Çĕнĕ Пăва
Çĕнĕ Пăва, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.
Çĕнĕ Пăва
|
1927 çулчен Пăва ятлă пулнă.
Тавралăхĕ
тӳрлетПăва юханшыв хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 475 çын, çав шутра 243 арçын, 232 хĕрарăм пурăннă[2]. 2004 çулта кунта 213 кил пулнă, пурĕ 645 çын пурăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 212 çын хутшăннă, вĕсенчен 115 çапăçусенче пуçĕсене хунă.
Ялта телефон станциĕ, ял вулавăшĕ, вăтам шкул, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ пур.
Кун-çулĕ
тӳрлетЯла XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Цыгановсем никĕсленĕ. Вĕсем хальхи Вăрмар районĕ вырăнĕсенчен кунта куçса килнĕ. Çак вăхăтрах кунта христиан тĕнне вăйпа кĕртессинчен çылăнса тарнă темиçе тутар кил-йышĕ килсе вырнаçнă. 1820 — кунта пурăнакан 40 çын христиан тĕнне йышăнма килĕшнĕ.
1921 çулхи чӳк уйăхĕн 19 Тетюш уесĕн Курнавăш вулăсне, каярах вара 1927-мĕш çулчен Патăръел уесĕн Курнавăш вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Кĕçĕн Елчĕк районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Елчĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Патăръел районне, 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Елчĕк районне кĕрет.
1892 çулта ялта 2 класлă шкул никĕсленĕ. Ун хыççăн вăл пуçламăш, тулли мар вăтам шкул пулса тăнă. 1937 çулта вара вăтам шкул туса хунă.
1929 çулта кунта «Сатурн» колхоза йеркеленĕ. 1956 çулта радио кĕртнĕ, 1960 çулта — электричество. 2003 çулта яла газ кĕртнĕ.
Паллă çыннисем
тӳрлетÇав. пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- С.И. Выйкин, М.М. Трифонова. Чăваш энциклопедийĕ 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |