Чăваш Автономи Облаçĕ
Чăваш автономи облаçĕ (Чӑваш Ӗҫ Коммуни) — РСФСР шутĕнчи автономи облаçĕ, 1920 çулхи çĕртме, 24 йĕркеленĕ, çавăн чухне автономи облаçне туса хурас ПТӖКпе РСФСР ХКК декрет йышăннă, тĕп хули вырăнне Шупашкара çирĕплетнĕ. 1925 çулхи ака, 21 облаçе Чăваш АССР-не куçарнă. Облаç шутне малтанхи Хусанпа Чĕмпĕр кĕпернисен çĕрĕсене кĕртнĕ.
Чăваш Ен кун-çулĕ ![]() |
---|
Авалхи тĕнчере |
Баланово культури |
Пура культури |
Апаш культури |
Анань культури |
Хулаш культури |
Вăтам ĕмĕрсенче |
Хунсен империйĕ (434 — VI ĕмĕр) |
Аслă Пăлхар (632 — 671) |
Атăлçи Пăлхар (X ĕмĕр — 1240) |
Ылтăн Урта (1240 — 1438) |
Хусан ханлăхĕ (1438 — 1552) |
Хусан патшалăхĕ (1452 — 1708) |
Раççей империнче |
Хусан кĕперни (1708 — 1920) |
Чĕмпĕр кĕперни (1796 — 1924) |
РСФСР, (СССР) |
Чăваш автономи облаçĕ (1920 — 1925) |
Чăваш АССР (1925 — 1990) |
Чăваш ССР (1990 — 1992) |
СССР аркансан |
Чăваш Республики (1992-па) |
Чăваш Ен хронологийĕ |
Авалхи чăваш хулисем |
Кун-çулĕПравить
1924 çулта Чăваш автономи облаçĕн ертӳçлĕхĕ облаç территорине анлăлатса автономи республики (тĕп хули — Чĕмпĕр) статусне тивĕçтерес официаллă сĕнӳпе ПĔТКпе РСФСР ХКК органĕсене тухнă.
Малтан Чăваш АО 3 уеса пайланнă: Шупашкар, Çĕрпӳ тата Етĕрне. Кĕçех Çĕрпӳ уесĕ шутĕнче Йĕпреç районне туса хунă. 1921 çулта Йĕпреç районне Çĕрпӳ уесĕн шутĕнчен кăларса Патăрьел (хăшпĕр çăлкуçсенче — Йĕпреç) уесĕ тăваççĕ.
Чăваш АО 1925 çулхи акан 21-мĕшĕнче АССР куçарнă. Çакăн чухне Чĕмпĕр кĕпернинчен унăн йышне территории панă, унта Çĕнĕ Улатăр (1926 çултанпа — Улатăр) уесне йĕркеленĕ.
ХронологиПравить
- 1920, кăрлач, 3 — Нацхалкомĕнче пĕлтернĕ.
- 1920, çĕртме, 24 — Чăваш автономи облаçне (Чӑваш Ӗҫ Коммуни) туса хунă.
- 1920, утă, 12 — Чăваш облаçĕн РКП(б) комитечĕ ĕçе пикеннĕ.
- 1920, утă, 7 — чӳк, 11 — I Чăваш облаçĕн Канашсен пуçтарăнăвĕ.
- 1920, чӳк, 12 — Чăваш кĕнеке издательствине туса хунă.
- 1921, кăрлач, 24—27 — Чаппан вăрçи
- 1921, нарăс, 12 — Чăвашсен тĕп музейне уçнă.
- 1921, нарăс, 12 — Тăван ене тĕпчекен пĕрлĕхе туса хунă.
- 1921, çуркунне — вут-çулăм 43 пин теçетке вăрмана (пĕтĕм вăрманăн 7 %) çунтарса янă.
- 1921, авăн, 22 — Шăмăршă вулăсĕпе Çĕрпӳ уесĕн хăшпĕр ялĕсене уйăрнă, вĕсемшĕн облаç ăшне Тутар АССР йышĕнчи Теччĕ тата Пăва кантонĕсен ялĕсене панă.
- 1921, çуркунне—çулла — шăрăх, выçлăх пуçланнипе халăх Çĕпĕре куçса кайнă.
- 1921, юпа, 28 — Шупашкар уесĕнчи хăшпĕр ялсемпе вулăссене Мари АО территорине панă.
- 1922, çу, 13 — выçлăха лекнисене пулăшмашкăн Шупашкара Американ пулăшу администрацин элчисем çитнĕ.
- 1923 — Чăваш автономи облаçĕ Мускаври Пĕтĕм Пĕрлешĕври курава хутшăннă.
- 1924 — «Сунтал» журналăн пĕрремĕш номерĕ кун çутине курнă.
- 1924 — Чăваш наци хорне йĕркеленĕ.
- 1925, пуш, 18 — «Капкăн» сатира журналĕн пĕрремĕш номерĕ тухнă.
АсăрхавсемПравить
ВуламаллиПравить
КаçăсемПравить
Ку Совет Союзĕ пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |