Ехремкасси вăтам шкулĕ
Ехремкасси вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ехремкасси ялĕнче вырнаçнă шкул.
Ехремкассири вăтам шкул | |
Никĕсленĕ | 1971 |
---|---|
Хупнă | 2008 |
Тĕс | Пĕтĕмĕшле вăтам шкул |
Адрес | Ехремкасси, Элĕк районĕ, Чăваш Ен |
Сайчĕ |
sefrem |
Кун-çулĕ
тӳрлетШкула 1971 çулта уçнă. Икĕ хутлă шкул çуртне «Правда» колхоз укçипе хăпартнă. Шкула 1967 çулта хăпартма пуçланă. Вăл вăхăтри колхоз председателĕ Шлябин Сергей Александрович питĕ нумай вăй хунă.
Пĕрремĕш шкул директорĕ Михайлов Валерий Михайлович пулнă.
1995 çулта колхоз парнеленĕ çуртра шкул çумĕнче «Шевле» ача-пăча садне уçнă. Çав çуртрах халĕ ӳнер шкулĕ вырнаçнă.