Пухтел (Теччĕ районĕ)
(Пухтел (Тутарстанăн Теччĕ районĕ) ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пухтел (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пухтел (выр. Богдашкино) — Тутарстанăн Теччĕ районĕнĕнчи чăваш ялĕ. Теччĕрен 15 çухрăм.
Пухтел
|
Ялта ял тăрăхĕн адмистираципе И.Я.Яковлев ячĕллĕ ПСХК правленийĕ, вăтам шкул, почта, вулавăш, фельдшер пункчĕ, клуб, лавка пур. Ялат водопровод, газопровод, Çĕнтерӳ паркĕ, сквер, спотр лапăмĕ пур.
ХХ-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта чиркӳ (1898 çул), шкул (1882-мĕш çултан), çил арманĕне шыв арманĕ пулнă.
Кил çумĕнче 0.25 га çĕр ӳйăрнă, 1 га таран хирте илме пулать.
Ял кунçулĕ
тӳрлетЯлпа юнашар хулаш (хула вырăнĕ) вырнаçнă. Вăл Кĕçĕн Хулашпа Аслă Хулашран тытăнса тăрать. Тĕпчевçĕсенчен нумайăшĕ ăна Атăлçи Пăлхарăн çуçыравĕнче асăннă Ошель хулин (1220-мĕш çулта Юрий Всеволодович вырăс кнеçĕн дружини аркатнă) вырăнĕ тесе шутлать.
Паллă çынсем, ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Ятман Уççи (Осип Михайлович Ятманов, 20.02.1887-?) — "Хыпар" хаçатăн 1917-мĕш çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче тухнă "Мĕкĕте çинчен" сăвă авторĕ, Ятманов Николай Осипович (1927 çур.) архитекторăн ашшĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1947)[1].
- Садовников (Чалкка) - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ.
Асăрхавсем
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
- ПУХТЕЛ, БОГДАШКИНО 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. — «Сувар» хаçатри статья
Каçăсем
тӳрлет
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |