Эсеккел

(Эcеккел ҫинчен куҫарнӑ)

Эсеккел (çавăн пекех Ĕçкĕл, Эçеккел тенисем те тĕл пулаççĕ; выр. Эзекеево) - Чĕмпĕр облаçĕнчи Николаевка районĕнчи ял[1]. Чăвашсем пурăнаççĕ.

Эсеккел
Эçеккел
Эçеккел
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Николаевка
Ял тăрăхĕ Поспелово
Координатсем 53°18′12″ с. ш. 47°00′06″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним эçеккелсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84 245
Почтă индексĕ 433812
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 254 815 001
Эсеккел (Раççей)
Точка
Эсеккел (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Истори

тӳрлет

XVII ĕмĕрте Чĕмпĕр-Сызрань чикĕлле йĕре сыхлакан хĕсметри çынсем никĕсленĕ[1]. Çынсем 1797-мĕш çулччен кермен хресченĕсем, 1860-мĕш çулсемччен утел хресченĕсем пулнă. Çĕрĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пурăннă. 1904-мĕш çултанпа ялта чиркÿ пулнă. Çавăн пекех шкул, арман, тир-сăран, атă-пушмак ăстисем, çĕвĕçсем пулнине палăртмалла. 1930-мĕш çултанпа шпал тăакан савут та ĕçленĕ[1].

Ял ячĕ пирки шута каяс пулсан, историксен тата таврапĕлÿçĕсен икĕ çулпа каймашкăн май пур:

  1. Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнче эсегель текен йăхсем пулнине[2][3] шута илни.
  2. Чăваш республикинчи Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялне 1927-мĕш çулччен Ӳсĕк тенĕ[4]. Çавăн пекех Тутарстанти Пăва районĕнче Исекьел ятлă ял пур. Вырăсла иккĕшне те "Исаково" теççĕ.

Паллах, асăннă икĕ çул-йĕр пĕр-пĕринпе хĕресленме те пултараççĕ.

Йыш. Ял тытăмĕ

тӳрлет

1897-мĕш çулта – 151 кил, 910 çын; 1913 – 190 кил, 1196 çын ; 1989 – 355 çын; 2002 – 261 çын[1].

Паллă çынсем

тӳрлет

Сăнсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • СИМБИРСКО-САРАТОВСКИЕ ЧУВАШИ. Под общей редакцией проф. М. Г. Кондратьева. Чебоксары — 2004
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003==

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1, 2, 3 тата 4 Матвеев Г.Б. Чăваш электронлă энциклопедири статья
  2. ^ Беленов Н.В. Расселение булгарских эсегель по данным топонимики.(ĕçлемен каçă) — Статья // Известия Волгоградского государственного педагогического университета. — 2013. — №03(78) — С. 51-54.
  3. ^ Беленов Н. В. Происхождение племени эсегель и его историческая роль в образовании государства волжских булгар. — Журнал Наука и современность Выпуск № 11 / 2011 Коды ГРНТИ: 03 — История. Исторические науки ВАК РФ: 07.00.00 УДK: 93/94 Научная библиотека КиберЛенинка: http://cyberleninka.ru/article/n/proishozhdenie-plemeni-esegel-i-ego-istoricheskaya-rol-v-obrazovanii-gosudarstva-volzhskih-bulgar#ixzz4bm6QtCUI
  4. ^ Сохорова В.Н., Яковлева Н.С. Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.

Каçăсем

тӳрлет

Шаблон:Николаевка районĕ