Ту-134 (ÇАПУ классификацийĕпе: Crusty«Чăрсăр») — совет пассажир самолёчĕ

Ту-134
Aviogenex авиакомпанин Ту-134 Цюрих аэропортĕнче, 1982
Тĕс пассажир самолёчĕ
Хатĕрлекен Туполевăн КБ
Тăвакан ХАĔП
Пĕрремĕш вĕçев утă, 29, 1963 çул
Статус эксплуацире
Тĕп эксплуатантсем ЮТэйр (34)[1]
Кăларнă çулсем 19661984

Кĕске тата вăтам тăсăлăвлă авиалинисем валли, 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Туполев ячĕллĕ ОКБра хатĕрленĕ те серилле 19661984 çулсенче Харьковри авиаци производство пĕрлешĕвĕнче кăларнă. Совет Союзĕнче пуçтарнă массăллă пассажир самолёчĕсенчен пĕри. Пурĕпе мĕнпур модификаципе 852 самолёт туса кăларнă.[2] Пĕрремĕш вĕçеве 1963 çулхи утăн 29-мĕшĕнче хăпарнă, эксплуатацие 1967 çулхи авăн уйăхĕнче кĕртнĕ. Ту-134 Соцлагере экспортланă.

Вăрăм та çинçе фюзеляжне тата двигательсен çӳллĕ сассине пула авиаторсем хушшинче Ту-134 официалла мар «Шăхлич» ята тивĕçет.[3]

Кун-çулĕ

тӳрлет
 
Чехословакире тунă Ту-134 («CSA»): штурман «чӳречи» çук

Конструкцийĕ

тӳрлет
Двигатель техника пахалăхесем
Д-30[4]
Хăпарнă чух туртăмĕ 12 000 кгс
Крейсер вĕçевĕн туртăмĕ 2750 кгс
Топливо тăкакĕ:  
  хăпарнă чух 0,5
  крейсер вĕçевĕнче 0,7
Турбина умĕнчи газ температури 1154 °C
Йывăрăшĕ, агрегатпа пĕрле 2 640 кг
Варăммăшĕ 6000 мм
Диаметр 1640 мм

Модификацисем

тӳрлет
 
Ту-134А (АК Пулково) Домодедово аэропортĕнче

Ту-134 (1966—1970)

тӳрлет

Базăллă проект модификацийĕ кантăкланă сăмсăллă. Пĕрремĕш сери самолёчĕсем борт çине 64 пассажир илме пултарнă, каярах вăл 72 çитет. Пĕрремĕш Ту-134 самолётсем çине икĕ Д-20П-125 (2 х 5800 кгс) двигатель лартнă пулнă. Малтан самолёта Ту-124А палăртупа кăларнă. 1969 çулхи çуркунне Ту-134 самолёта Ле-Бурже авиасалонĕнче кăтартнă. Пурĕпе база версипе 78 самолёт, çав шутра 2 опытлине (1963) тата 9 сери-умĕнчисене (1964—1965 çулсем) кăларнă. Вĕсенчен 30-не ГДРпа Польшăна сутнă.

Ту-134А (1970—1980)

тӳрлет

Ту-134А — пĕрремĕш сериллĕ модификаци. Самолёта 1970 çулхи акаран пуçласа 1980 çулчен кăларнă. Ту-134А çине лайăхрах иккĕмĕш серийĕн Д-30 двигатĕлĕсене (çунакан япалана перекетлĕ тăкаклакан тата реверс туртăмĕллĕ) лартнă, çавна пула тормоз парашютсемпе усă курма пăрахнă. Унсар пуçне, Ту-134А фюзеляжĕ 2,1 м ытларах варăм.

  • Ту-134А-2 — кантăк сăмсине урăхлатнă самолёт.
  • Ту-134А-3 — иккемĕш серийĕ, лайăхлатнă Соловьёвăн виççемĕш серийĕн Д-30 турбовентилятор двигателли.
  • Ту-134АК — 24 вырăнлă 1 класс тата 13 пассажир «люкс» салонĕ. Пассажирсем валли иккĕмĕш алăк тата ăшне кĕрекен трап пулнă. Хăш самолёчĕсем çине ятарлă çыхăну лартнă. Ытларах СÇВ валли кăларнă.[5]
  • Ту-134А «салон» — пĕр алăклă, Ту-134АК аналогĕ.[5]

Ту-134Б (1980—1984)

тӳрлет

Ыттисем

тӳрлет

Ăçта курма пулать

тӳрлет

Ту-134 самолётсене чĕмпĕр хулин авиаци музейĕнче,[6] çаплах Баден-Вюртемберг çĕрĕнчи Зинсхайм нимĕç хулинче харпăр музейĕнче курма пулать. Энгельс авиабазин инçет авиацин музейĕнче те вĕрентӳ Ту-134УБЛ самолёчĕ вырăнне усă кураççĕ. Кишинев аэровокзалĕн çурчĕ умĕнче «Air Moldova» авиакомпанин Ту-134 модельне ĕмĕрлĕхех вырнаçтарнă.

Вĕçев-техника пахалăхĕсем

тӳрлет
Ӳкерчĕк:Shema tu-134.gif
Ту-134 схеми
Ту-134А[7] Ту-134Б[8] Ту-134Ш[9]
Габаричĕсем
Вăрăммашĕ 37,1 м 37,1 м 37,1 м
Çунаттисен сарлакăвĕ 29 м 29 м 29 м
Çӳллĕшĕ 9,02 м 9,02 м 9,02 м
Фюзеляж диаметарĕ 2,9 м 2,9 м 2,9 м
Вырăн шучĕ
Экипажăн 4 3 3
Чи нумаййи 68 96 12
1-мĕш класс 8 8
Масса тата тиениллĕх
Хăпармалли 43 т 47,6 т 47 т
Коммерци 8,2 т 9 т
Анса лармалли 43 т 43 т 43 т
Çунăк япала янтти 14,4 т 13,2 т 16,5 т
Вĕçев хыпарĕсем
Крейсер хăвăртлăхĕ 850 км/ч 880 км/сех 885 км/сех
Инçе вĕçевĕ 2100 км 2020 км 1890 км
Эксплуатаци маччи 12 100 м 10 100 м 11 900 м
ХАЙ кирлĕ вăрăммăшĕ 2400 м 2850 м 2400 м

Самолёт çухатни тата катастрофăсем

тӳрлет

2008 çул пуçламăш тĕлне Ту-134 тĕслĕ 69 самолёт çухатнă.[10]

Хыпар Борт номерĕ Катастрофа вырăнĕ Инкеке лекнисем Кĕскен çырни
14.01.66  45076  х.ç. 8/8 Хăнăху вĕçевĕ
19.11.69  HA-LBA  Стамбул 0/х.ç. Анса ларнă чух ВПП айккинелле тухса ӳкнĕ
23.05.71  YU-AHZ  Риека 78/83 Кăткăс метео условисенче тĕп-тĕрĕс анма пултарайман[11]
16.09.71  HA-LBD  Киев 49/49 Ӗçлемен генераторпа анса ларнă чух виççĕмĕш хутĕнче çапăнать.
16.07.72  65607  Мускав ячĕллĕ канал 0/х.ç. Экипаж йăнăшне пула самолет тĕрĕслев вĕçевне Мускав ячĕллĕ канал тĕпĕнче вĕçлет. Фюзеляжне çекленĕ, çăлавçăсем валли тренажер вырăнне усă курнă.
30.06.73  65668 Шаблон:Иордани ялавĕАмман 7+2/84 Вĕçсе хăпарайман
01.09.75  DM-SCD  Лейпциг 27/34 Çӳлтен анса пынă чухне çӳллĕшне тĕрĕслеме маннă, самолет глиссадăран аялтарах анма тытăннă та çапăннă. СКК 5 çуллăха, экипажăн чĕрĕ юлнă ытти пайташĕсене – 3 çуллăха тĕрмене хупнă.
02.01.77  OK-CFD  Прага 0/48 Хăпарма пуçланă Ил-18 машинăпа ВАЙ çинче çапăнать
02.04.77  YU-AJS Шаблон:Габон ялавĕЛибревиль 8/8 Япала турттаракан рейс, аннă чух çапăннă
21.09.77  HA-LBC  Румыни 29/53 Анса ларнă чух экипаж двигательсен хăвачĕ чакнине асăрхаман
22.11.77  DM-SCM  Берлин 0/74+ Анса ларнă чух автопилота чĕртмен
16.03.78  LZ-TUB  Враца патĕнче 73/73 Эшелонран тухса ӳкнĕ. Пĕтĕмпех паллă мар.
22.05.79  65031   Лиепая 4/5 Ытлашши тиенĕ самолет кăткăс метеоусловисенче анса ларайман.[12]
19.05.79  65839  Ӗпхӳ 0/х.ç. Анса ларнă чух шасси хĕсĕннĕ пирки ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳксе çулăма кĕнĕ.
31.05.79  65649  Тĕмен 0/н.д. Анса ларнă чух шасси шини çурăлса кайнă, гидравлика çĕмĕрĕлнĕ. Самолет çунса кайнă.
11.08.79  65816   Днепродзержинск 94/94 Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 çапăннă.
11.08.79  65735   Днепродзержинск 84/84 Диспетчер йăнăшĕпе сывлăшра тепĕр Ту-134 самолётпа çапăннă.
23.01.80  SP-LGB  Варшава 0/х.ç. Анса ларнă чух ВАЙ йĕрĕнчен тухса ӳкнĕ.
06.01.81  65698  Адлер 0/х.ç. Анса ларнă чух чарак (тормоз) ĕçлеме пăрахнă
28.06.81  65871  Симферополь 0/н.д. Анса ларнă чух шасси шини çурăлнă
17.06.82  65687  Североморск 18/19 ВТИ самолет - лабораторийĕ. Экипаж диспетчер асăрхаттарнине итлемен, ана-лару курсне улăштарнă та сăрт çинчи радиомачтана пырса çапăннă. СКК чĕрĕ юлнă.
14.08.82  65836  Сухуми 11+0/н.д. Ту-134 вĕçсе хăпаракан йăрăм çине L-410 тухнă
17.06.83  65657  около Гали 0/н.д. Турбулентлăх йăрăмне лекнĕ, ăнăçлă анса ларнă, анчах та хытă çĕмĕрĕлнĕ.
30.08.83  65129  Алма-Ата 90/90 Анса пынă чухне экипаж çӳллĕш приборне пăхса пыман.[13]
18.11.83  65807  Тбилиси 8/н.д. Лайнера туртса илесшĕн пулнă. СКК самолет курсне çивĕччĕн пăрнă. Кабинăри террористсем пăшалран тĕл пеме пултарайман та вĕсене унтан тĕксе кăларнă. Аэропорта çитсен Ту-134 салонне спецназ штурмланă. Лайнер кăткăс манёвр пирки питĕ туйăмлă çĕмĕрелнĕ те ĕçрен кăларнă.
10.01.84  LZ-TUR  Софи 50/50 тăвăлра анса ларнă чухне çапăнать.[13]
25.05.84  х.ç.  около Донецка н.д. Çар самолечĕ кăлтăка лекет те сывлăшрах арканса каять. Лайăх юсаман пулнă.
01.02.85  65910   Минск патĕнче 58/80 Çуначĕсем пăрланнине пула Неживка ялĕ патĕнче ӳкет[14].
03.05.85  65856  Львов патĕнче 15+79/79 Сывлăшра Ан-26 çулăннă[15]
22.06.86  65142  Пенза 1/59 Татăлнă вĕçев, самолет ВАЙ айкинелле тухса ӳкнĕ. Пĕр пассажирăн чĕре хĕсни пулса тухать.
02.07.86  65120   Сыктывкар 54/94 Борт çинчи вут-кăвар.[16]
19.10.86  C9-CAA  Вĕрçĕлен тăвĕсем 34/44 Аçа çумăрта анса ларнă чухне çапăннă. Мозамбик президенчĕ Самора Машел сарăмсăр вилет.[17]
20.10.86  65766  Куйбышев 70/92 СКК приборсене пăхса лартатăп тесе тавлашнă. 6 çуллăха тĕрмене хупнă.
12.12.86  65795  Берлин 72/82 Диспетчера ăнланса илеймен те хупăнчăк йăрăма анса ларасшăн пулнă.[11]
23.07.87  65874   Иваново н.д. пĕтĕмпех паллă мар
17.02.88  VN-A108  Ханой 0/х.ç. пĕтĕмпех паллă мар
27.02.88  65675  Сургут 20/51 Анса ларнă чух çапăннă.[11]
09.09.88  VN-A102  Бангкок патĕнче 76/90 Аслатиллĕ чух анса ларнă
11.10.88  OK-AFB  Прага 0/н.д. Хыттăн анса ларнă. Каярах лайнер фюзеляжĕнче буфет туса хунă.
28.07.89  65670  Улан-Удэ 0/н.д. Çар самолёчĕ. Каçпа аннă, ВАЙ йĕрĕнчен 300 м аякра анса ларнă.
13.01.90  65951  Первоуральск патĕнче 27/71 Борт çинче вут-кăвар сиксе тухнипе анса лармалла пулнă.[11]
12.01.91  VN-A126  Хошимин 0/76 Анса ларнă чух сасартăк çӳллĕшне çухатнă
24.01.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65053 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)Батуми 0/х.ç. Анса ларнă чух юртан тасатман ВАЙ çинчен тухса ӳкнĕ.
27.08.92  65058  Иваново 84/84 Аннă чух, ВАЙ йĕрĕнчен 2 çм сылтăм тĕлне тухнă. Иккĕмĕш çаврана çĕкленеймен.
29.08.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65810  Харьков х.ç. ВАЙ айккинелле тухса ӳкнĕ, пайсене сапаланă.
20.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65809 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 0/н.д. Абхази çарĕсем хăпарнă чух персе антарнă.[18]
21.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65893 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 27/27 Абхази ракета катерĕ персе антарнă. Тинĕсе ӳкнĕ.[18]
23.09.92 Шаблон:Грузи ялавĕ (1990-2004)65001 Шаблон:Абхази ялавĕСухуми 1/х.ç. Абхази çарĕсен миномёт çулăмĕпе çĕмĕрнĕ.[18]
22.02.94  HA-LBP  Будапешт 4+0/0 Вĕçеве хатĕрлекен ангарта çулăма лекнĕ.
07.05.94  65976  Архангельск 0/62 Анса ларнă чух гидравлика системинче сахал пусăма пула шассин сылтăм ури тухман.
09.09.94  65760  Жуковский патĕнче 7/7 Ту-22 бортпа çапăннă, çав самолёт тĕрĕслев вĕçевĕнче хыççăн вĕçсе пырса тепловизор çине ӳкерсе пымалла пулнă.
18.11.94  HA-LBK  Будапешт 0/н.д. Хăнăху вĕçевĕнчен анса ларнă чухне шассин малти урапине тытаканĕ тухмасть.
11.12.94 {{Ичкери ялавĕ}65896 {{Ичкери ялавĕ}Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94  65858  Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94  65030  Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94  65014   Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
11.12.94  65075  Грозный 0/0 Грозный аэропортĕнче çар авиацийĕ çунтарса янă.
15.04.95  OB-1553  Лима 0/73 Анса ларнă чухне шасси хĕсĕнсе ларать.
24.06.95  65617  Лагос 16/80 Шалкăм çумăрта ВАЙВ айăккине тухса ӳкнĕ[11].
05.12.95  65703  Нахичевань 52/82 Сулахай двигателĕ çӳлле хăпарнă чух чарăннă, çапах та экипаж йăнăшпа сылтăм двигательне чарса лартнă. Аварилле анса ларнă.[19].
16.11.96  VN-A114  Дананг 0/х.ç. малти ури руль çулĕпе пынă чух хуçăлнă
03.09.97  VN-A120  Пномпень 65/66 шалкăм çумăр вăхăтĕнче аннă чух çапăннă.[11]
23.09.99  65626  Грозный 0/0 Авиатапăну вăхăтĕнче Грозный аэропортĕнче çĕмĕрнĕ
18.01.02  65004  Пулково н.д. пĕтĕмпех паллă мар
04.03.02  х.ç.  Моздок 0/х.ç. ВАЙ айккинче 450 м анса ларнă, ĕçрен кăларнă
24.06.03  65929  Нягань 0/11 япăх юсанă хыççăн вĕçсе хăпарайман.
24.08.04  65080  Тула облаçĕ 44/44 Террорист-вилĕмçĕ сирпĕтнĕ.
10.07.06  05  Симферополь патĕнче 0/29 Çар самолечĕ. Гвардейское аэродромран вĕçсе хăпарнă чухне сулахай двигательне кайăк лекет; самолет ВАЙ ярăмĕнчен тухса ӳкет те ăна çулăм тивет.[20]
17.03.07  65021  Самар 6/57 Диспетчер тата экипаж йăнăшăвпе анса ларнă чух çапăннă. Самолетăн иккĕмĕш çаврана каймалла пулнă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Пĕр пек самолётсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Aerotransport.org
  2. ^ Ту-134 на сайте ОАО «Туполев» 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Авиационный сленг 2
  4. ^ Д-30 (ПС-30) — Aviaros.ru
  5. ^ 1 тата 2 Air-bilet.ru 2006 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ ТОС — Ульяновский музей авиации 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Характеристики Ту-134А на сайте «RusAir»
  8. ^ Ту-134Б на сайте Avia.ru 2008 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Ту-134Ш на сайте AirWar.ru
  10. ^ http://aviation-safety.net/database/dblist.php?field=typecode&var=473%&cat=%1&sorteer=datekey&page=1 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Авиакатастрофы самолетов Ту-134
  12. ^ Катастрофа Ту-134А Латвийского РПО ГА в Лиепае
  13. ^ 1 тата 2 ТЯЖЕЛЫЕ ПРОИСШЕСТВИЯ С САМОЛЕТОМ Ту-134 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ Катастрофа Ту-134А Белорусского УГА в районе а/п Минск-2
  15. ^ Тяжелые происшествия с самолетом Ту-134 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  16. ^ Катастрофа Ту-134А Коми УГА в районе Сыктывкара
  17. ^ Катастрофа мозамбикского Ту-134 в Драконовых горах
  18. ^ 1, 2 тата 3 Уничтожение трех самолетов а/к Transair Georgia в ходе вооруженного конфликта в Абхазии
  19. ^ Катастрофа Ту-134Б-3 а/к 'АЗАЛ' в Нахичевани
  20. ^ http://www.youtube.com/watch?v=Dc2ExGJKjv0&feature=related

Каçăсем

тӳрлет


Туполев ОКБ самолёчĕсем
АНТ серийĕ: АНТ-1 | АНТ-2 | АНТ-3 «Пролетарий» | АНТ-4 «Страна Советов» | АНТ-5 | АНТ-6 | АНТ-7 | АНТ-8 | АНТ-9 | АНТ-13 | АНТ-14 | АНТ-16 | АНТ-17 | АНТ-20 «Максим Горький» | АНТ-21 | АНТ-22 | АНТ-23 | АНТ-25 | АНТ-26 | АНТ-27 | АНТ-29 | АНТ-31бис | АНТ-37 | АНТ-40 | АНТ-42 | АНТ-44 | АНТ-46 | АНТ-58 | АНТ-68 | АНТ-69

Вăрçă тĕллĕ: ДИ-8 | ДИП | И-1 | И-2 | И-3 | И-4 | И-5 | И-8 | И-12 | И-14 | МИ-3 | Р-3 | Р-6 | Р-7 | СДБ | ТБ-1 | ТБ-3 | ТБ-4 | ТБ-6 | ТШ-Б | ФБ | Ту-1 | Ту-2 | Ту-4 | Ту-6 | Ту-8 | Ту-10 | Ту-12 | Ту-14 | Ту-16 | Ту-22 | Ту-22М | Ту-24 | Ту-28 | Ту-64 | Ту-73 | Ту-75 | Ту-78 | Ту-80 | Ту-81 | Ту-82 | Ту-85 | Ту-88 | Ту-89 | Ту-91 | Ту-95 | Ту-96 | Ту-98 | Ту-107 | Ту-119 | Ту-121 | Ту-126 | Ту-128 | Ту-135 | Ту-138 | Ту-142 | Ту-148 | Ту-160

Пассажир: Ту-70 | Ту-104 | Ту-110 | Ту-114 | Ту-116 | Ту-124 | Ту-134 | Ту-136 | Ту-144 | Ту-154 | Ту-155 | Ту-156 | Ту-164 | Ту-204/Ту-214 | Ту-234 | Ту-244 | Ту-324 | Ту-330 | Ту-334 | Ту-414 | Ту-444

Амфиби: МДР-2 | МДР-4 | МК-1 | МР-6 | МРТ-1 | МТБ-1 | МТБ-2 | МЭР

Вĕçевçĕсĕр аппаратсем ВР-2 | ВР-3 | Ту-123 «Ястреб» (ДБР-1) | Ту-130 | Ту-141 «Стриж» | Ту-143 «Рейс» | Ту-243 «Рейс-Д» | Ту-300 «Коршун»