Пăлапуç Нурăс

Пăлапуç Нурăс, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ирçесем тата чăвашсем (кусем ытларах) пурăнаççĕ.

Пăлапуç Нурăс
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Ишлĕ-Шетмĕ
Координатсем 55°06′12″ с. ш. 47°14′06″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Юркина Людмила Александровна
Никĕсленĕ 17-мĕш ĕмĕр
Наци йышĕ чăвашсем, ирçесем
Этнохороним пăлапуçнурăссем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429365
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 815 002
Официаллă сайчĕ каçă
Пăлапуç Нурăс (Раççей)
Точка
Пăлапуç Нурăс (Чăваш Ен)
Точка

Тавралăхĕ

тӳрлет

Ялта культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ пур.

Истори

тӳрлет

Авалхи документсенче Пăлапуç тата Нурăс ялĕсене уйрăммăн асăннă. Пĕри Шупашкар уесĕн Ишлей вулăсне кĕнĕ, тепри — Çĕрпӳ уесне. XVII ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсенче пуçласа ку ялсем Чĕмпĕр уесне кĕме пуçланă.

XVIII-XIX ĕмĕрсенчи архив докуменчĕсенче ку ялсене асăнни çук.

Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпернийĕн астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 45 килте 136 арçын, 145 хĕрарăм пурăннă.

1920 çулхи утă уйăхĕн 31-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Мăрат вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ хыççăн Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет.[1].

Паллă çынсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ День памяти артистки театра (вырăсла). — Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ, 30, сентябрь, 2016.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет