Атăл (автоçул)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Атăл (пĕлтерĕшсем) пăхăр.


Федера́ци автомоби́ль çулĕ М7 «Атăл» — федераци шайĕнчи МускавУлатимĕрЧулхулаХусанĔпхӳ автомобиль çулĕ.

М7
E 22
E 017
«Атăл»
«Горьковка»
М7 раççейĕн федераци çулĕсен эрешĕнче
Патшалăх РФ
Регион Мускав облаçĕ
Улатимĕр облаçĕ

Чулхула облаçĕ
Чăваш Ен
Тутарстан
Пушкăртстан

Çулăн пайĕ Европа маршручĕ E22
Европа маршручĕ E017
Статус федераци
Харпăрçă патшалăх
Пуçламăшĕ Мускав
Витĕр Улатимĕр (180—192 км), Чулхула (414 км), Шупашкар (651 км), Хусан (820 км)
Вĕçĕ Ĕпхӳ
Çулăн витĕмĕ асфальт

Пĕрлехи хыпарсем

тӳрлет

Трасса пирки информаци

тӳрлет

Улатимĕр облаçĕ

тӳрлет

Чулхула облаçĕ

тӳрлет
 
М7 Чулхулара
 
Чулхулан кантăр тавра çулĕ (1-мĕш черечĕ)

Магистралĕн Чулхула облаçĕнчи пайĕн 2-рен 6-çити ярăмлă (тавра çĕнĕ çулĕнче). Çак пайĕн тăсăлăвĕ 250 çм яхăн. Халĕ М7 трасса Чулхулапа пырать, транспорт юхăмĕ талăкра 45 пин ытла автомобиль шутланать[1].

Автоçула икĕ йĕркелӳ пăхса тăраççĕ, тĕп офисĕсем Мускавра тата Шупашкарта.

Чăваш Ен

тӳрлет

Чăваш Республикинче çул 160—170 çм яхăн тăсăлать. Çул Сăр шывне, Р-231 тата Р-173 трассăсене каçса каять, Шупашкар (Чăваш Республикин тĕп хули), Кӳкеç паççулки, Çĕрпӳ витĕр тухать, А-151 трассăна каçса Куславкка хули витĕр тухать. Шупашкар тавра кайма çул пур.

Тутарстан

тӳрлет

Республика çĕрне кĕнĕ чухне илемлĕ вырăн — Сĕве шывĕ урла каçнă тĕлте. Чĕмпĕртен пăрăннă хыççăн 4-ярăмлă çул пуçланать. Вăл Хусан тавра пырса Меша шывĕ патнех çитет. Хале кунта иккĕмĕш кĕпере хураççĕ. Тепĕр 30 çухрăм майла кайсан калех икĕ ярăмла çул пуçланать. Вăл вара 916 çм вĕçленет. «86 километр» мотель хыççăн татах икĕ ярăмлă çул каять. Маматăш пăрăнчăкне çитиччен 20-30 çм тăмалли пысăк вырăн пур. Маматăша пăрăнсан Вятка урлă кĕпер, унтах ДПС посчĕ. Алапӳ тавра çулĕ икĕ ярăмлă. Тавра çултан тепĕр 3 çм Менделеевск çине каякан çулпа пĕрлешĕнет. Малалла Чаллă хули курăнать. Хулана ДПС посчĕ хураллакан Анат Чулман Атăл ГЭСĕ патĕнче кĕмелле. Чаллăн Орёл ункинче çул сылтăмалла пăрăнать. Ик-ярăмккă хуларан тухас пăрăнчăкра вĕçленет. Мензелинск умĕнче сылтăмалла тата Мензеля урлă кĕпер. Тепĕр 30 çм ДПС посчĕ. Пушкăртстан чиккине çитиех, 30 çм, икĕ ярăмлă çул пырать.

Пушкăртстан

тӳрлет

Трасса сăртлă вырăнпа пырать. Трасса тăрăхĕнчи пурăнан вырăнсем: Верхнеяркеево, Дюртюли (трассăран аякра), Кушнаренково. Халĕ çул Суккулово (1235), Юкаликулево (1239), Москово (1252) ялсем витĕр пымасть.

Чылайрахăшпе çул икĕ ярăмлă пулать. КушнаренковоĔпхӳ тăрăхĕнче çула 4 ярăма сарса çĕнетеççĕ.

Трасса хулари Затон районĕ умĕнче вĕçленет. Чылай транзит транспорчĕ Ĕпхӳ умĕнче Бирск тракчĕ хыççăн малалла 27-çухрăмлă Челепи еннелле Шаблон:Кĕçĕн тапăл-ru трасса çине каçать.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Улатимĕр тракчĕ

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Çурçĕрпе кăнтăр енчен - хула тавра. abz-rotor.ru. Тĕрĕсленĕ 15 Ҫӗртме уйӑхӗн 2010.

Каçăсем

тӳрлет