Аслӑ Елчӗк

(Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Елчĕк пăхăр.

Аслă ЕлчĕкЧăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Елчĕкрен 5 çухрăмра, Канашран 80 çухрăмра, Шупашкартан 160 çухрăмра ларать.

Аслă Елчĕк
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Елчĕк
Ял тăрăхĕ Аслă Елчĕк
Координатсем 55°10′21″ с. ш. 48°03′30″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Никĕсленĕ 1559
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним аслă елчĕксем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83549
Почтă индексĕ 429386
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Официаллă сайчĕ каçă
Аслӑ Елчӗк (Раççей)
Точка
Аслӑ Елчӗк (Чăваш Ен)
Точка

Ялта вăтам шкул, чиркӳ, çыхăну уйрăмĕ, ача-пăча сачĕ, культура çурчĕ, ял вулавăшĕ пур.

Истори

тӳрлет

1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19 Теччĕ уесне, каярах вара 1927-мĕш çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Малтан Элкел вулăсне, кайран вара, уессене пĕтериченех, Кĕçĕн Елчĕк вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1939 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.

Халап тăрах яла Пичурпа Патарш чăваш паттăрĕсем никĕсленĕ. Вĕсене ку çĕрсене Иван Грознăй Хусана илнĕ вăхăтра паттăрлăх катартнăшăн панă имĕш. Архив докуменчĕсем тăрах ку яла халĕ Куславкка районне кĕрекен Елчĕк ялĕнчен килнĕ çынсем никĕсленĕ. А Болотин переписĕ тăрăх 1587-1588 çулсенче вĕсене çак вырăнсенче çĕр уйăрса панă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 1800 çын, çав шутра 862 арçын, 938 хĕрарăм пурăннă[2].

1719 çулта ялта 53 кил пулнă, 240 çын пурăннă. 1785 çулта 135 килте 324 çын пурăннă. 1858 çулта 146 килте 970 çын пурăннă. 1897 çулта 286 килте 1756 çын пурăннă. 1917 çулта ялта 384 кил пулнă, 2175 çын пурăннă. 2004 çул пуçламăшĕнче 714 килте 2429 çын пурăннă. Халĕ ялта 1800 çын пурăнат (2010.10.10). Вĕсенчен 48%-чĕ арçынсем.

1858 çулта Аслă Елчĕк шучĕнче 2602 гектар çĕр, 431 гектар варман пулнă. 1885 çулхи документсем тăрăх кунта садсем нумай пулнă.

1958 çулта кунта радио кĕртнĕ, 1967 çулта яла электричество çитнĕ. 1998-2004 çулсенче яла газ кĕртнĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 528 çын тухса кайнă, 218-ĕшĕ вăрçăра пуçне хунă.

Паллă çынсем[3]

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет