Чăваш кухни
Чăваш кухни — чăваш халăхĕн кухни, апат-çимĕçĕ. Урăх халăхсен апат-çимĕçĕнчен питех уйрăлса тăмасть[1]. Çав вăхăтрах хăйне çеç тивĕçлĕ уйрăм палăрăмсем пуррине те тунмалла мар[2].
Уйрăмлăхĕсем
тӳрлетЧăваш кухнине çине вырăс, тутар, удмурт, мари кухнисем сĕм янă пулсан та, халăх йăлинчи хăйне палăртакан йĕрсене хăварнă. Чăваш кухнине кĕрекен тĕп çимĕç - пахча çимĕçĕ. Чăвашсем тахçантанпах çĕр ĕçĕпе тата выльăх ĕрчетне. Аш ытларах хĕлле çинĕ, ун чухне çутăпа холодильник пулман. XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче çĕрулми çиме тытăннă. Унсăр çырла, кăмпа, мăйăр та çисе пурăннă.
Яшкасем
тӳрлетТĕрлĕрен яшка: техĕмлĕ аш яшки е пулă бульонĕ, çăра аш яшки (шӳрпе), серте яшки, сĕт яшки, турăх яшки (сивĕтнĕ яшка).
Çăкăр
тӳрлетЧăваш çăкăрсăр пĕртте апатланмасть, темелле. Халăх хăй тĕнĕпе пурăннă саманара çăкăр сăваплă çимĕç шутланнă, ăна çемьере аслисем кăна касма тивĕç пулнă.
Чустаран пĕçернĕ çимĕçсем
тӳрлетЧăвашсем ĕлĕкренех кĕрпе, çырла, пахча çимĕç, тăпăрч, аш е пулă (хуплу) кукăльне пĕçереççĕ. Çĕрулми йăлана кĕрсен, унран пашалу тата пӳремеч хатĕрлеме тытăнаççĕ. Çатма çинче пахча çимĕç икерчи пеçернĕ.
Аш çимĕçĕсем
тӳрлетЧăвашсем ĕлĕк нумай килти выльăх: сурăх, хур, кăвакал, чăх, ĕне, лаша, вырăссем хыççăн сысна та усрама тытăннă, аш-какай, çăмарта çинĕ. Уява сурăх ашĕнчен шăрттан туса пĕçернĕ. Мулкач ашне кăмăлланă. Çырмаран, кӳлĕрен пулă тытнă.
Сĕт çимисем
тӳрлетЫтларах ĕне, качака сĕтне ĕçнĕ. Ăна хăйне уйрăммăн, çаплах йӳçтерсе турăх туса ĕçнĕ. Унран тăпăрчă тата чăкăт хатĕрленĕ. [[Хăйма|Хăймран] ĕне çăвĕ туса çинĕ. Сайра хутра тăпăрчран тунă çимене паранкăна (çĕрулмие) та хушнă.
Десертсемпе пылаксем
тӳрлетПыл тĕп пылак çимĕç шутланнă. Унран кăрчама тунă, салата хушнă.
Ĕçмесем
тӳрлетЧăвашсем сăра вĕретме XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче тытăннă. Чăваш сăрине урпа е ыраш тĕшшисене шӳтерсе лартнă хыççăн пĕçернĕ. Шупашкарта сăра музейĕ ĕçлет.
Çаплах, йăлари çакнашкал ĕçмесем: юçĕ, кăрчама, пыл сăри, турăх, уйран, кăмăс, хурӑн сӗткенӗ.
Вуламалли
тӳрлет- Сергеева Евгения Валерьевна. ТРАДИЦИОННЫЕ МУЧНЫЕ ИЗДЕЛИЯ В СИСТЕМЕ ЖИЗНЕОБЕСПЕЧЕНИЯ ЧУВАШЕЙ И МАРИЙЦЕВ 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ..
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чувашская кухня. Портал чувашской культуры. çăлкуçран архивланă 14 Ҫу уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2012.
- Даниил Головин. Чувашская кухня. кулинария России. KEDEM.RU. çăлкуçран архивланă 14 Ҫу уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2012.