Кривов Тимофей Сергеевич

Тимофей Сергеевич Кривов (1886, пуш, 171966), — Чăваш Республикин паллă патшалăх ĕçтĕшĕ, Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ.

Биографи тӳрлет

Тимофей Кривов 1886 çулхи пуш уйăхĕн 17-(05) мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпернин (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чартаклă районĕ) Нараткӳл ялĕнче çуралнă. Чăваш Калмăйăр ялĕнчи чиркÿ-приххут шкулне çÿренĕ.

Слесаре пулăшакан, Ӗпхӳре пăравус тăвакан цехĕн слесарĕ, юханшыв карапĕсене юсаканĕ пулса ĕçленĕ.

Революци юхăмне хастар хутшăннă.Ăна Злотоуста большевиксен влаçне çĕклетме янă. Парти Кĕпкомĕн тата кĕпернен ревкомĕн пайташĕ пулса ĕçленĕ, 5-мĕш çар штабĕн пайташĕ пулнă.

РКП (б) ТК Урал бюро секретарĕ, рабочи-çĕрĕçтеш инспекцин Халăх Комиссариачĕн коллеги пайташĕ тата ТĔК Президиумĕн пайташĕ, РККИ халкомĕн çумĕ, РСФСР Совхалкомĕн пайташĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.

Парти секретариачĕн Оргбюро шутĕнчи ТТК пĕрмайхи элчи, ВЦИК пайташĕ, РСФСР Совхалкомĕн патшалăх тӳри, РСФСР финанс халкомĕн çумĕ, коммуналлă ĕçтĕшсен профсоюзĕн ТК пайташĕ.

Вуламалли тӳрлет

Каçăсем тӳрлет