Чей
Чей (китай 茶 — «ча́» кантон тата мандарин диалекчĕсенче, «те̂» амой тата «тца»тайвань, яп. 茶 «тя» и お茶 «о-тя») — чей (тĕсĕ Thea sinensis,çулçине е туратне вĕретсе, вĕретнĕ шывра тăратса тунă шĕвек. Анлă каласан — ĕçмелли кирек епле ӳсен-тăрана шывра тăратса е вĕретсе тунă шĕвек.
Чейе хатĕрлени
тӳрлетĂ ă Ĕ ĕ Ç ç Ӳ ӳ
Чей тĕсĕсем
тӳрлетЧей курăкĕ тĕсĕпе
тӳрлет- Китай уйрăмлăхĕ, е Thea sinensis sinensis: тĕслĕх, китай: юннань, улун и др.), яппун (сенча), дарджилинг, формосă, вьетнам, индонези, грузин тата ыттисем те,
- Ассам уйрăмлăхĕ, Thea sinensis assamica: инди (ассам тата ытти те), цейлон, кени, уганди тата ытти те,
- Камбоджă уйрăмлăхĕ, малтан кăтартнисен хутăшĕ: Индокитайăн хăш çĕрĕсенче акса ӳстереççĕ.
Акса ӳстернипе
тӳрлет- Китай. Китайра тĕнчери чейĕн пур тупăçăн чĕрĕкне пуçтараççĕ. Кунта чейĕн пур тĕсĕсене (шурă, сарă, симĕс, хĕрлĕ, хура) туса илеççĕ). Китайри пур чей курăкне китай чей тĕмминчен пухаççĕ. Пур китай чейĕ — çулçăллă, ватма-касма юрамасть. Чылай тĕслĕ ырă шăршăллă чей пуçтараççĕ.
- Инди. Инди — чей промăçлăхĕпе иккĕмĕш çĕршыв.
Чейе 2003—2005 çулта пухни
тӳрлетВырăнĕ | Çĕршыв | пин тоннă | % |
---|---|---|---|
1. | Китай | 885 | 27,7 |
2. | Инди | 789 | 24,7 |
3. | Шри-Ланка | 303 | 9,5 |
4. | Кени | 290 | 9,1 |
5. | Индонези | 159 | 5,0 |
6. | Турци | 131 | 4.1 |
7. | Вьетнам | 94,5 | 3.0 |
8. | Япони | 92 | 2.9 |
Пурĕпе | 3197 | 100,0 |
Çав. пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Чай и чайная торговля в России и других государствах. Андрей Субботин. С.-Петербург: Издание Александра Григорьевича Кузнецова. Год: 1892 Страниц: 692
- Лу Юй «Канон чая», перевод с древнекитайского, введение и комментарии Александра Габуева и Юлии Дрейзис. Москва: Гуманитарий, 2007. — 123 с ISBN 978-5-91367-004-5
Каçăсем
тӳрлет- Чей çинчен хыпарсем
- Чее халалласа
- Чей порталĕ
- Чейĕн тĕсĕсем: хури, симĕсси, каркаде, начарланма. 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.