Çармăс (Теччĕ районĕ)

(Çармăс (теччĕ районĕ) ҫинчен куҫарнӑ)

Çармăс, выр. ТоншермаТутарстанăн Теччĕ районĕн ялĕ.

Тутарстан гербĕ Тутарстан ялавĕ|
Гербĕ Ялавĕ
Сармас Sarmas
Патшалăх Раççей Федерацийĕ
Республика Тутарстан Республики
Район Теччĕ районĕ
Ял тăрăхĕ Çармăс ял тăрăхĕ
Лаптăк км²
Халăх йышĕ 505 2002
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ +7 84373
Почта индексĕ 422377
Геогр. широти 54°56′45″ Ç/N
Геогр. долготи 48°28′22″ Т/E
Вăхăт тăрăхĕ UTC+3, çулла UTC+4
ОКАТО (код)

Ялтан район центрне çитме 25 километр, Хусана – 160, Пăвари чукун çул станцине – 28. Теччĕ-Пăва трассинчен тухса асфальт сарнă çулпа машинăпа кĕме пулать яла.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

Ялта СХПК правленийĕ, вăтам шкул, фельдшер пункчĕ, клуб, ял вулавăшĕ пур. Ялта "Палан" фольклор ансамблĕ ĕçлет. Ташлакансен "Çĕмĕрт" ушкăнĕ 1994 çулта республикăри "Чăваш шăпчăкĕ" конкурсра диплом илнĕ.

Яла газпа водопровод кĕртнĕ.

Ялта 502 чăваш, 3 вырăс пурăнать.

Кун-çулĕ

тӳрлет

Яла XIII ĕмĕрте, 1245 – 1250 çулсенче никĕс янă. Чи малтанах марисемпе чăвашсем, пурĕ 11 çемье, куçса килнĕ. Марисене чăвашла çармăс тенипе ял ятне те çаплах панă имĕш. Ял пуçланса кайни çинчен марисем хăйсем евĕрлĕ каласа параççĕ, чăвашсем – хăйсемле. Марисеннипе ял ячĕ виçĕ сăмахран тăрать – «тон» – туйăн, «шер» – çыран, «ма» – юхан шыв. Çапла вара «туйăнлă çыранлă юхан шыв» пулса тăнă. Пурăна-киле ялта чăвашсен йышĕ хушăнсах пынă, ял-йыш чăвашсен йăли-йĕркипе пурăннă. Чăвашсем яла халь те Çармăс теççĕ, Тоншерма тени вара «Çырма патĕнче тăнине» пĕлтерет е «Тăм çырма» теççĕ теприсем. [1] XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялташкул, чиркӳ, лавка, çил арманĕсем, шыв арманĕ, кĕрпе арманĕ пулнă.

Паллă янташсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ ÇАРМĂС, ТОНШЕРМА 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.

Вуламалли

тӳрлет

Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.

Каçăсем

тӳрлет