Адюков Виталий Иванович

Виталий Адюков (2.1.1958, Аслă Елчĕк ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш юрăçи, сăвăçи, композиторĕ[1].
Виталий Адюков | |
Çуралнă вăхăт | 1958, кăрлач, 2 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Аслă Елчĕк ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Патшалăх |
СССР, Раççей |
Профессисем | чăваш юрăçи |
Жанрсем | чăваш эстради |
Чӑваш халӑх юррисене шăрантаракан композитор, Чӑваш Республикин композиторӗсен Ассоциацийӗн пайташӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш Ен ҫамрӑксен премийӗн Лауреачӗ (1994), Чĕмпĕр облаҫӗнчи "Ҫикер" ырлӑх-пурлӑх фондӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри "Евромусăк" халӑх юррисен конкурсӗн дипломанчӗ (2004), "Евромусăк" пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннăскер (1994), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2014).
Кун-çулĕПравить
1958 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ.
Елчĕк районĕнче шкулта ачасене вĕрентнĕ. Чӑваш радиовĕнче мусăк редакторӗнче вӑй хунӑ. 1983 ҫултан пуҫласа 1990 ҫулччен Чӑваш патшалӑх филармонийӗн "Ҫӑлкуҫ" ансамблӗн мусăк ертӳҫи пулнӑ. 1990 ҫултан пуҫласа 1996 ҫ. – республикăри ăслăхпа методика центрӗн ĕçлевçи.
ПултарулăхĕПравить
1994 çулта Тĕнчери "Евромусăк" фестивальне хутшӑннă.
Паллă юрӑсем: «Ватăлатпăр çав тăван, ватăлатпăр», «Каç та пулса кайрĕ», «Чечексем», «Юхан шыв», «Лар, тăванăм, çума», «Сар сăрине пит юратать».
ЧысланиПравить
- Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеплӗ грамоти
- Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ (1994),
- Чĕмпĕр облаҫӗнчи "Ҫикер" ырлӑх-пурлӑх фондӗн лауреачӗ,
- Пӗтӗм Раҫҫейри "Евромусăк" халӑх юррисен конкурсӗн дипломанчӗ (2004),
ВуламаллиПравить
АсăрхавсемПравить
КаçăсемПравить
- Виталий Адюковăн клипĕсем Архивленĕ 9 Ҫӗртме уйӑхӗн 2016 çулта.
- Виталий Адюков 50 çулта
- Виталий Адюковăн юррисем Архивленĕ 11 Чӳк уйӑхӗн 2012 çулта.
- Чăваш эстрадин хальхи лару-тăравĕ тата аталанăвĕн ыйтăвĕсем
Ку юрăç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |