Аслă Елчĕк чиркĕвĕ
Аслă Елчĕк чиркĕвĕ (Христос Воскресени чиркĕвĕ), — Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнчи чиркӳ. 1903 çулта ял çыннисен укçисене пухса хăпартнă пулнă. Пĕр престоллă, йывăçран пулнă. Чиркĕве вутă хутса ăшăтнă.
Колоколни 2 хутлă пулнă, 9 сажень çӳллĕш. Чиркӳре свещенникпа псаломщик пулнă. 1930 çулта Клемений атте вырсарникунсем тăрăх турра кĕл тунă. 1930 çулта чиркĕве хупса хунă, сыхланса юлман.
1996 çулта чиркĕве çĕнĕрен уçнă.