Кивьял (Тутарстанăн Теччĕ районĕ)
Кивьял (выр. Пролей Каша)— Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи чăваш ялĕ. Ялтан район центрне çитме 15 километр, Хусана – 175, Пăвари чукун çул станцине – 60. Яла Теччĕ – Ульяновск маршрутлă автобуспа çитме пулать.
Кивьял
|
Географилле тăрăм
тӳрлетЯл, пур енчен илсен те, çав тери юрăхлă, меллĕ, хăтлă вырăнта вырнаçнă. Çак тĕлте, Атăл çывăхĕнчи сăртсенчен, Кăнна шывĕпе унăн çÿлти юпписем пуçланса каяççĕ. Эппин, Атăлĕ те аякра мар. Теччĕ-Чĕмпĕр автоçул иртет. Çавна кура ял чечекленмелле те чечекленмелле пек. Чăннипе вара çывăхри Пухтел, Юккел ялĕсем чылай тĕреклĕрех курăнаççĕ.
Истори
тӳрлет1611-мĕш çулта чăвашсем Теччĕ хулинчен 15 çухрăм кăнтăрарах çак яла никĕсленĕ [1]. Ялпа юнашар Теччĕ заска йĕрĕ иртнĕ [2]. 1618-мĕш çулхи августăн 4-мĕшĕнче, хурал çырсатухăвĕпе килĕшуллĕн, ялта 40 кил пулнине палартнă. Çынсенчен ытларахăшĕ 2 е 3 çул кунта пурăнма ĕлкĕрнĕ ку тĕлте. Таркăн ясак тÿлекен хресченсем ăçтан килни те паллă: 20 кил — Сĕве уесĕнчен, 10 кил — Çĕрпÿ уесĕнчен, 7 кил — Шупашкар уесĕнчен, 2 кил — Кăрмăш уесĕнчен, 1 кил — Кадом уесĕнчен. 1619-мĕш çулхи хурал çырсатухăвĕнче чăвашсем тата латышсем пурăнакан ял тенĕ. Ăçтан килсе лекнĕ-ха юлашкинчен асăннисем? Вăрçă-харçăсенче тыткăна лекнĕ латышсене кунта илсе килсе вырнаçтарнă теес пулать.[3]
Паллă çыннисем
тӳрлет- Якушкин Николай Михайлович - экономика ăслăхĕсен докторĕ, Тутарстан республикин ялхуçалăх министăрĕн çумĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Г. Перетяткович. Поволжье в 17 и начале 18 века. 1882 г. 2013 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Казанский край в ХVII в. 2008 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — С. 196.
Каçăсем
тӳрлет- Сувар хаçат Кив Ял çинчен 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
- © "Литературная газета", 2002
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |