Виçпӳрт Шăмăршă
Виçпӳрт Шăмăршă, Vişpürt Šămăršă (выр. Трехизб-Шемурша) — Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи ял. Ялта Илпек Микулай ячĕллĕ литература музейĕ вырнаçнă.[2]
Виçпӳрт Шăмăршă
|
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 463 çын, çав шутра 234 арçын, 229 хĕрарăм пурăннă[3].
Кун-çулĕ
тӳрлет1920 çулхи утă уйăхĕн 29-ччен ял Пăва уесне, каярах Çӳрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районнĕ, 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22 хыççăн Патăръел уесне кĕртнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Шăмăршă вулăсĕнче шутланнă.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Шăмăршă районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтченех Шăмăршă районне кĕрет.
Паллă çынсем
тӳрлет- Бараев Владимир Васильевич, сăвăç.
- Илпек Микулай, çыравçă, тăлмач.
- Павлов Николай Степанович, литературовед.
- Падияров Пётр Александрович, чăваш сăвăçи.
- Яковлев Валерий Николаевич, СССР халăх артисчĕ
- Муллин Пётр Николаевич (1958-2007) — усламçă, меценат.
- Семенов Александр Анатольевич (1968 çур.) — Пĕтĕм Раççĕйри "Çулталăкри вĕрентевçĕ-1998" конкурс çĕнтерÿçи[4].
Вуламалли
тӳрлет- Ухтияров, Анатолий Ильич. Родимый край-село родное : Крат. история села Трехизб-Шемурша / Л. И. Ухтияров. - Чебоксары : Чувашия, 1996. - 303 с., [8] л. ил. : ил.; 21 см.; ISBN 5-86765-041-3 (В пер.) : Б. ц. П. Н. Муллин укçа-тенкĕпе пулăшнипе кăларнă.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чăваш Енри пурăнан вырăнсем 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |