Çĕнĕ Пăва ял вулавăшĕ

Çĕнĕ Пăва ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Çĕнĕ Пăва ялĕнче вырнаçнă вулавăш. Вулавăш ялăн культура çуртĕнче вырнаçнă. Кĕнекесемпе Çĕнĕ Пăва, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Турхан ялĕсене телефон тивĕçтерет.

1996 çултанпа вулавăш заведующиĕ пулса З.Н.Шумилкина ĕçлет.

2004 çулта вулакансен шучĕ 620 çын пулнă, çынсем пурĕ 7974 хут кĕрсе вуланă. Кĕнеке фондĕнче пурĕ 8422 кĕнеке, вĕсенчен чăвашла çырнисен шучĕ — 2600. 2004 çулта пурĕ алла 12231 кĕнеке панă, вĕсенчен чăвашла çырнисем — 1460.

Истори

тӳрлет

Вулавăш 1928 çултанпа ĕçлекен вулавăш çурчĕнчен пулса кайнă. 1956 çулта вулавăшăн тата ял клубĕн йывăç пӳртне лартнă. 1969 çулта вара кирпĕчрен купаланă çурт лартнă.

2004 çултанпа газпа ăшăтма пуçланă.

Паллисем

тӳрлет
  • Чăваш АССРĕн Аслă Канаш Президиумĕн чаплă грамоти (1967);
  • «Тăрăшса ĕçленĕшĕн» МК СССРĕн кăкăр çине çакмалли паллă (1979);
  • медальсем.