Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ — И. Я. Яковлев [1] тăрăшнипе 1868 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр хулинче уçнă вĕрентевçĕсем хатĕрлекен шкул. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ ятсемпе паллă пулнă.
Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕ | |
Никĕсленĕ | 1868 |
---|---|
Хупнă | 195? |
Директор | И. Я. Яковлев |
Тĕс | Вăтам пĕлӳ паракан шкул |
Адрес | Чĕмпĕр хули |
Сайчĕ |
["Чĕмпĕрти%20чăваш%20шкулĕ".%20Музей. www |
Кун-çулĕ
тӳрлетИ. Я. Яковлев чи малтанах хăй вĕрентсе ăс панă çамрăксенчен халăха вĕрентекенсене хатĕрлес тесе тăрăшнă. Çакă уншăн пĕрремĕш тĕллевĕ пулнă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме Вишевский И. В., Ульянов И. Н., Ильминский Н. И., Шестанов П. Д. пулăшса пынă. 1868—1871 çулсенче шкул Яковлевăн шалу укçипе çеç тытăнса тăнă.
1871 çултан шкул тĕрлĕрен вак халăх çыннисен вĕрентĕшĕ ятне илет.
1877 çултан Чĕмпĕр чăваш шкулĕ халăх вĕрентĕвĕсене кăларакан Чĕмпĕрти тĕп шкул пулса тăрать. 1878 çулта Яковлев шкулта хĕрарăм уйрăмне йĕркелесе ярать. 1855 çулта шкулта чиркӳ уçаççĕ. Вĕрентекенсен программи кашни çулах аталанса пырать.
1914-мĕш çулта вĕрекенсен пĕрремĕш ушкăнĕ хăйсен ирĕкĕпе тенче вăрçине тухса каять.
1917 çултанпа Чĕмпĕр чăваш шкулĕ — шкул вĕрентӳçисен семинари, 1920 çулта — «Чăваш халăх вĕрентӳ институчĕ», 1923 çулта — педтехникум, юлашкинче (1937 çулта) — педучилище пулса тăрать.
Чăваш шкулĕн тĕллевĕпе чаплăхĕ
тӳрлетКашни халăхăн астăвăм управĕ пур, унта халăх ырлăх-пурлăхĕшĕн çуннă çынсене чысласа И.Я. Яковлев çав йышри паллă çутлăхçă, Чĕмпĕрти чăваш шкулнt никĕслекенĕ. Чăваш Республикинче çак шкула уçнине яланах уявлаççĕ, ăслăх конференцисене ирттереççĕ. Шăпах Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен шкулĕ чăваш халăхĕн ăслăх тата пултарулăх интеллигенцине йĕркелесе ĕçе пуçарса янă.
Шкулăн тĕп тĕллевĕ — Хусан, Чĕмпĕр, Самар, Сарăту, Аçтăрхан тата Ĕпхӳ кĕпĕрнисенче пурăнакан чăвашсем хушшинче çырулăха сарасси, ачасене тăван чĕлхепе çутта кăларасси, тĕнчери пĕлӳ кĕнекисене тăван чĕлхепе çырса кăларасси, наци илемлĕх литературине, театрне, мусăкне, сӳретлĕ ӳнере аталантарасси, тĕрлĕ ăстаçлăхсене çĕр ĕçтĕшĕсене алла парасси. Иван Яковлев тăван халăхне çеç мар, урăх халăхсене те çутта кăларасшăн тăрăшнă. Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсен шкулĕнче чăвашсем, вырăссем, мăкшăсем, ирçĕсем, тутарсем, марисем, удмуртсем пĕлӳ илнĕ. Малти педагогика принципĕсене никĕсене хунă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче Иван Яковлев хистенипе халăх ӳнерĕн музейне йĕркеленĕ, ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕсене шкулти вĕрентӳçсемпе вĕренекенсем хутшăннă. Пулас вĕрентӳçсене эстетика енчен этеплес ĕçе кунта чăваш халăх культурин йăлине тĕнчери классика ӳнерĕн еткерлĕхĕпе пĕрле туса пынă.
Чĕмпĕрти шкул ĕçленĕ çулсем чăваш наци культуришĕн, çырулăхĕшĕн, профессиллĕ литературишĕн, тăван чĕлхепе пĕлӳ паракан шкулсемшĕн, мусăкшăн, сăрă ӳнерĕшĕн, театр ӳнерĕшĕн питĕ тулăхлă тапхăр пулнă[2].
Ӳкерчĕк пухмачĕ
тӳрлет-
Хĕрарăм уйрăмĕ
-
Яковлев пӳлĕмĕ
Вĕрентекенсем
тӳрлет- Дмитриев Иван Митрофанович - мусăк.
Вĕренсе тухнă паллă çынсем
тӳрлет- Çыравçăсем: И.И. Иванов, И.Н. Юркин, Г.И. Комиссаров, Тайăр Тимкки, К.В. Иванов, Н.В. Шупуççынни, Трубина Мархви, Çтапан Лашман, Н.К. Патман, Ф.П. Павлов, И.С., Максимов-Кошкинский, Акимов Михаил Фёдорович;
- Композиторсем: Ф.П. Павлов, С.М. Максимов, Г.Г. Лисков, В.П. Пазухин, Т.П.Парамонов[3];
- Педагогсем: Н.М. Охотников, П.М. Миронов, М.П. Петров, Тимухха Хветĕрĕ;
- Патшалăх тата политика ĕçченĕсем: И.С. Космовский, Т.С. Кривов, Д.С. Эльмень, Гаврилова А.Г..
- Пĕрлĕх тата сăваплăх ĕçченĕсем: Филимонов Д. Ф.
Çав. пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Яковлев И.Я. Манăн пурнăç: Асаилÿсем. — Мускав: Республика, 1997. — С. 696. — 5000 экз. — ISBN 5-85438-024-2
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Яковлев Иван Яковлевич. Опубликованные труды 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ СИМБИРСКАЯ ЧУВАШСКАЯ ШКОЛА – ЦЕНТР ПОДГОТОВКИ ТВОРЧЕСКОЙ ИНТЕЛЛИГЕНЦИИ
- ^ «Рукопись представляет огромнейший интерес»: музыкальное наследие Тимофея Парамонова. 2020 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет- Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Музей «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева»
- Музей «Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева»
- Музей "Симбирская чувашская школа. Квартира И.Я. Яковлева"(ĕçлемен каçă)
- Симбирской чувашской учительской школе - 140 лет
- Победы и беды Симбирской чувашской школы