Чăваш (этноним)
Чăваш (нумайлă хисепре чăвашсем) — чăвашсем хăйсене хăйсем чĕнмелли сăмах, этноним (эндоэтноним). Ытти халăхсем ку тĕлĕшпе усă куракан сăмахсем те (экзоэтнонимсем) ытларах чухне çакна çывăх, харпăр чĕлхен фонетикине кура çеç кăштах уйрăлса тăма пултараççĕ.
Этнонимсене асăннă чухне вырăс чĕлхинче ытларах чухне нумайлă хисеппе усă кураççĕ, мĕншĕн тесен пĕрреллĕ хисепре несĕл категорийĕн витĕмĕ пур — арçынсемпе хĕрарăмсене тĕрлĕрен асăнма тивет. Чăваш чĕлхинче кун пек нуша çук та, çавăнпа пĕрреллĕ хисепрех калама пулать.
Чăваш этнонимăн историйĕ
тӳрлет"Чăваш" этнонима асăнни XVI ĕмĕртен маларах ниçта та тĕл пулмасть. Çапла вара ун пирки Хусан ханлăхĕ вăхăтĕнче тата территорийĕнче çуралса аталанса кайнă теме тивет. Çавăн пекех, асăннă вăхăтчен халăха урăх ятпа (урăх ятсемпе) чĕннĕ теес пулать[1].
Чи малтанхи асăнусем
тӳрлет1521-мĕш çул тĕлĕшпе, вырăссен çырсапыравĕнче[2]:
Лѣта 7029*, ноября 8, Троицкой Сергиева монастыря игуменъ Ияковъ оставилъ игуменство. Того же лѣта, февраля 2, поставленъ бысть у Троици въ Сергеевѣ манастырѣ игуменъ Порфирий. Того же лѣта, мая, прииде вѣсть великому князю Василью Ивановичю всея Руси, что Казанский сегить и вси князи Казанскиа и Татаровѣ и Мордва и Черемиса и Чюваши и всии люди Казанския земли измѣнили великому князю и взяли собѣ на царство Крымскаго царевича Саапъ Кѣрѣя, а посланнаго великимъ княземъ царя Шаагалия с царства збили. Онъ же прииде къ Москвѣ и с царицею по Волзѣ, правимъ казаки Касимовскими, которые отъ ѣхали въ поле государьское. |
Чи малтанхи асăнусем тенĕ чухне хăй вăхăтĕнчи çăлкуçсене шута илсе шак хумалла. Каярахпа аса илсе маларахри çулсене "кутăн хисеппе" асăнни шутланмасть. Калăпăр, А.К.Лызловăн "Скифская история" кĕнекинче чăвашсене 1508-мĕш çулпа çыхăнтарса асăннă[3]. Анчах та вăл кĕнекене тÿррипе XVII ĕмĕр вĕçĕнче çеç çырнă. Тата, кунсăр пуçне, чăвашсене 1469-мĕш çултах пĕрремĕш хут асăннă текен суя хыпар та пур[4]. "Чăваш" тенине çăлкуçсенчен пĕрремĕш хут чăннипе 1511-мĕш çулта бесермансем тĕлĕшпе асăннă тесе шутлаççĕ[5].
Сигизмунд фон Герберштейн (1486 — 1566), Австри дипломачĕ, Вырăс патшалăхĕнче икĕ хут пулнă: 1517-мĕш çулта тата 1526-мĕш çулта (март-ноябрь). Иккĕмĕш çулçÿревре мĕнпе паллашнисем пирки дипломат каярахпа, 1549-мĕш çулта, латин чĕлхипе ятарлă кĕнеке кăларнă. Унăн ячĕ — Rerum Moscoviticarum Commentarii (Мускари ĕçсем пирки çырни). Вăл кĕнекере чăвашсем пирки асăнни те пур, Латинла текстăн вырăсла куçарăвне чăвашлатсан вăл çапла курăнать[6]:
Ку çĕрĕн <Хусан ханлăхĕн> патши вăтăр пинлĕ çар кăларса тăратма пултарать, ытларах çуран çарçăсене, вĕсенчен çармăссемпе чăвашсем — пултаруллă ухăçсем, чăвашсем çавăн пекех шыв тăрăх çÿрес ĕçе пĕлнипе те палăрса тăраççĕ |
Çав кĕнекеренех, тата тепĕр тĕлтен:
Пакша тирĕсене те тĕрлĕ вырăнсенчен илсе килеççĕ, ытларах Çĕпĕртен, урăх хуть те мĕнле çĕртен те пахараххисем — Хусан çывăхĕнчи Чăваш Енрен. |
Курăнать ĕнтĕ, ку тапхăрти авторсем пурте "чăваш" тенине чат этноним пек илсе кăтартаççĕ, — нимĕнле ытти оним (соционим, антропоним, конфессионим т.ыт.те) пек те мар. Çакă А.Курбский 1552-мĕш çулта асăннинче уйрăмах аван курăнать[7]:
Егдажъ преплавишася Суру рѣку, тогда и Черемиса Горняя, а по ихъ, Чуваша зовомые, языкъ особливый, начаша встрѣчати по пяти сотъ и по тысящѣ ихъ, аки бы радующеся цареву пришествію: понеже въ ихъ землѣ поставленъ оный предреченный градъ на Свіягѣ. |
Этимологи
тӳрлетХаличчен "чăваш" сăмах этимологийĕ пирки нумай каланă. Халĕ те калаççĕ, малашне те калĕç. Версисем, гипотезăсем, ăнкарусем, шахвăртусем вĕçĕ-хĕррисĕр тăсăлаççĕ. Вĕсем пирки çырса кăтартассине те вĕçĕ-хĕррисĕр тума пулать. Анчах та унашкал туни — ăнăçлă çул-йĕр мар, меншĕн тесен уйрăм йывăçсем хушшинче вăрманĕ хăй таçта тарса пытанать. Ун пек ан пултăр тесен, тĕрлĕрен çÿп-çапа ни шеллевсĕр айккинелле шăлмалла.
Н.И.Ашмарин чăваш этноним пирки
тӳрлетН.И.Ашмарин "чăваш" сăмах малтан кăшт урăхларах янранă тесе шутлланă. Сăмаха фонетика енчен тишкернĕ хыççăн вăл çапла каланă[8]:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Всё это заставляет нас предположить, что слово «чăваш» в старину произносилось чувашами несколько иначе, чем теперь, и именно в одной из следующих форм: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć или ćы̆вас (çуаç, çуас, çăваç, çăвас); в этом то более древнем виде оно и было взято черемисами в их богатый чувашизмами язык.<Куçару: Мĕнпурĕ пире çапла шутлама хистет: "чăваш" сăмах ĕлĕк хальхинчен урăхларах янранă, пайăррăн каласан, ак çак формăсенчен пĕринле: ćуаć, ćуаз, ćы̆ваć е ćы̆вас (çуаç, çуас, çăваç, çăвас); çакăн пек хапапа вăл чувашизмсемпе пуян çармăс чĕлхине кĕнĕ.>
Кунта мухтавлă ăславçă "чăваш" сăмахăн маларах пулма пултарнă тăватă формине асăнать — çуаç, çуас, çăваç, çăвас. Куратпăр ĕнтĕ, вĕсен хушшинче çăваç текенни те пур. Кунтан та ытларах, вăл шăпах çак варианта мала хунă темешкĕн май пур. Акă мĕн вулатпăр унăн "Болгары и чуваши" кĕнекинчи (Хусан, 1902) 49-мĕш страницăра:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В Шибулгинской волости Цивильского уезда мы знаем одну чувашскую деревню под именем Çăваç(ćы̆ваć); может быть эта местность, где теперь расположена деревня, была заселена некогда другой народностью, и, составляя таким образом отдельную чувашскую колонию, поместившуюся среди населения иного происхождения, и была отмечена подобным наименованием в отличие от других соселних селений, принадлежащих другому племени.<Куçару: Çĕрпÿ уесĕнчи Энтриел вуласĕнче эпир Çăваç(ćы̆ваć) ятлă чăваш ялне пĕлетпĕр; тен, çак ял вырнаçнă таврашра урăх йăх пурăннă пуль, çапла вара, хайхи леш йăх хушшинче уйрăм чăваш колонийĕ никĕсленсе, ыттисен хушшинче çав уйрăлса тăракан ятпа палăрнă.>
Çапла вара, Николай Иванович "чăваш" сăмахăн маларахри палăрăмĕ тесе "çăваç" сăмаха шутланă. Çав ятлă ял (тĕрĕсрех, Çĕтĕк Çăваç) чăнах та пулнă, вăл халĕ те пур, анчах та унăн ятне, "çĕтĕк" тени такама килĕшменнипе, 1927-мĕш çулта пăрахăçланă[9].
Н.И.Егоров тата В.Г.Родионов чăваш этноним пирки
тӳрлет"Çăваç — чăваш" пулма пултарасла çыхăнăва чăн малтан пÿрнепе тĕллесе кăтартаканĕ Н.И.Ашмарин пулни курăнчĕ иккен. Н.И.Егоров тата В.Г.Родионов филологи ăславĕсен докторĕсен ĕçĕсенче çакăн пек çыхăну татах та витеререх çутăсемпе çуталса кайнă[10][11].
"Чăваш" умĕн "Çăваç" пулнă, тейĕпĕр. Анчах та мĕн-ха вăл Çăваç? Н.И.Ашмарин çак ыйту çине хурав паман. Тĕрĕссипе, И.Н.Юркин каланисене кооментариленине шутламасан, вăл ыйтăвне те лартман кун пек лаптăкра. Чăн та, мĕне пĕлтерме пултарнă-ха "çăваç" тени?
Н.И.Егоров тата В.Г.Родионов, — чăваш этноним тавра хăйсен шухăшларăшĕсене пуçланă чухне, — тĕнчере Çĕтĕк Çăваç ятлă ял пуррине пĕлнĕ-ши? "Болгары и чуваши" кĕнекере Çăваç ойконим пирки авторĕ (Н.И.Ашмарин) мĕн каланисене ăша хывнă-ши? Халлĕхе ку тĕлĕшпе нимех те уçăмлăн калама май çук. Çапах та вĕсем те, Николай Иванович Ашмарин пекех, хайхи "çăваç" патнех пырса тухнă. Пырса тухнă çеç те мар, унăн кăкĕ-тымарне те ăнкарма пуçланă.
Чăваш этноним тĕлĕшпе çуралнă версисене тиркевлĕ куçпа пăхни
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Чăвашсене ытти халăхсем епле калани (экзоэтнонимсем)
тӳрлет- Улăхри çармăссем — чуваш, кукмарий, шкелӱм (пурте — пĕрреллĕ хисепре).
- Туен çармăссем — суасламары
- Вырăссем — чуваш (арçынсене), чувашка (хĕрарăмсене), чуваши (нумайлă хисепре).
- Тутарсем — чуаш, чуашлар (нумайлă хисепре)
- Пушкăртсем — сыуаш, сыуаштар (нумайлă хисепре)
- Ирçесем — ветьке, ветькеть (нумайлă хисепре).
Калас пулать, пушкăртсем усă куракан экзоэтноним, хăй евĕрлĕ пек туйăнать пулсан та, кăсăклă мар. Мĕншĕн тесен пушкăртсем яланах тутарсен [ч] сассине [с] пек калаççĕ. Регулярлă майпа. Пушкăртсен чĕлхинче [ч] сасă çук.
Вуламалли
тӳрлет- В.Г.Родионов. Чăвашсен вăтам ĕмĕрсенчи культури.// В.Г.Родионов.Чăваш литературию XVIII-XIX ĕмĕрсем. Чăв.кĕнеке кăларавăшĕ, Шупашкар, 2006. — С.7-51.
- Егоров Н.И., Егоров Э.Н.. Бесермяне и чуваши – этнонимы от конфессионимного происхождения // Диалекты и история тюркских языков во взаимодействии с другими народами: Сб. ст. ЧГПУ, ЧГИГН. Чебоксары, 2004. С. 146–158.
- Егоров Н.И. Избранные труды. Этимология. Этноглоттогенез. Этнолингвокультурология. Чебоксары: Новое время, 2009. 854 с.
- Егоров Н.И. Динамика формирования национальных концепций идентичности у татар и чувашей: от конфессионального к этнонациональному 2022 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / науч. ред. Г.А.Николаев. – Чебоксары, 2012. – 52 с. – (Научные доклады / ЧГИГН; вып. 10).
- Родионов В.Г. К ПРОБЛЕМЕ РЕКОНСТРУКЦИИ ЧУВАШСКОГО ОБРЯДОВОГО КОМПЛЕКСА ÇУ. // ЧГВ, 2007/2008 гг., № 3 — С. 53-62.
- Родионов В.Г. К истории возникновения и утверждения этнонимов бигер, бесермян и чуваш// Ашмаринские чтения – VI: материалы Всероссийской конференции, проходившей 17–18 октября 2008 г. Чебоксары: ЧГУ, 2008. С. 169–179;
- Тепляшина Т.Н. Язык бесермян. М.: Наука, 1970. 288 с.
- Родионов В.Г. РОЛЬ ИСЛАМА В ФОРМИРОВАНИИ ЭТНИЧЕСКОГО СОЗНАНИЯ ТЮРКСКИХ НАРОДОВ ПОВОЛЖЬЯ. // Доклад на МЕЖДУНАРОДНЫЙ КОНГРЕССЕ «СТРАТЕГИЧЕСКИЙ ВЗГЛЯД НА ИСЛАМСКИЙ МИР В XXI ВЕКЕ" (Турция). — 15.05.2017, 11:37.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Комиссаров, Гурий. Чăваш халăхĕн историйĕ. Шупашкар, 1990. — С.8-18.
- ^ Полное собрание русских летописей. — Т. XXIV. Летопись по Типографскому списку. — Петроград, 1921. — С. 218
- ^ Лызлов А. Скифская история. — М., 1787. Ч. 1. — С. 96.
- ^ Фукс К. Ф. Краткая история города Казани. — Казань, 1822.
- ^ Мадуров Д. Ф. Традиционное декоративное искусство и праздники чувашей. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2004. — С. 5.
- ^ Герберштейн, Сигизмунд фон. Извлечения из «Записок о Московитских делах»
- ^ Сказания князя Курбского. / Под ред. Н. Г. Устрялова. — СПб.: Типография Императорской академии наук, 1868. — С. 14.
- ^ Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Казань, 1902. — С. 45
- ^ Игнатьева О.Е., Трифонова З.А.. АНЧИККАСЫ, Анчăккасси (Çĕтĕк Çăваç, 1927)
- ^ Егоров Н.И. К этимологии этнонима чуваш // Актуальные вопросы чувашского языкознания: Тезисы докладов и сообщений на научной сессии, посвященной 100-летию со дня рождения В.Г. Егорова (12–13 февраля 1980 г.). Чебоксары, 1980. С. 34–36.
- ^ Родионов В.Г. Чăваш этноним ăçтан пуçланнă? // Тăван Атăл (Родная Волга), 1980. № 2. С. 79–80. ( Ку статья малтан çакăнта пичетленнĕ: Çĕнтерӳшĕн (За победу), газета Ибресинского района Чувашской Республики), 1979. 27 октября.)
Каçăсем
тӳрлет- Этимология этнонима «чуваш»
- Agabazar: XVI ӗмӗрччен чӑвашсем мӗнле ятпа ҫӳренӗ?
- Agabazar: Татах «чӑваш» этноним пирки.
- Agabazar: «Чӑваш» этноним.
- "Чӑваш — Йӑваш" тени каламбур валли ҫеҫ юрӑхлӑ.
- "Чӑваш" сӑмахӑн тупсӑмӗ майӗпен уҫӑлса пырать.
- Ҫӑваҫсем.
- Никколай Иванччӑ тата Витталий Григорччӑ.
- Аçтахар Плотников: Ҫӑваҫӑ, ҫӑваҫ, чӑваш?
- О первом упоминании названия «чуваши» вместо исторического «волжские болгары» в летописи и фальшивой карте.
- Владимир Болгарский: Этимология этнонимов «чуваш» и «болгар» лежит на поверхности, или как подать народу его историю.
- Тема: сопоставление этнонимов чуваш - табгач.
- Лингвофорум. Тема: Ещё раз об этнониме "чăваш" (чуваш, чуаш, чюваш и т. д.).
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |