Сьон
Хула гербĕ
Патшалăх: Швейцари
Регион: Вале
Никĕсленĕ:
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 27,7 (2002)
Хула лаптăкĕ: 25,6 км2
Геогр. анлăхĕ: 46°14′ç.ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 7°22′ х.т.д.

Сьон, — Швейцарири хула. Рона юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. 2002 çулта кунта 27 700 çын пурăннă.

Спорт

тӳрлет

Хула темиçе хут Хĕллехи олимп вăййисене йышăнасишĕн кĕрешнĕ. Анчах та яланах ытти хуласем ăна иртсе кайнă. 1976 çулхи хĕллехи олимп вăййисене Сьонра иртерес вырăнне Инсбрук хулинче иртерме йышăннă. Çавăн пекех 2002 çулта олимп вăййисене иртерессине Солт Лейк Сити çĕнтерсе илнĕ, 2006 çулта — Италири Турин хули.