Ехремкасси
Ехремкасси ялĕ, — Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăхĕн тĕпĕ.
Ехремкасси
|
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ Тӳрлет
Ялта вăтам шкул пур, 295 çын (2006) пурăнать. Урамĕсем — Совет, Первомай, Сад, Çамрăксен.
Кун-çулĕ Тӳрлет
1927 çулччен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă.1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Çыхăну тата хаçат-журналсем, ИК Тӳрлет
- Çыхăну: ОАО «Волгателеком», Би Лайн, МТС, Мегафон. ADSL тетел технологийĕсем саралнă.
- Хаçатсем-журналсем: Элĕк район хаçачĕ "Пурнăç çулĕпе" - "По жизненному пути"[1] Архивленĕ 17 Ҫурла уйӑхӗн 2011 çулта.. Чăвашла, вырăсла пичетленсе тухать.
- Инçекурав: Халăх эфирлă тата спутниклă телевиденипе усă курать, кабеллĕ телевидени çук. Эфирлă телевидени РТР шутĕнчи наци каналĕпе чăвашла тата вырăсла кăларăмсене кăтартать.
Çав. пекех Тӳрлет
Паллă çынсем Тӳрлет
- Андреев Наум Андреевич — чăваш çыравçи, тăлмачĕ.
- Волкова Роза Алексеевна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Демидов Онуфрий Деимдович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ.
- Петухов Владимир Тимофеевич, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Яковлев Николай Иванович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ
Асăрхавсем Тӳрлет
Вуламалли Тӳрлет
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет". Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.