Хыркасси (Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хыркасси (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Хыркасси, — Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкартан 15 ҫухрӑмра, район центрӗнчен, Кӳкеҫрен, 23 ҫухрӑмра ларать. Атӑл хӗррине ҫити 1,5 ҫх. М7 федераллӑ ҫул хӗрринче вырнаҫнӑ.

Хыркасси
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Шупашкар
Ял тăрăхĕ Вăрман-Çĕктер
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83537
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 002

Тавралӑх

тӳрлет

Ял таврашӗнче 18 ҫӑлкуҫ вырнаҫнӑ, вӗсенчен тӑваттӑшне хӑтлӑлатнӑ. Ял енчен Атӑл еннелле вӑрманлӑ лаптӑксем сыхланса юлнӑ: «Арҫури лаппи», «Пӳрт вырӑн кукри», «Юнхупах», «Пикилтеш», «Чалӑш вар», «Тарӑн вар», «Ҫӗктер вӑрманӗ», «Шашкар ҫӑлкуҫӗ», «Коптар ҫырми», «Холпӑр ҫырма».

Урамсем

тӳрлет
  • Ҫӗнӗ урам;
  • Туристсен урамӗ;
  • Проект урамӗ;
  • Ресторан урамӗ (тухӑҫ енчен анӑҫ еннелле ял варрипе тӑсӑлать);
  • Ҫӗктер тӑкӑрлӑкӗ (Ҫӗктер еннелле каякан ҫул хӗрринче);
  • Юбилей урамӗ (ялӑн ҫурҫӗр енчен);
  • Шкул тӑкӑрлӑкӗ[1].

Топонимика

тӳрлет

Ялти ҫырма-ҫатра тата улӑхпа вӑрман ячӗсем: Арҫури лапи, Пӳртем кукри, Юнхупах, Пикилтеш, Чалӑш вар, Тарӑн вар, Вӑрманти карта, Коптар тӑвайкки, Ҫӗктер тӑвайкки.

Кун-ҫулĕ

тӳрлет

Ял пирки пӗрремӗш хут асӑнни 1759 ҫулта тӗл пулать. Халап тӑрӑх ял Атӑл ҫинчен килнӗ бурлак никӗсленӗ, хӑйӗн ҫӗрпӳртне вӑл ҫӑлкуҫ патӗнче чавса тунӑ пулнӑ. Ку ҫӑлкуҫ ялта халӗ те пур.

Ял халӑхӗ патшалӑх хресченӗсен йышне кӗнӗ. Вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, выльӑх-чӗрлӗх усранӑ, пулӑ тытнӑ, ал ӗҫпе аппаланнӑ, чӑпта ҫапнӑ, вӑрман касса Ҫӗктер вӑрман савутне леҫнӗ, тата ытти ӗҫе тунӑ.

1920 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗпе 1927 ҫулччен Чикме уесӗн Сӗнтӗр вулӑсне кӗнӗ. 1927 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче районсем туса хурсан Шупашкар районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ишлей районне туса хурсан унта шутланнӑ, 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, вӑл района пӗтерсен, каллех Шупашкар районӗ шутне кӗнӗ.

1897 ҫулта хатӗрленӗ «Список селений Казанской губернии» кӑларӑмра ҫапла ҫырнӑ:

Хыр-касы. д. ч., 105 чел., Шешкар Сундырь, Шешкар-Сундырское общество, Козьмодемьянский уезд, Татаркасинская волость.

1897 ҫулта ялта шкул уҫӑлнӑ. 1900 ҫулта — чиркӳ (1931 ҫулта хупнӑ, 1989 ҫулта каллех уҫӑлнӑ).

Ялти иккӗмӗш урам 1930-мӗш ҫулсенче никӗслене пуҫланӑ, ял Г-евӗрлӗ курӑнма пуҫланӑ.

1930 ҫулта «Первоя мая» колхоз йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш председателӗсен йышӗнче Евгений Федотовпа Гаврил Конов пулнӑ. 1950 ҫулта колхозсене пӗрлештернӗ май «Первоя мая» Вӑрманкасри Сталин ячӗллӗ колхоз шутне кӗнӗ. 1960 ҫулта Салапайкассинчи «Ленинец»-па пӗрлешнӗ, 1969 ҫулта — «Приволжский» (1972 ҫултанпа «СССР 50 ҫуллӑх ячӗллӗ») шутне. Каярах «Атӑл» ЯХПК шутне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

тӳрлет

Ялта чӑвашсем, вырӑссем тата ытти халӑх пурӑнать.

Килсен шучӗпе халӑх йышӗ:

  • 1858 — 42 ар., 45 хӗр.;
  • 1897 — 94 ар., 92 хӗр.;
  • 1926 - 53 кил, 131 ар., 146 хӗр.;
  • 1939 - 135 ар., 177 хӗр.;
  • 1979 - 201 муж., 252 хӗр.;
  • 1989 - 280 ар., 327 хӗр.;
  • 2002 - 277 ар., 322 хӗр.;
  • 2010 - 301 ар., 334 хӗр.

Культура

тӳрлет

1930 ҫулсенче ялта почта уйрӑмӗ, вулавӑш, чайнӑй уҫӑлнӑ.

Ялта икӗ шкул пур, вӗсенчен пӗри — музыка шкулӗ.

Ҫавӑн пекех кунта «Звездочка» ача пахчи, вулавӑш, тухтӑр амбулаторийӗ, спортзал, стадион, спорт лапамӗ, ҫыхӑну уйрӑмӗ (429526№), Сбербанк уйрӑмӗ пур.

Вуламалли

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет
  1. ^ Село Хыркасы // «КЛАДР — классификатор адресов России».