Чукотка автономи тăрăхĕ

Чукотка автономлă округĕ (чук. Чукоткакэн автономныкэн округ) — Раççей çурçĕр хĕвелтухăçĕнче вырнаçнă Инçет Тухăç Федераллă Округне кĕрекен автономлă округ.

Чукотка автономлă округĕ
Чукоткакэн автономныкэн округ  

Flag of Chukotka.svg Coat of Arms of Chukotka.svg
Чукотка автономлă округĕн ялавĕ Чукотка автономлă округĕн гербĕ
[[Ӳкерчĕк:Чукотка автономлă округĕ Раççей картти çинче|270px]]
Тĕп хули Анадырь
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

7

721  481 км²
3,3

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

82

50  500 патнелле (2010)
2,4/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Инçет Тухăç Федераллă Округĕ
Экономика регионĕ Инçет Тухăç районĕ
Регион номерĕ 87
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Кĕпернатăр Роман Валентинович Копин[1]
Гимн
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +08
Чукотка самолётран пăхсан


ГеографиПравить

Чукотка çурутравне, материк пайне тата темиçе утрав (Врангель, Айон, Ратманов тата ыттисем) çинче вырнаçнă. Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Беринг тинĕсĕсем хĕрринче выртать.

Пысăк юханшывĕсем — Анадырь (юпписем Майн, Шурă, Танюрер), Омолон, Великая, Амгуэма, Большой тата Малый Анюи. Чи пысăк кӳллисем — Хĕрлĕ, Эльгыгытгын, Пекульней.

Çутçанталăк ресурсĕсемПравить

Чукоткăра çĕр айĕнчи пуянлăхсем нумай: нефть, çутçанталăк газĕ, çĕр кăмрăкĕ, ылтăн, тăхлан, вольфрам, чĕркĕмĕл. Чи паллă çĕруправсем: ылтăн çĕрĕ — Купол, Май, Каральвеемское; сапаланчăк ылтăн — Рывеемское, Пильхинкууль, Каральвеемское; тăхлан çĕрĕ — Пыркакайские штокверки, Иультин, Валькумей; вольфрам — Иультин; çĕр кăмрăкĕ — Анадырь хăмăр кăмрăк, Берингçĕр кăмрăк çĕруправĕсем. Врангель утравĕнче заповедник вырнаçнă.

КультураПравить

Вырăнти халăхăн культурине упрама Эргырон ансамбль никĕсленĕ.

ХалăхПравить

Округра — 49,5 пин çын пурăнать (2009). Вăтам йышлăхĕ — 0,07 çын/км², хулара пурăнакансен шучĕ — 66,4 % (2009). 1990--мĕш çулсенче халăх йышĕ виçĕ хут чакнă,вырăнти мар халăхсем кунтан тухса кайнă пирки. Каярах халăх шучĕ питех ылмашмасть. 1939, 1959, 1970, 1979, 1989 тата 2002 çулсенчи çыравсем тăрăх, округра çак халăх çыннисем пурăннă (пин çын):

Халăх 1939 1959 1970 1979 1989 2002 (* Архивленĕ 26 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.)
Вырăссем 5,2 (24,1 %) 28,3 (60,7 %) 70,5 (69,7 %) 96,4 (68,9 %) 108,3 (66,1 %) 27,9 (51,9 %)
Чукчăсем 12,1 (56,3 %) 10,0 (21,4 %) 11,0 (10,9 %) 11,3 (8,1 %) 11,9 (7,3 %) 12,6 (23,4 %)
Украинсем 0,6 (2,7 %) 3,5 (7,6 %) 10,4 (10,3 %) 20,1 (14,4 %) 27,6 (16,8 %) 5,0 (9,2 %)
Эскимоссем 1,1 (2,3 %) 1,1 (1,1 %) 1,3 (0,9 %) 1,5 (0,9 %) 1,5 (2,85 %)
Эвенсем 0,8 (3,8 %) 0,8 (1,8 %) 1,1 (1,0 %) 1,0 (0,7 %) 1,3 (0,8 %) 1,4 (2,6 %)
Чувансем 0,9 (0,6 %) 1,0 (1,8 %)
Белоруссем 0,6 (1,2 %) 1,7 (1,6 %) 2,4 (1,7 %) 3,0 (1,9 %) 0,5 (1,0 %)
Тутарсем 0,5 (1,1 %) 1,6 (1,6 %) 2,0 (1,4 %) 2,3 (1,4 %) 0,5 (1,0 %)

Адмистративла пайлануПравить

РайонĕсемПравить

  1. Анадырь районĕ
  2. Билибино районĕ
  3. Иультин районĕ
  4. Провидени районĕ
  5. Чаун районĕ
  6. Чукотка районĕ


Тата пăхăрПравить

АсăрхавсемПравить

КаçăсемПравить

КаçăсемПравить

Шаблон:Чукотка автономлă округĕ

Раççейĕн Инçет Тухăç Федераллă Округĕ  
Саха Республики (Якутия) | Камчатка Енĕ | Тинĕсçум Енĕ | Хабаровск Енĕ | Амур облаçĕ | Магадан облаçĕ | Сахалин облаçĕ | Еврей автономлă облаçĕ | Чукотка автономлă округĕ