Магас

Раççей хули

Магас (инг. Магас) — Ингуш Республикин тĕп хули, Раççей кăнтăр енче вырнаçнă. Чи çамрăк пурăнан вырăнсенчен РФ-н субъекчĕн центрĕ.

Хула
Магас
Магас
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Ингушети
Хула округĕ Магас хули
Координатсем 43°09′00″ с. ш. 44°49′00″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Арсамаков Руслан[1]
Никĕсленĕ 1994
Хула  Хула
Лаптăк 12,63[2] çм²
Центр çӳллĕшĕ 600 м
Йышлăх 1340,54[3] çын/çм²
Наци йышĕ ингушсем, вырăссем
Этнохороним магассем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 8734
Автомобиль кочĕ 06
ОКАТО кочĕ 26 401
Магас (Раççей)
Точка
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Магас (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Республика пĕлтерĕвпе хули, пĕр ячĕллĕ хула округĕ йĕркелет[4].

Хула пуҫлӑхӗ Арсамаков Руслан[5].

Этимологи тӳрлет

«Магас» ячӗ Кодзоев Н.Д. хайласа тупнӑ[6]. Ҫапла ят Авалхи Аланин тӗп хули пекех.

«Магас» топонимӗре «Ма» сӑмахӗ «хӗвел» пӗлтерет[7], слогпа «га»/«го» («ҫавракӑш», «диск») — «мага»/«маго» пӗлтерет «хӗвел ҫавракӑшĕ, хӗвел дискӗ». «С» саспалли сӑмахӑн вӗҫӗнче — «са» сӑмахӗрен — «ҫӗр, вырӑн» ингуш топоформанчӗ.

Ҫапла ӗнтӗ, «Магас» сӑмахӗ «ҫӗр, хӗвел вырӑнӗ», тата «хӗвел хули»[8][9].

Географи тӳрлет

Магас Назраньран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫра 4 ҫухрӑмра, Ингушетипе Ҫурҫӗр Алани - Осети чиккирен 500 метртан вырнаҫнӑ. Хула Сунжа юханшывӗ инҫех мар вырнаҫнӑ, абсолютлӑ ҫӳллӗшӗ — тинӗс шайӗнчен 540 метртан - 600 метр таран. Магас мускав вăхăчĕн зонинче вырнаҫнӑ.

Кунҫул тӳрлет

Нарӑс, 23-мӗшӗнче 1994 ҫулта, Руслан Аушев, пӗрремӗш Ингушетин президенчӗ, Магас хулин пӗрремӗш чулне хывнӑ[10]. Ака, 15-мӗшӗнче 1994 ҫулта, Борис Ельцин, пӗрремӗш РФ президенчӗ, "Ингуш Республикин тӗп хулин туни ҫинчен"[11] указӗ алӑ пуснӑ. Ҫак кун "Магас хули кунӗ" пекех ирттерет. Ака, 3-мӗшӗнче 1998 ҫулта, Ингушетин Халӑх Пухӑвӗ - Парламенчӗ "Ингуш Республикин тӗп хулине ят пар — Магас хули ҫинчен"[12] постановленине йышӑннӑ. Юпа, 31-мӗшӗнче 1998, пӗрремӗш объект - Президент керменӗ, ӑҫта Ингушетин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ вырнаҫнӑ, уҫса уяв иртрӗ. Унтан Ингуш Республикин Правительстви тата Ингуш Республикин Халӑх Пухӑвӗ - Парламенчӗ ҫурчӗсем уҫнӑ. Раштав, 20-мӗшӗнче 2000 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн постановленипе № 149-ФС "Ингуш Республикин тӗп хулине ят пар — Магас ҫинчен"[13] Федераци саккунӗ йышӑннӑ. Раштав, 26-мӗшӗнче РФ президенчӗ В.В. Путин ӑна алӑ пуснӑ. 2013 ҫулта хула варринче наци стилӗпе, ингуш традициллӗ башня пекех, 100 метрлӑ Килӗшӳ Башни тунӑ.

Халăх тӳрлет

Наци йышĕ

2010 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕпе[14]:

2020 çулхи Пĕтĕм Раççей халăх çырăвĕпе кунта малалла халăхсем пурăнаççĕ (халăхсем пĕчĕкрех 1 % тата урăхлă, «Ыттисем» сноскинче пăхăр)[15]:

Халăх Йыш, çын Процент
Ингушсем 13 180 86,31 %
Вырăссем 1213 7,94 %
Ыттисем[16] 878 5,75 %
Пĕтĕмпе 15 271 100,00 %

Вĕренӳ тӳрлет

Ăслăлăх

Ăслă вĕренӳ шкулĕ:

Шкулсем

  • Лицей номер 1
  • Лицей-ача сачĕ

Транспорт тӳрлет

 
Почта марки. Ингуш Республики

Хуларан 8 çухрăмпа Назрань чукун çул станцийĕ вырнаçнă, 33 çм — «Магас» аэропорчĕ, юнашар «Кавказ» автоçулĕ пур.

Хула общество транспорчĕ 2015 çулхи пуçланă тата кашни кунпа 7-рен 22-ччен сехетсенче ĕçлет[17].

2017 çултан хулара велосипед çулчĕкĕ пур, паянхи велотакси (велокэб) ĕçлет[18].

Фотогалерей тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Исполняющим обязанности главы Магаса избран Руслан Арсамаков
  2. ^ Официальный сайт муниципального образования «Городской округ город Магас». История
  3. ^ 1 тата 2 Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2023 года (с учётом итогов Всероссийской переписи населения 2020 г.)
  4. ^ Закон от 23 февраля 2009 года № 5-РЗ «Об установлении границ муниципальных образований Республики Ингушетия и наделении их статусом сельского поселения, муниципального района и городского округа»
  5. ^ Администрация. Глава города Магас.
  6. ^ «К проекту Федерального закона «О присвоении столице Республики Ингушетия наименования город Магас» «КонсультантПлюс»
  7. ^ инг. Малх - хӗвел
  8. ^ Кодзоев, Местонахождение и значение, 2001, с. 44
  9. ^ Исторический проект «Ингушетия:Исторические Параллели» АЛАНЫ в I—IX вв. (выр.). Ghalghay.com (2009-11-28). Тĕрĕсленĕ 9 Чӳк уйӑхӗн 2015.
  10. ^ Информационно-туристический портал «Точка на карте» Магас (выр.). Tochka-na-karte.ru. Тĕрĕсленĕ 9 Кӑрлач уйӑхӗн 2016.
  11. ^ вырӑсла "О строительстве столицы Республики Ингушетия"
  12. ^ вырӑсла "О наименовании столицы Республики Ингушетия — город Магас"
  13. ^ № 149-ФЗ «О присвоении столице Республики Ингушетия наименования — Магас»
  14. ^ Том 4. Таблица 04-04 Население Ингушетии по национальности и владению русским языком.
  15. ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2020 года. Том 5. Национальный состав и владение языками. Таблица 1. Национальный состав населения Кабардино-Балкарской Республики, городских округов и муниципальных районов
  16. ^ Абазинсем (1), Аварсем (29), Агулсем (2), Адыгейсем (3), Азербайджансем (18), Алтайсем (3), Арапсем (1), Эрменсем (14), Балкарсем (39), Пушкăртсем (8), Белоруссем (5), Бурятсем (5), Грексем (3), Грузинсем (3), Даргинсем (21), Кабардасем (25), Казахсем (50), Калмăксем (16), Карачайсем (1), Корейсем (2), Кумыксем (1), Лаксем (16), Лезгинсем (42), Çармăçсем (5), Мордвасем (4), Нимĕçсем (1), Нухайсем (7), Осетинсем (31), Рутулсем (8), Словенсем (1), Табасарансем (15), Таджиксем (10), Тутарсем (30), Тывасем (5), Туркменсем (5), Удмуртсем (7), Украинсем (13), Черкессем (1), Чеченсем (51), Чăвашсем (33), Якутсем (1), Ытти халăхсене çырăнакансем (7), Халăха çырман çынсем (5), Çынсем, хăшпĕр çырăв лисчĕсенче халăх çырман (330)
  17. ^ В Магасе появился общественный транспорт.
  18. ^ В Магасе запустили велотакси на солнечных батареях // Интернет-газета «Ингушетия», 18.09.2017.

Литература тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Ингушети