Карачайсем
Карачайсем (къарачайлыла, таулула, аланла) — Çурçĕр Кавказăн халăхĕ, Карачай-Черкесинче пурăнать, ялĕсем ытларах туçи тата ту умĕн çĕрсенче.
Карачайсем | |
Тăван ячĕ | карач.-балк. къарачайлыла, таўлула, аланла [1] (хура шывçисем, туçисем, ту çыннисем, алансем)[2] Пĕр-пĕрне çапла калаççĕ. |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 300 000 яхăн çын
| |
Археологи культури | кобань культури |
Чĕлхе | карачай-балкар |
Тĕн | ислам (суннитсем) |
Кĕрет | тĕрĕк халăхĕсем[7] |
Тăван халăхсем | балкарсем, кумыксем[8][9] |


Раççейри йышĕ — 192 пин çын (2002), вĕсенчен 169,2 пинĕ — Карачай-Черкесре, республикăн 38,5 %, чи нумайли. Турцире, Сирире, Икĕпатра, Европăпа Америкăра пурăнаççĕ, Кавказран XIX ĕмĕрте тухса кайнă мухаджирсен несĕлĕсем пулаççĕ. Пур йышĕ — 300 пин çын (2008, хаклав).
Тĕрĕссипе, карачайсем палкарсемпе пĕр халăх пулаççĕ, икĕ республикăра пурăнаççĕ. Европа расин Кавкасиони антропологи тĕсĕн палкан-кавказ варианчĕ. Тĕрĕк çемйин анăç-кăпчак ушкăнĕнчи Карачай-палкар чĕлхипе калаçаççĕ.
Тавралăхĕ
тӳрлетКарачайсем Вар Кавказ тăвĕн хĕсĕкĕсемпе анатри ту айăккисенче, Кубань, Зеленчук, Уруп, Лаба, Кума, Подкумок, Малка тата урăх юханшывсен айлăмĕсенче пурăнаççĕ.
Чылай карачай Кисловодскра, Черкесскпа Ставропольре пурăнать. Карачайсен чылайрăхăшĕ çаплах Карачай-Черкесири Теберда, Карачаевск тата Усть-Джегута вырнаçнă.
Чĕлхепе тĕнĕ
тӳрлетКарачайсем тĕрĕк чĕлхисен çурçĕр-анăç турачĕнчи карачай-балкар чĕлхин диалекчĕпе калаçаççĕ. Çырулăхне кириллица никĕсĕпе тунă.
Карачайсен исламланасси XVI ĕмĕрте пуçланать, анчах XIX ĕмĕрте халăх ĕненĕвĕ христос тĕнĕн, исламăн тата христос умĕн йăласен хутăшĕ пулать. Асама ĕненеççĕ, таса йывăçсене (друидизм), чулсене, турăсене-пирĕштисене кĕл тăваççĕ. Халĕ пур карачай мăсăльман-суннитсем.
Истори
тӳрлетXIII—XIV ĕмĕрсенче аталаннă карачай этносне алансемпе бронза тапхăрĕнченех вырăнта пурăннă туçи йăхĕсем чăмăртанă. Карачайсен хальхи территоринче Маас ятлă Вăтам ĕмĕрти Аланин тĕп хули вырнаçнă пулнă.[10]. XIII ĕмĕрте алансем Тамĕрлан хан çарĕсемпе çапăçнă . Алание аркатнă пулсан та, халăхĕ тăшмана пăхăнман. Алан халăхĕн сахал пайĕ кăна çӳлти тусенче çеç сыхланса юлаççĕ.
1828 çулта вырăс çарĕ Карачай территорине кĕрсе каять. 1828 çулхи юпан 20-мĕшĕнче юнлă хаяр Хасауки çапăçăвĕ пулса иртет — Эмануэль генерал ертсе пынă, артиллерипе хĕçпăшалланнă патша çарĕ çĕнтерӳ тучнать. Карачай аксакалĕсем хăйсен аулĕсене тустарасран хăтарасшăн тăрашнă. Çапăçу иртсен тепĕр кунне Эмануэль çарĕ Карт-Джурту аулĕ патне çитсен, вĕсене хирĕç аксакалсем тухаççĕ. Калаçусем вĕçĕнче Карачай çĕрне Раççей Империне кĕртме йышăнаççĕ. Карачайри шалти хăй тытăмлăхне (ĕç вырăнĕсем, суд) малтанхи пекех хăварнă. Кӳршĕ мăсăльман халăхĕсемпе хутшăннă чухне халăх йăлипе тата шариатпа усă курнă. Карачай çĕрне пристава хушса лартман, анчах та карачайсенчен аманатсене салука илнĕ.
Карачая империне кĕртни патша генералĕсемшĕн паллă çитĕнӳ шутланнă. Г. А. Эмануэль хăйĕн çĕнтерĕвне паллă Фермопилсене çĕнтерсе илнипе (урăх транскрипципе — «Термопилсем») танлаштарнă [11]
Фашист Германипе пĕр ĕçпе тăрăшнă тесе 1943 çулхи чӳк уйăхĕнче суйса айăпласа, карачайсене Вăтам Азине: Казахстанпа Киргизине куçарнă. Ун чухне пĕтĕм халăх йышĕ 80 пине çитнĕ. Чылайрахăшĕ ача-пăча, хĕрарăм, ватăсем. Арçынсем фашистсене хирĕç Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи фрончĕсенче çапăçнă.
Чир-амакпа выçлăха пула 35 % халăхĕ депортацин малтанхи икĕ çулĕнче вилнĕ. 28 пин ачаран 22 пинĕ (78 % яхăн). Çакна курнă карачай аксакалĕсем каласа кăтартаççĕ: «Çав чухне Вăтам Азире çа тери синкер пулнă. Выçлăх, хăваласа яни тата çар çыннисем ирĕксĕрлени…, анчах карачайсем мăшкăллăх вырăнне вилĕм йышăннă, çакăнпа вĕсем хăйсене тата хăйсен ăрачĕн ятне вараламан».
14 сул депортацире пулна хыççăн, Н. Хрущев тапхăрĕнче, 1957 çулта карачайсем тăван çĕре таврăннă.
Çав. пекех
тӳрлетЛитература
тӳрлет- Карачаевцы // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- Безугольный А. Ю., Бугай Н. Ф., Кринко Е. Ф. Горцы Северного Кавказа в Великой Отечественной войне 1941—1945 гг.: проблемы истории, историографии и источниковедения. — Москва: Центрполиграф, 2012. — С. 336. — 480 с. — ISBN 978-5-227-03570-7.
- Щукин И. С. Материалы для изучения карачаевцев. — М.: Тип. П. П. Рябушинского, 1913.
- Карачаевцы // Народы России. Атлас культур и религий. — М.: Дизайн. Информация. Картография, 2010. — ISBN 978-5-287-00718-8
- Карачаевцы и балкарцы // Народы мира. Энциклопедия / под науч. ред. Л. М. Минца; науч.-ред.совет: А. О. Чубарьян, А. А. Фурсенко и др. — М.: ОЛМА Медиа Групп, 2007. — ISBN 978-5-373-01057-3
- Мингазов Ш. Р. Наследники великой Болгарии в Западной Европе // Филология и культура. Philology and Culture. — 2012. — № 1 (27).
- Казиев Шапи, Карпеев Игорь. Повседневная жизнь горцев Северного Кавказа в XIX в.
- Мизиев И. М., Джуртубаев М. Ч. История Карачаево-Балкарского народа с древнейших времен до присоединения к России. Духовная культура Карачаево-Балкарского народа . — Нальчик : Эльбрус. — 1994. — 216 с.
- Алиева С. К. Помощь тыла фронту в годы Великой Отечественной войны. Карачаевск. Изд. КЧГПУ. 2002. С. 11-12.
- Койчуев А. Д. Карачаевская автономная область в годы Великой Отечественной войны. Ростов-на-Дону. Изд. РГПУ.1998. С.305.
- Койчуев А. Д. В годы Великой Отечественной войны сражались отважно, спасали евреев, детей и взрослых, но это не считали за подвиг // Евразийский Научный Журнал. — № 6. — 2019.
- Алиев У. Д. Прошлое карачаевцев. Название Карачай. Образование Карачая. 1927 г.
- Алиева С. К. Помощь тыла фронту в годы Великой Отечественной войны. Карачаевск. Изд. КЧГПУ. 2002. С. 11-12.
- Койчуев А. Д. Карачаевская автономная область в годы Великой Отечественной войны. Ростов-на-Дону. Изд. РГПУ.1998. С.305.
- Койчуев А. Д. В годы Великой Отечественной войны сражались отважно, спасали евреев, детей и взрослых, но это не считали за подвиг // Евразийский Научный Журнал. — № 6. — 2019.
- Алиев У. Д. Прошлое карачаевцев. Название Карачай. Образование Карачая. 1927 г.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Александр Лобжанидзе, Дмитрий Заяц Этнокультурные регионы мира. — Прометей, 2015.
- ^ Волкова Н. Г. Этнонимы и племенные названия Северного Кавказа. — М.: Наука, 1973. — С. 87.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 тата 11 Национальный состав населения Российской Федерации согласно переписи населения 2021 года.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 тата 11 Всероссийская перепись населения 2010 г. Национальный состав регионов России.
- ^ Turkey - People Groups. Karachai // Joshua Project. A ministry of the U.S. Center for World Mission.
- ^ Ukrain - People Groups. Karachai // Joshua Projekt. A ministry of the U.S. Center for World Mission.
- ^ Дмитрий Раевский, Владимир Петрухин История народов России в древности и раннем средневековье 3-е изд., испр. и доп. Учебное пособие для бакалавриата и магистратуры. — Litres, 2020-03-05. — ISBN 978-5-04-125960-0
- ^ Лайпанов К. Т. Этногенетические взаимосвязи карачаево-балкарцев с другими народами / Отв. ред.: Козлов А. И.. — Черкесск: 2000. — 1000 экз.
- ^ Идрисов Ю. Из истории отношений кумыков с карачаевцами, балкарцами и ногайцами в XVI-XX вв // Тюрки Северного Кавказа: история, археология, этнография : материалы научной конференции. — М.: Эльбрусоид. — ISBN 978-5-91075-008-5.
- ^ И. М. Мизиев, «История Карачаево-Балкарского народа: с древнейших времён до присоединения к России», глава 6.
- ^ Социально-экономическое, политическое и культурное развитие народов Карачаево-Черкесии. 1790—1917. Сборник документов. — Ростов-на-Дону, 1985 г., стр.39.