Каçал
Каçал, Kaşal — Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи ял. Çавăн пекех Аслă Каçал тата Комсомольски теççĕ. Вырăсла ĕлĕк Большое Кошелеево тенĕ.
Каçал/ Kaşal
Каçал
|
Тавралăхĕ
тӳрлетКĕтне шывĕн хĕрринче, ытларах пайĕ сылтăм çыранра, вырнаçнă. Ялтан çурçĕрелле вăрмансем, кăнтăралла уй-хирсем каяççĕ.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетКунçулĕ
тӳрлет1565-мĕш çул тĕлне кунта ял пулни документсем[1] тăрăх паллă. Анчах та вăл чăннипе Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнчех никĕсленнĕ[2]. Хусан ханĕсене çакăнти çĕрсем çинче ĕçлекен çынсем кирлĕ пулнă. Вара вĕсем Сăр таврашĕнчен ирçесене илсе килнĕ. Ку тĕлте Кĕтнене сулахай енчен пĕр пĕчĕк çырма юхса кĕнĕ, ăна ирçесем хăйсен чĕлхипе Кошелей тенĕ. Пурăнакан вырăна та çаплах каланă. Вырăнĕ шурлăхлă, чăтлăхлă-вĕтлĕхлĕ пулнă. 1551-1552-мĕш çулсенче вырăссем Хусан ханлăхне аркатнă хыççăн ирçесем каялла Сăр тăрăхне таврăннă. Çырсатуху кĕнекисенче (1565-1567) çапла палартнă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)<Куçару: унччен кунта мордвасем пурăннă та çав мордвасем хăйсен ĕлĕххи улусĕсене, пурнакан вырăнĕсене, тĕлĕсене Мордвана саланнă — Сăр çине, Мăкшă çине <...> Хăш мордвасем те, тутарсем те, чăвашсем те вилсе пĕтнĕ, теприсене аркатса тăкнă>
Анчах та вĕсем (ирçесем) парса хăварнă ят сыхланса юлнă. Чăн малтанхи тапхăртанах кунта ирçесемпе пĕрлех чăвашсем те пурăннă тесе шутламалла. Ирçесем Сăр еннелле ăсансан вĕсем кунта хăйсем çеç тăрса юлнă, пурăнма Кĕтнен сулахай çыранĕнчен сылтăм çыранне куçнă. Каярахпа ку тĕле Мăкăр ялĕнчи (халĕ вăл Канаш районĕнче) çынсем те килсе вырнаçнă. Татах та каярахпа кунта Большое Подберезье ялĕнчи (халĕ Тутарстанти Хайпăç районĕ) вырăс хресченĕсем те килсе лекнĕ. Çавна май Мăкăртан килнисен татах урăх çĕрелле, хальхи Кĕçĕн Каçал тĕлне, вырнаçма тивнĕ.
Ку ялтан тухнă паллă çынсем
тӳрлет- Шемекеев Виталий Дмитриевич (1937-2003), — журналист, чăваш поэчĕ.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Çырсатуху кĕнекисем (1565-1567-мĕш çулсенчи "Писцовые книги").
- ^ Димитриев В.Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993. — C.164, С.175.
- ^ ЦГАДА, ф.1209, кн.848, л. 225 об.
- ^ Никонов В.А. Над картой Чувашии. Историко-топонимические очерки. Чебоксары, 1980. — С. 112.
Каçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |