Сĕнтĕрвăрри районĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).
Сĕнтĕрвăрри районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Сĕнтĕрвăрри хула | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Моисеев Юрий Федорович (19.11.2010-па) | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2016) |
22 710 (1,84 %, 11-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 33,1 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 79,4%, вырăссем - 19% | ||
Конфесси йышĕ | христиансем | ||
Лаптăк | 686,06[2] çм² (14-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83542 | ||
Почтă индексĕсем | 429240 | ||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Чăваш Ен çурçĕр енче вырнаçнă. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç чикки Атăл юханшывĕ тăрăх иртет. Хĕвеланăç енче Шупашкарпа Çĕрпӳ районĕсемпе, кăнтăр енче Куславкка районĕпе юнашар вырнаçнă. Хĕвеланăçпа хĕвелтухăç енелле 27 çухрăма, çурçĕртен кăнтăралла 36 çухрăма сарăлнă. Лаптăкĕ 686,1 км2 танлашать. Район пуçлăхĕсем Шупашкартан 36 çухрăмра ларакан Сĕнтĕрвăрри хулинче вырнаçнă.
Халăх йышĕ
тӳрлет1999 çул пуçламăшĕ валли районта пĕтĕмпе 28,2 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 11,1 пин(39%) — хула çыннисем, 17,1 пин(61%) — ял çыннисем шутланнă. хула çыннисем Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 78 ялта. Ялсенче вăтамран 243 çын пурăнать.
Ытларах пайĕпе чăвашсем (79,4%) пурăнаççĕ.
Администрациллĕ пайлану
тӳрлет- Аксарин ял тăрăхĕ — Аксарин ялӗ.
- Атăлçум ял тăрăхĕ – Нерядово сали.
- Карапаш ял тăрăхĕ — Карапаш ялӗ.
- Кукашни ял тăрăхĕ — Кукашни ялӗ.
- Октябрьски ял тăрăхĕ — Октябрьски ялӗ.
- Сĕнтĕрпуç ял тăрăхĕ — Сӗнтӗрпуҫ ялӗ.
- Урхас Кушкă ял тăрăхĕ — Урхас Кушкӑ ялӗ.
- Хуракасси ял тăрăхĕ — Хуракасси ялӗ.
- Шĕнерпуç ял тăрăхĕ — Шӗнерпуҫ ялӗ.
- Шуршăл ял тăрăхĕ — Шуршăл ялӗ.
- Чăнкасси ял тăрăхĕ — Чӑнкасси ялӗ.
Çул-йĕр
тӳрлетРайона юханшыв тата автомобиль транспортчĕсем аталаннă. Автомобиль çулĕсен тăршшĕ 129 çухрăмпа танлашать. Юханшыв çулĕсем — 45 çухрăм.
Атăл çинче Сĕнтĕрвăрри пристанĕ вырнаçнă. Ун урлă строительство тата ытти таварсене туртараççĕ. Çыранĕсем çинче ни епле те сооружени туса хуман, тултарас-пушатас ĕçсене хăй тĕллĕн пулнă çыран çинчех иртереççĕ.
Автомобиль транспорчĕ çинче пĕтĕм калăпăшран тавар туртарăвĕсен калăпăшĕ 47%, пассажир туртарăвĕсен калăпăшĕ 87% çитет. Автомобиль транспорчĕ çине районти туртарас ĕçсен ытларах пайĕ килет.
Паллă çынсем
тӳрлет- Александров Николай Александрович, — паллă вĕрентӳçĕ тата мусăкçă.
- Васильев Константин Михайлович, — живописец, архитектор, театр ӳкерçи.
- Вдовина Ираида Григорьевна, — чăваш халăх юррисене пухаканĕ, вĕсене юрлаканĕ.
- Вдовичева Евгения Аркадьевна, — живописец.
- Григорьева Ольга Виссарионовна, — спортсмен.
- Ефремов Георгий Осипович, — прозăç.
- Зайцев Юрий Антонович, — живописец.
- Золотницкий Николай Иванович, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, энтограф.
- Иванов Пётр Иванович, — актёр.
- Исаев Геннадий Ильич, — живописец.
- Канаш Альберт Георгиевич, — сăвăç, публицист.
- Константинов Геннадий Николаевич, — йывăçа касса кăларакан.
- Мадеева Галина Тимофеевна, — актриса.
- Мартьянова Любовь Васильевна, — сăвăç, прозăç.
- Николаев Андриян Григорьевич, — космонавт.
- Николаев Яков Николаевич, — чăваш Паттăрĕ.
- Николаева Елена Николаевна, — спортсмен.
- Овчинников Николай Васильевич, — живописец, график.
- Осипов Фёдор Прокофьевич, — живописец.
- Родионов Виктор Иосифович, — актёр.
- Рыбкин Анатолий Петрович, — живописец.
- Салампек Иван Яковлевич, — чăваш прозăçи, драматургĕ.
- Сироткин Михаил Яковлевич, — литература тĕпчевçи, тишкерӳçи, фольклор пухаканĕ.
- Тихонова-Стасенко Мария Матвеевна, — актриса.
- Усли Василий Михайлович, — чăваш сăвăçи, куçаруçи.
- Фёдоров Михаил Фёдорович, — сăвăç, этнограф.
- Фёдоров Николай Васильевич, — Чăваш Республикин пĕрремĕш президенчĕ.
- Филлипов Орест Иванович, — живописец, график.
- Хирпю Григорий Яковлевич, — композитор.
- Хлебников-Шанар Геннадий Яковлевич, — литература тĕпчевçи, тишкерӳçи.
- Шарабрин Иван Георгиевич - ăсчах.
Литература
тӳрлет- Дмитриев С. К. «Мариинский Посад: Исторический очерк.» — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1990 — 173с.
- «Мариинско-Посадская сторона — новь и старина: летопись района.» — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1999. — 149с.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Сĕнтĕрвăрри районĕн официаллă сайчĕ
- Сĕнтĕрвăрри районĕн гербĕ
- Сĕнтĕрвăрри районĕн гербĕ тата ялавĕ
- Шаблон:Культурное наследие РФ список
- Сĕнтĕрвăрринчи Акатуй-2017
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |