Шунтал
Шунтал — чирку ялĕ, Самар облаçĕнчи Шунтал районĕн администраци центрĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Гербĕ | Ялавĕ |
---|---|
Шунтал | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Самар облаçĕ |
Район | Шунтал районĕ |
Ял тăрăхĕ | Шунтал ял тăрăхĕ |
Никĕсленĕ (çул) | 1914 |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | 7000 яхăн () |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 84652 |
Почта индексĕ | 446910 |
Геогр. широти | 54°27′00″ Ç/N |
Геогр. долготи | 51°29′00″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) |
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Яманова Ольга Алексеевна.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетШăнталра чукун çул чарăнăвĕ пур.
Ялта 7 пине яхăн çын пурăнать.
Тавралăхĕ
тӳрлетСамартан çурçĕр-тухăçалла 145 çм (198 çм — автоçулпа) вырнаçнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетПĕрремĕш пурăнакансем кунта, архив хучĕсене вуласан, 1914 çулта Пĕкĕлмене чукун çул хывнă чух килсе вырнаçнă. Чарăнăва «Шăнтал» тенĕ. Пуйăссем куçăмĕ тытăнсан пăравус кăмаки валли вăрман касакан ушкăнĕ йĕркеленĕ.
Пĕрремĕш Вокзал урамĕ туса лартнă. Хальхи универмага хирĕçле чукун çул ĕçченĕсем валли темиçе çурт туса лартнă.
Яла чукун çул чарăнăвĕ тунă чух 1914 çулта никĕсленĕ.
1923 çулта пуçламăш шкулне уçнă.
1935 çул пуçламăшĕнче Шантал район тĕпĕ пулса тăрать.
Промăçлăхĕ
тӳрлет- сĕт-çу савучĕ (халĕ ĕçлемест)
- çăкăр савучĕ
- вăрман савучĕ
- асфальт-битум савучĕ
- çурт-йĕр материалĕсен савучĕ.
- сетел-пукан цехĕ
Çутĕç
тӳрлет- Самар Патшалăх экономика университечĕн Шунтал филиалĕ
Çавăн пекех
тӳрлетРайонта Кивĕ Шунтал тата Çĕнĕ Шунтал ялĕсем пур.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Шунтал сайчĕ
- Шунтал муниципаллă район администраци сайчĕ 2011 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шунтал хорумĕ
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |