Аслă Елчĕк культура çурчĕ

Аслă Елчĕк культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ.

Çурт икĕ хутлă, кирпĕрен купаланăскер. Пĕрремĕш хутра 350 вырăнлă курав залĕ, пĕчĕк зал. Иккĕмĕш хутра ял вулавăшĕ тата кружоксене иртермелли пӳлĕм.

Культура çурчĕн электрогитара, параппан установки, усилитель, кармошка, сцена тум-тирĕсем.

Истори

тӳрлет

1925 çулта Аслă Елчĕкре вулавăш çуртне уçнă. Пĕрремĕш вулаканĕ Ф. Шеляпин хастар комсомолец пулнă. 1937 çултанпа Тереньтев ĕçлеме пуçланă. Вăл культурăллă мероприятисене нумай иртернĕ. Вулавăш çурчĕнче стена хаçачĕсене кăларнă.

1940 çулта Ленин ячĕллĕ колхозра 435 кил шутланнă, ветпункт, вулавăш çурчĕ, пушар депоĕ, çыхăну уйрăмĕ пулнă. Ял çыннисен 17 велосипед, 150 çĕвĕç машини, 19 патефон, тата ытти япаласем пулнă.

1948 çулта 300 вырăнлă йывăç çурт хăпартнă. 1984 çулта кирпĕчрен купаланă.

Çыннисем

тӳрлет

Культура çурчĕнче нумай вăхăт П.П. Немцева ĕçленĕ. Хăйсен ĕç-хĕлне кунта Н.С. Карлин, В.Е.Савуков, В.И. Адюков пуçланă.

1991 çултанпа директор вырăнĕнче З. З. Кантеева ĕçлет.