Атав-Тăлăмпай
Атав-Тăлăмпай, Atav-Tălămpai — Тутарстанри Пăва районне кĕрекен ял. Тутарсем тата чăвашсем пурăнаççĕ. Вырăнти чăвашсем ку яла ытларах чухне Сĕвеш[1] е Çармăс[2] тенĕ.
Ял
Атав-Тăлампай
Атав-Тăлăмпай
|
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Тавралăх
тӳрлетПăва хулинчен кăнтăр-хĕвелтухăçнелле виç çухрăмра, Хырла шывĕн сулахай çыранĕнчи пĕчĕк хырлăх урлă, вырнаçнă. Паллах, Сĕве те аякра мар.
Халăх йышĕ ял тытăмĕ
тӳрлетХалăх йышĕ | |||||||||||||
1795 | 1859 | 1897 | 1913 | 1920 | 1926 | 1938 | 1949 | 1958 | 1970 | 1979 | 1989 | 2002 | 2010 |
276 | 402 | 1022 | 1417 | 1456 | 1235 | 1523 | 1523 | 1517 | 1373 | 1525 | 931 | 903 | 833 |
Статьян тутарла Википедири версийĕнче çапла каланă:
Ҫӑлкуҫри текст(тутар.)Халык авылны икегә бүлеп, Татар башы, Чуаш башы дип йөртә. Татар башында да, Чуаш башында да урамнар исеме уртак: Күл буе урамы, Урта урам, Кырый урам дигән урамнар бар.)<Куçару: Халăх яла икке пÿлет: Тутар енĕ тата Чăваш енĕ тесе асăнаççĕ. Тутар пÿçĕнче те, Чăваш пуçĕнче те урамсен ячĕсем пĕр пекех: Кÿлпуç касси, Вăта кас, Айккинчи кас.>
Кунçул
тӳрлетСтатьян тутарла Википедири версийĕнче çапла каланă:
Ҫӑлкуҫри текст(тутар.)...Легенда-риваятьнең икенче вариантына караганда, әлеге кешеләрнең берсе — Адав исемле чуаш, ә икенчесе Толымбай исемле татар була. (Авылда татарлар һәм чуашлар яши.)<Куçару: ...легендăн иккĕмĕш вариантĕнче курăнать, хайхи çынсенчен пĕри Атав чăваш, тепри Тăлăмпай тутар пулнă. (Ялта тутарсем тата чăвашсем пурăнаççĕ).>
Çавăн пекех унта:
Ҫӑлкуҫри текст(тутар.)1905 елда патша ирек турында манифест игълан иткәннән соң, элек христиан дине кабул иткән чуашларның байтагы яңадан ислам диненә кайта. Нәтиҗәдә авылда икенче мәчет барлыкка килә. Чуашларның калганнары да исламга күчмәсеннәр дип курыккан хакимият авылга рус гаиләләрен күчереп утырта. Авылда чиркәү салына һәм, ул тиз арада эшен башлап җибәрә. Шулай итеп, бүгенге Адав-Толымбай авылы XX йөз башына өч милләтле авылга әйләнә.)<Куçару: 1905-мĕш çулта патша ирĕк тĕлĕшпе кăларнă та, вара ĕлĕк христианлаха хапăл тунă чăвашсенчен пайтахăшĕ çĕнĕрен ислам тĕнĕ çумне çыпăçнă. Çапла вара ялта иккĕмĕш мичĕт çĕкленнĕ. Чăвашсенчен юлнисем те ислама ан куçчăр тесе хăраса ÿкнĕ влаç яла вырăс килĕсене куçарса лартнă. Ялта чиркÿ çĕкленнĕ тата вăл хăвăрт ĕçне пуçланă. Ĕнтĕ çаплалла 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшнелле ял виçĕ нацилĕхелле çаврăннă.>
Куратпăр ĕнтĕ, тутарла Википедире каласа пани пит кăсăкла. Шел, хыпар çăлкуçĕсене кăтартман. Çапла вара унта мĕн каланисене тĕплĕн тĕрĕслес пулать. Калапăр, хальхи вăхăтра ялта вырăссем çук. Вĕсем "ăçта кайса кĕни" паллă мар.
Вуламалли
тӳрлет- Кобзев А. В. ЧУВАШИ-МУСУЛЬМАНЕ Д. СИУШЕВО СИМБИРСКОЙ ГУБЕРНИИ: ПРОБЛЕМА ИНСТИТУЦИОНАЛИЗАЦИИ РЕЛИГИОЗНОЙ ОБЩИНЫВ НАЧАЛЕ XX ВЕКА 2022 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. // Татары и чуваши — ветви одного древа: Материалы Всероссийской научнопрактической конференции (Чебоксары, Казань, 7—8 октября 2021 г.) / сост. и отв. ред. Г.А. Николаев, Р.Р. Исхаков; Ин-т истории им. Ш. Марджани АН РТ; ЧГИГН. — Казань—Чебоксары: Новое Время, 2021. — 432 с. — с.214-225
- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Шупашкар, 2002. 192 с.
Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Николаева Александра Ивановна (1924 çур.), — Социализмла Ĕç Геройĕ.
- Сеххиме — чăваш юрăçи, сăвăçи. Халапри сăнар.
- Гомәр Толымбай (Шаһиәхмәтов Габделхак Җәләлетдин улы, 1900—1938) — язучы һәм әдәбият галиме (çыравçă тата литература тĕпчевçи).
- Равил Рахмани (Кукушкин Равил Фәйзерахман улы, 1949) — шагыйрь, әдәбият галиме, филология фәннәре кандидаты (сăвăç, литература тĕпчевçи, филологи ăславĕсен кандидачĕ).
- Раил Садриев (1966) — Буа театры директоры (Пăва театрĕн директорĕ).
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Юркин И.Н. Повеçсем. Прозăлла сăвăсем. Тĕрленчĕксем. Асаилÿсем. Шупашкар, 1996. — 236 С.
- ^ Тимофеев Г.Т. Тăхăрьял : этнографи тĕрленчĕкĕсем, халăх сăмахлăхĕ, çырса пынисем, çырусемпе асаилӳсем / Г. Т. Тимофеев ; [Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. - 1-мĕш кăларăма А. В. Васильев (Васан) пухса хатĕрленĕ, 2-мĕш кăларăма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кĕртнĕ]. - Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье). — С. 24
Каçăсем
тӳрлетКу Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |