Илпек Микулай
Илпек Микулайĕ (паспортри ячĕ Ильбеков Николай Филлипович, 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР) — 1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.
Илпек Микулай | |||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | Çу, 19, 1915 | ||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн: | Чĕмпĕр кĕпĕрни, Шăмăршă районĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ | ||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | Çу, 12, 1981 | ||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР | ||||||||||||
Гражданлăх: | Раççей империйĕ ССРП | ||||||||||||
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçи, тăлмачĕ | ||||||||||||
Жанр: | проза, публицистика | ||||||||||||
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш | ||||||||||||
Парнесем: | Чăваш халăх çыравçи (1970) | ||||||||||||
Чыславсем: |
| ||||||||||||
1948 çултанпа СССР ÇП пайташĕ. 1970 çулта Чăваш АССР халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.
Вăрçăра Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ.
Пурнăçĕ
тӳрлет1915 çулхи çу уйăхĕн 19 Чăваш Енри Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă.
Патăрьелри педтехникумĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.
Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă.
1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
Пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетСăвă-калав çырма Шупашкар педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи сулăмли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Ăна вырăс, болгар тата ытти чĕлхесене те куçарнă.
Ильпек Микулай чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарнă.
Çавăн пекех Петĕр Хусанкай, Çемен Элкер, В. Митта тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Асăнмалăх
тӳрлет- Илпек Микулайĕ ятне Шупашкарти урама тивĕçтернĕ.
Каçăсем
тӳрлет- «Хура çăкăр» романĕ
- Илпек Микулайĕн хайлавĕсем
- Илпек Микулайне Европа палăк лартать 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.