем 2002 ҫулта (*) |
---|---|---|
Карачайсем | 194 324 (41,0 %) | 169 198 (38,5 %) |
Вырӑссем | 150 025 (31,6 %) | 147 878 (33,6 %) |
Черкессем | 56 466 (11,9 %) | 49 591 (11,3 %) |
Абазинсем | 36 919 (7,8 %) | 32 346 (7,4 %) |
Нухайсем | 15 654 (3,3 %) | 14 873 (3,4 %) |
Осетинсем | 3142 | 3333 |
Эрменсем | 2737 | 3197 |
Украинсем | 1990 | 3331 |
Тутарсем | 1696 | 2021 |
Грексем | 1276 | 1349 |
3499 | 88 | |
Ҫынсем 1000 ытла йышӗпе кӑтартнӑ |
2020 ҫулхи Халӑх ҫырӑвӗпе юлашкинчен КЧР малалла хӑлӑхсем пурӑнаҫҫӗ (1% каярах нацилӗхсем урӑхсем патне сноскӑра пӑхрӑр)[4]
Национальность | Йышлӑх, ҫын | Процент |
---|---|---|
Карачайсем | 205 608 | 43,76 % |
Вырӑссем | 127 643 | 27,17 % |
Черкессем | 58 867 | 12,53 % |
Абазинсем | 37 695 | 8,02 % |
Нухайсем | 17 379 | 3,70 % |
Ыттисем[5] | 27 175 | 5,78 % |
Юлашкинчен | 469 865 | 100,00 % |
Административлӑ пайлану тӳрлет
Карачай-Черкесире 10 муниципаллӑ район пур тата 2 республика пӗлтерӗшпе хула пур[6].
- Черкесск хула тӑрӑхӗ - Черкесск хули
- Карачаевск хула тӑрӑхӗ - Карачаевск хули
- Абазин районӗ - Инжич-Чукун аулӗ
- Адыге-Хабль районӗ - Адыге-Хабль аулӗ
- Зеленчук районӗ - Зеленчукская станици
- Карачаевск районӗ - Карачаевск хули
- Кубаньҫум районӗ - Кавказский посёлокӗ
- Малокарачай районӗ - Учкекен ялӗ
- Нухай районӗ - Эркен-Шахар пасёлокӗ
- Уруп районӗ - Преградная станици
- Усть-Джегута районӗ - Усть-Джегута хули
- Хабез районӗ - Хабез аулӗ
Çăвăн пекех пăхăр тӳрлет
Асăрхавсем тӳрлет
- ^ вырӑсла Горская АССР
- ^ Карачай-Черкес автономи облаҫӗ
- ^ «Независимая газета»: «Пост главы Карачаево-Черкесии занял Рашид Темрезов» Архивленĕ 13 Чӳк уйӑхӗн 2013 çулта.. 2 Пуш 2011
- ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года. Том 5. Национальный состав и владение языками. Таблица 1. Национальный состав населения по городским и муниципальным округам КЧР
- ^ Абхазсем (196), Аварецсем (227), Агулсем (13), Адыгеецсем (120), Азербайджанецсем (733), Арапсем (19), Эрменсем (1735), Ассириецсем (8), Афганецсем (5), Балкарсем (985), Пушкӑртсем (69), Беларуссем (172), Болгарсем (34), Бурятсем (8), Венгрсем (1), Вьетнамецсем (2), Гагаузсем (1), Грексем (710), Грузинсем (276), Даргинецсем (329), Долгансем (1), Дунгансем (6), Еврейсем (30), Езидсем (3), Ингушсем (93), Кабардинецсем (526), Казахсем (134), Калмӑксем (54), Каракалпаксем (10), Карелсем (1), Кӑркӑссем (17), Китайсем (1), Комисем (2), Коми-пермяксем (11), Кореецсем (12), Крым тутарсем (4), Кубинецсем (1), Кумыксем (314), Курдсем (35), Лакецсем (110), Латышсем (7), Лезгинсем (307), Литовецсем (10), Марисем (15), Молдавансем (40), Мӑртвӑсем (11), Нимӗҫсем (85), Осетинсем (2519), Памирецсем (2), Перссем (24), Поляксем (16), Румынсем (2), Русинсем (1), Рутулецсем (15), Сербсем (4), Сойотсем (1), Табасаранецсем (177), Таджиксем (188), Талышсем (10), Тутарсем (931), Тывасем (3), Турккӑсем (780), Туркменсем (699), Удмуртсем (16), Узбексем (428), Уйгурсем (1), Украинсем (798), Финнсем (1), Хакассем (2), Цахурсем (1), Чикансем (572), Чеченсем (423), Чӑвашсем (27), Эстонецсем (10), Сахасем (1), Урӑхлӑ хуравсем наци тӑнисемпе ҫыранакан ҫынсем (317), Наци тани ҫук (857)
- ^ Саккун «Об административно-территориальном устройстве Карачаево-Черкесской Республики».
Каçăсем тӳрлет
- КЧР Пуҫлӑхӗн тата Правительствин официаллӑ сайчӗ Архивленĕ 28 Ака уйӑхӗн 2021 çулта.
- КЧР Халӑх Канашӗн (Парламенчӗн) официаллӑ сайчӗ Архивленĕ 4 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022 çулта.
- КЧР Саккунлӑхӗ
- КЧР «Вся Россия» справочник-каталогӗнче. çăлкуçран архивланă 31 Раштав уйӑхӗн 2010.
- Справочник почтовых индексов / кодов ОКАТО / налоговых инспекций ФНС / адресов. çăлкуçран архивланă 4 Ҫу уйӑхӗн 2012.