Открыть главное меню

Хĕллехи XX-мĕш олимп вăййисем

(Хĕллехи XX-мĕш олимпиада çинчен куçарнă)

Хĕллехи XX-мĕш олимп вăййисем Италире вырнаçнă Турин хулинче иртеççĕ. Вăйăсене 2006 çулхи нарăсăн 10 уçăлаççĕ. 2006 çулхи нарăсăн 26 вĕсене хупаççĕ. Италире малтан та хĕллехи олимп вăййисене иртернĕ пулнă. Ку вăл 1956 çулхи Кортине д’Ампеццо хулара иртернĕ вăйăсем пулнă.

Турин хулине ПТОК комитечĕ Сеул хулинче иртернĕ 109-мĕш сессийĕнче суйласа илнĕ. Çак вырăна йышăнас тесе çаплах Сьон (Швейцари), Закопане (Польша), Попрад-Татри (Словаки), Хельсинки (Финлянди), Лиллехаммер (Норвеги) тата Клагенфурт (Австри) хулисем те кĕрмешнĕ. Сасăлавăн вĕçĕнче çак хисепе Турин çĕнтерсе илнĕ. Уншăн 53 сасă панă пулнă, Сьон хулишĕн вара 36 сасă кăна.

Вăйăсенче хутшăнма 84 çĕршывран 2663 спортсмен ((1627 арçын, 1006 хĕрарăм)) килнĕ. Вĕсем пурĕ 84 медаль комплекчĕсен ăмăртса кĕрĕшнĕ.

Ăмăртусен кун йĕркисемТӳрлет

Хутшăнакан патшалăхсемТӳрлет

 
Ушкăнсенчи спорсменсен шучĕ
Симĕç: 1-9 спортсмен
Сенкер: 10-49 спортсмен
Оранжевăй: 50-99 спортсмен
Хĕрлĕ: 100 спортсменран ытла
  Австрали   Австри   Азербайджан   Албани   Андорра
  Армени   Аргентина   Бельги   Белорусси   Бермуд
  Болгари   Боливи   Босни тата Герцеговина   Бразили   Бруней
  Бутан   Аслă Британи   Венгри   Гана   Германи
  Греци   Грузи   Дани   Иран   Ирланди
  Исланди   Испани   Итали   Казахстан   Канада
  Китай   Тайвань   Кипр   КНДР *   Колумби
  Куба   Латви   Ливан   Литва   Лихтенштейн
  Люксембург   Македони   Мексика   Молдави   Монако
  Монголи   Нигери   Нидерланд   Çĕнĕ Зеланди   Норвеги
  Перу   Польша   Португали   Раççей   Румыни
  Сан-Марино   Серби тата Черногори   Сингапур   Словакия   Словени
  АПШ   Таджикистан   Туркменистан   Турци   Узбекистан
  Украина   Уругвай   Филиппин   Финлянди   Франци
  Хорвати   Чехи   Чили   Швейцари   Швеци
  Эстони   АКР   Кăнтăр Корея *   Япони

(*) Çурçĕр Корейп Кăнтăр Корей спортсменĕсем пĕрлешнĕ ушкăнпа, пĕр ялавпа вăйĕсене хутшăнаççĕ.