Çĕнĕ Пăвари историпе тăван ен тата этнографии музейĕ

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

«Çĕнĕ Пăвари историпе тăван ен тата этнографии музейĕ»Çĕнĕ Пăвара вырнаçнă музей.

Çĕнĕ Пăвари историпе
тăван ен тата этнографии музейĕ
Никĕсленĕ 2005
Вырнаçнă РФ, Чăваш Ен ялавĕ

Çĕнĕ Пăва ялĕ,
Елчĕк районĕ, Чăваш Ен,

2005 çулхи çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 – çитнĕ тĕле уçăлнă Вăл ялти шкулăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă. Горшков Владимир Ивановичпа Павлова Светлана Александровна тăрăшнипе музейра пурĕ 1000 яхăн курав япали упранать. Вĕсене пуçтарма ял халăхĕпе шкул ачисем сахал мар вăй хунă. Нумайĕшĕ класенчен ĕлекхи савăт – сапасемпе ĕç хатĕрĕсене нумай илсе килсе панă. Экспонатсене кура музея 5 пысăк пая уйăрнă: 1) Пирĕн тăрăх авалхи вăхăтра; 2) XVIII – XIX ĕмĕрти чăваш халăхĕн тумтирĕсемпе ĕç хатĕрĕсем; 3) Шкул историйĕ; 4) Пирĕн ентешсем 1941-1945 çулхи вăрçа хутшăнни; 5) Ял историйĕ.

Елчĕк çĕрĕ çинче çынсем ĕлĕк-авал питĕ йышлă пурăннă, халĕ тĕплĕн тĕпченĕ вырăн – Çĕнĕ Пăва ялĕ. Чăн малтан Çĕнĕ Пăва çумĕнчи икĕ Улăп тăприне 1927 çулта П.П. Ефименко тĕпченĕ. Профессор вĕсене пысăк çеçен хирсенче тĕл пулакан Улăп тăприсем тесе палăртнă. Вĕсене чавса пăхнă хыççăн, вилесене хуçлатса е тата пайăн-пайăн пайласа пытарни паллă пулнă. Тĕпчевçĕсем шутланă тăрăх, кун пек пытарас йăла бронза ĕмĕренче пурăннă пураллă йăхсем хушшинче анлă сарăлнă. Çавăн пекех 1948 ç. Третьяков П.Н. авалхи çынсем пурăннă вырăна тĕпчесе килте усракан выльăхсен – лаша, ĕне, сысна шăммисене тупса палăртнă.

Музей ĕçченĕсем шантарнă тăрăх, пирĕн ял XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче пулса кайнă. Ăна пуçласа яраканĕсем – хальхи Вăрмар районĕнчи тухнă çемйисемпе куçса килнĕ Цыгановсем пулнă.

1820-1840 çулсенче ял çыннисене вăйпах Христос тĕнне йышăнтарнă. Çакăн хыççăн вĕсем 1765 ç. ноябрĕн 5-мĕшĕнче 2 класслă чиркӳпе прихут шкулĕ уçнă. Пуçласа Троицкий пачăшкă турă саккунĕсене вĕрентме тытăннă. Нумайĕше хут пĕлменнине кура Федор Захарович Захаров пулăшнипе 1931 çулта çĕнĕ тăватă класслă шкул туса лартаççĕ. Каярах 1934-мĕш çулта уçнă фельдшер пунктне пула трахома чирне пĕтерме пултарнă.

Ял аталанса пынă май 1985 çулта кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă шкул хăпартса хуни те паллă. Паянхи кун та ачасем çак шкултах вĕренеççĕ. Учительсем вĕрекенсене авалхи ырă йăла-йĕркесемпе тĕррисене тата ыттине те ăнлантарса пама тăрăшаççĕ. Культурăпа хуçалăхăн тĕрлĕ енĕсене те алла илеççĕ. Çапла вара пысăк çитĕнӳсем туса шкултан 1940 çултан пуçласа 2003 çулччен кăна 2585 çын вĕренсе тухнă. Вĕсен шутĕнче: П.Н. Чернов – СССР халăх учителĕ; В.М. Никитин – КПСС Киров обкомĕн 2-мĕш секретарĕ; О.Н. Викторов – Чăваш патшалăх университет проректорĕ тата ыт. те.

1941 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕнче юлашки мирлĕ кун пулнă. Фашистсене хирĕç кĕрешме вăрçă хирне 4 ялтан 227 çын тухса кайнă: Çĕнĕ Пăваран – 218, Аслă Шăхалĕнчен – 113, Турхантан – 58, Кĕçĕн Шăхалĕнчен – 44 çын. Шель пулин те, вĕсенчен çурри ытла каялла килĕсене таврăнайман. Вăрçă вучĕн кăварĕ нумай çамрăка пĕçертнĕ е çунтарсах янă. Аслă Аттелĕх вăрçин шавĕ кĕрлесе шăпланнăранпа çур ĕмĕр иртнĕ пулин те, салтак чĕрисенчи тарăн суран çаплах ыратать.

Пĕтемлетнĕ май çакна калас килет, шкул музейĕ Пулни ачасене нумай енлĕн аталанма май парать. Учитĕлсем хăйсем умне лартнă тĕллевĕсене çăммăллăн пурнăçлама пултараççĕ. Кун пек музей уçма пултарни Тăван таралăха юратма. упрама, хуçалăхăн тата культура аталанăвĕн кăткăс ыйтăвĕсене хальхи вăхатра татса пама пулăшать.