Улатимĕр тракчĕ

Улатимĕр тракчĕ (ахальлĕ Улатиимĕркке) — Мускавран Улатимĕре çити пыракан тăпраллă çул.

Исаак Левитан, Владимирка, 1892

Кун-çулĕ

тӳрлет

XVIII ĕмĕртенпе Улатимĕр тракчĕпе судпа айăпланă çынсене Çĕпĕре каторгăна, çуран утмалла ăсатнă. Алли-урине сăнчăрланă аресленĕ çынсене пысăках мар ушкăнпа çуран «этап тăрăх куçарнă». 15—25 çухрăм утсан, арестантсене канма, «этапа» чарăннă. Чылайрах канма ятарлă «этап» тата «çурма этап» карталлă тĕрмесем пулнă. Арестантсен партине конвой хуралĕ сыхланă. Аресленĕ çынсене çулăн айккипе, тракт çумĕпе лартнă йывăçсен хыçĕпе илсе пынă.

XIX ĕмĕртенпе Улатимĕр тракчĕ Раççейри влаçпа халăх хушшинчи уйрăллăхне кăтартакан паллă пулса тăнă. Çак сăнара Достоевский Ф. М. тата урах çыравçăсем тĕплĕн усă курнă.

1919 çулта Улатимĕр тракчĕн пайне, мускав Рогожа заставинчен пуçласа, Энтузиастсен шосси ят панă. «Энтузиастсем» ятпа куçараканĕ А. В. Луначарский çак трактпа Çĕпĕре куçарнă революционерсемпе политика енпе айăпланăскерсене палăртнă.

Халĕ çак маршрутпа федераци шайĕнчи М7 «Атăл» автоçула хывнă. Çула тӳрлетнĕ хăшпĕр çĕртре, асфальт витĕмĕн аяккинче, ватă чулланă çул курăнать.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет