Падияров Пётр Александрович

Падияров Пётр Александрович, — чăваш сăвăçи. 1893 çулта Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Хăçан вилни паллă мар.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Хусанти çар училищинче вĕреннĕ, Граждан вăрçине хутшăннă.

Пултарулăхĕ

тӳрлет

327 йĕркерен тăракан «Аташса кайнă çын» поэма çырнă. Ку поэмăра вăл кашни кун ӳсĕр çӳрекен çын инкеке лекни çинчен каласа панă. Сăвăç поэмăра ваттисен сăмахĕсемпе анлă усă курса эрех ĕçĕссинчен пăрăнма хистенĕ. Ку поэмăн йĕркисем хальхи вăхатра та питĕ вырăнлă.