Сархурăн
Сархурăн, Sarhurăn — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Герб | Ялав |
---|---|
Сархурăн Sarhurăn | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Чăваш Республики |
Район | Шупашкар районĕ |
Ял тăрăхĕ | Атайкасси ял тăрăхĕ |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | 110 (2006) |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 83240 |
Почта индексĕ | 429520 |
Геогр. широти | хх°хх′хх″ Ç/N |
Геогр. долготи | хх°хх′хх″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) | 97244816006 |
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта пиллĕк урампа (Çырмаен, Симĕс, Вăрман, Сад, Тĕп) пĕр (Çырма) тăкăрлăк. 69 кил çуртĕнче 187 çын тĕпленсе пурăнать. Район центăрне - Кукеç паççулкине çитмешкĕн 17 км. Яла асфальт витнĕ çул çитет.
Кун-çулĕ
тӳрлетХIХ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурриччен ялăн ячĕ Элментеркасси пулнă. 1866 çулта Элментеркассинче 50 çемье пурăннă.
1917 çулчен Хусан кĕпернин Чикмĕ уесĕн Мăнал вулăсне кĕнĕ. 1897 çулта Сархурăнта чиркӳн прихут шкулне уçнă (Мăналтан куçарнă).
Шкула ялти пуян çĕр ĕçченĕн çуртĕнче вырнаçтарнă, вĕрентӳ ĕçне йĕркелесе пыма шкул валли уесрен çулсерен 25 тенкĕ уйăрса тăнă. 1902 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче шкула Тимĕр Çырма ялне куçараççĕ.
1904 çулта Сархурăн ялĕнче пĕр комплектлă земски училищине уçнă. Училище валли ялти пуян хăйĕн хваттерне укçалла панă. Вĕрентӳç ĕç вырăнне Гурий Трофимов йышăннă, Турă саккунĕсене ачасене Мăнал пачăшки Арсений Петров вĕрентнĕ.
Паллă ентешсем
тӳрлет- Смирнов Юрий Петрович — историк, профессор.
- Поручиков Евстафий Иванович - çыравçă, журналист.
- Поручиков Николай Валерьевич - милици майорĕ
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |