Андреев Наум Андреевич
Наум Андреевич Андреев (Урхи Наумĕ) (1891, чӳк, 22, Ехремкасси ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ - 1984, авăн, 1, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, çыравçă-куçаруçă[1][2].
Урхи Наум | |
Ӳкерчĕк:Наум Урхи.jpg | |
Çуралнă чухнехи ят: | Андреев Наум Андреевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1891, чӳк, 22 |
Çуралнă вырăн: | Ехремкасси ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | авăн, 1, 1984 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | тăлмач, редактор |
Тĕлĕ: | чăваш чĕлхи, редакцилени |
Биографи
тӳрлетЧухăн чăваш килйышĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ирех çĕре кĕнипе тара кĕрсе кĕтӳ пăхма тивнĕ.
1903 çулта Элĕкри икĕ класлă училищĕне вĕренме кĕнĕ. Пĕлӳ илсе вĕрентӳçĕ пулса ĕçлес ĕмĕт ăна Чĕмпĕре илсе çитернĕ. Иван Яковлевăн чăваш шкулне кĕресшĕн пулнă, анчах та вунсакăр çул тултарнине пула (шкула вунтăваттăррисене кăна йышăннă) ăна илмен. Шкул çумĕнчи ăста лаçне ĕçе вырнаçнă, 1913 çулта 1-мĕш Чĕмпĕр гимназинче экстерн майĕпе вĕрентӳçĕ ятне илмешкĕн экзамена ăнăçлă тытнă. Империализм вăрçи тапрансан çара хĕсмете йыхравланă.
Аслă Октябрь социализм революцийĕ çĕнтернĕ хыççăн Хусан кĕперне ĕçтăвкомĕ çумĕнчи Чăваш ĕçĕсен комиссариатĕнче тата «Çĕрĕçлекен» жунал редакцинче вăй хунă. Чăваш пичет кăларăмĕсене статьясем çырнă.
1920 çулта, Чăваш автономи облаçне туса хурсан, Шупашкар куçса килнĕ. Тăлмач вырăнĕнче тăрăшнă, чăвашла хаçатсемпе журналсен редакцинче ĕçленĕ. Пĕр вахăт хушă Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ вырăнне йышăннă. Ĕçе пăрахмасăрах Наум Андреевич Чăваш педагогика институтĕнче вĕренсе тухнă.
1940 - 1943 çулсенче Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕнче ĕçленĕ, каярахпа 1967 çулчен Чăваш ăслăх-тĕпчев институчĕн чĕлхе секторĕнче, пенсие тухичченех, вăйне хунă.
Н. А. Андреев 1984 çулта авăнăн 1-мĕшĕнче вилсе кайнă.
Ăслăх-пултарулăх ĕçĕсем
тӳрлетЧăваш чĕлхин лексокологийĕпе фразеологине, стилистикине, морфологине тĕпченĕ. Чăвашла терминсем, сăмахсарсем тăвас ĕçе хастар хутшăннă. Вырăсларан чăвашла нумай куçарнă: М. Шолоховăн «Поднятая целина» романне (1935), Н. Островскин «Как закалялась сталь» романне (1948), Джонатан Свифтăн «Путешествие Гулливера» повеçне (1954), Й.В. Гётĕн «Фауст» трагедине (1979) тата ыт.
1970–80 çулсенче Наум Андреев иран-чăваш этнос, культура тата чĕлхе çыхăнăвĕсене чылай чакалтанă.
Пичетленĕ ĕçĕсем
тӳрлет- "Чăваш чĕлхин лексикологийĕ", Шупашкар, 1961.
- "Чăваш чĕлхин стилистики (Очерксем). Пĕрремĕш пайĕ.", Шупашкар, 1961.
- "Чăваш чĕлхин стилистики (Очерксем). Иккĕмĕш пайĕ. Морфологи", Шупашкар, 1964.
- "Чăваш чĕлхин стилистики (Очерксем). Виççĕмĕш пайĕ. Синтаксис", Шупашкар, 1966.
- Русско-чувашский словарь общественно-политических терминов, Шупашкар, 1960.
- "Фауст" (чăвашла куçарнă).
Вуламалли
тӳрлет- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Чебоксары, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
- Наум Андреевич Андреев – Урхи Наумĕ : сб. ст. : к 110-летию со дня рождения / сост. А. П. Хузангай. – Чебоксары : ЧГИГН, 2002. – 84 с. : портр.
- Алексеев, А. Ырми-канми ĕçчен çинчен / А. Алексеев // Коммунизм ялавĕ. – 1981. – 22 нояб.
- Андреев (Урхи) Наум Андреевич // Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем : биобиблиографи указателĕ. – Шупашкар, 2006. – С. 24-27.
- Асамат, С. Чăн-чăн илем юлать йăх асăнмалăх / С. Асамат // Хыпар. – 2007. – 13 кăрлач. – С. 13.
- Eфимов, Л. А. Наум Андреевич Андреев (Урхи) // Eфимов, Л. А. Элĕк енĕ / Л. А. Eфимов. – Элĕк, 1994. – С. 293-294.
- Иванов, А. Чаплӑ чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ / А. Иванов // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк районӗ). – 2008. – 16 кӑрлач (№ 3). – С. 3.
- Иванов, В. Eхремкасси ăсчахĕ / В. Иванов // Ялав. – 1993. – № 4. – С. 31.
- Иванов, В. Феномен / В. Иванов // Тăван Атăл. – 1996. – № 6. – С. 29.
- Павлов, И. Пархатарлă кунçул / И. Павлов // Тăван Атăл. – 1981. – № 12. – С. 74.
- Петров, Н. Ватă тĕпчевçĕ – тăлмач / Н. Петров // Ялав. – 1966. – № 12. – С. 25.
- Сергеев, В. И. Пирĕн Наум Андреевич / В. И. Сергеев // Ялав. – 1981. – № 12. – С. 17.
- Уткин, Г. А. Вӑрӑм ӗмӗрлӗ чӗлхеҫӗ : [чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, куҫаруҫи, Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Наум Андреевич Андреев (Урхи) ҫинчен] / Г. А. Уткин // Хыпар. – 2012.–- 14 кӑрлач (№ 4/5). – С. 15/
- Андреев (Урхи) Наум Андреевич // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 13.
- Андреев Наум Андреевич (Урхи) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 27.
- Ефимов, Л. А. Андреев (Урхи) Наум Андреевич / Л. А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 61.
- Иванов, Н. Неутомимый переводчик и исследователь / Н. Иванов // Молодой коммунист. – 1971. – 6 дек.
- Петров, Н. П. Н. А. Андреев / Н. П. Петров // Ученые записки / НИИ яз., лит., истории и экономики при Совете Министров Чуваш. АССР. – Чебоксары, 1963. – Вып. 22. – С. 298-300.
- Федотов, М. Н. А. Андреев / М. Федотов // Совет. тюркология. – 1984. – № 5. – С. 105-106.
- Федотов, М. Неутомимый труженик науки / М. Федотов // Совет. Чувашия. – 1981. – 22 нояб.
- Хузангай, А. П. Андреев (Урхи) Наум Андреевич / А. П. Хузангай // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 105.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Наум Урхи, кун-çулĕ
- Вечер памяти, посвященный 115-летию со дня рождения Н.А. Андреева (Урхи) 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Наум Урхин ачисемпе мăнукĕсем чăвашла вĕрентменнишĕн пăшăрханчĕç
- Чĕлхе тĕпчевçи Урхи Наумĕ 2022 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- 75-летний «вундерстудент» перевел «Фауста»...