Ту-95 (ÇАПУ классификацийĕ‎пе: Bear«Упа») — совет турбовинтлă стратегиллĕ бомба пăрахакан самолёт-ракетоносец, винтлă самолётсенчен чи хăвăртли, Сивлек вăрçин символĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет
 
Ту-95 на МАКС-2007

1950 çулсен пуçламăшĕнче тĕнчери политика лару-тăрăвĕ хĕрӳленни СССР СÇВ стратегиллĕ йышне аталантарас ĕçе . 1951 ç. утăн 11-мĕшĕнче СCCР Министрĕсен Канашĕн 2396—1137 № Йышăнăвĕ, Авиаци промăçлăх министерствин 654 № тапăчĕ тухать, çавсемпе килĕшӳллĕ А. Н. Туполевăн ОКБ-не инçе вĕçекен хăвăрт çĕнĕ бомбардировщика тума хушаççĕ.

Çак темăна ертсе пыма Туполев Н. И. Базенкова ĕç хушать. 1951 çулхи утăн 15-мĕшĕнчех С. М. Егер ертсе пынипе ОКБ-ра çĕнĕ самолётăн тактикăпа техника сĕнĕвĕсене тата унăн эскизăн проектне тума пуçлаççĕ.

1951 çулхи çурла уйăхĕнче пулас самолётăн ĕçлев чертежсене хатĕрлеме тата унăн йывăç макетне тума тытăнаççĕ. 1951 çулхи юпан 31-мĕшĕнче СÇВ комиссийĕ хатĕрленĕ проекта çирĕплетнĕ, çав çулăн раштавĕнче ăна кăмăлланă тата çак вăхăта тунă макета йышăннă.

156 № авиаци савутĕнче самолёта «95» самолётăн ике экземплярне тума тытăннă. 1952 çулхи авăнăн 20-мĕшĕ тĕлне çак самолётсенчен пĕрне Жуковский хулан аэродромне куçарнă, унта пуçтарнă та савут тĕрĕслевĕсене кĕртнĕ.

1952 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче А. Д. Перелёт хăнăхтаракан вĕçевçĕн экипажĕ «95-1» тĕсĕхĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш вĕçевне хăпарать.

Тĕрĕслевсем 1953 çулхи çăвăн 11-мĕшĕччен ăнăçлă пыраççĕ — ун чухне 17-мĕш хăнăхтару вĕçевĕнче самолёт çинче виççĕмĕш двигателĕн редукторĕ арканнипе вут-кăвар сиксе тухать те катастрофа пулса тухать.

Бомбардировщикăн тĕслĕх экземплярĕ аэродрома вĕçсе çитеймесĕр Ногинск патĕнче ӳкет. Борт çинчи вунпĕр çынран çиччĕшĕ кăна çăлăнать. Карап командирĕ, бортинженер, штурман тата вибротĕрĕслев ăстаçи сарăмсăр пуçне хурать.

Конструкцийĕ

тӳрлет
 

Хĕçпăшаланнăвĕ

тӳрлет

Модификацисем

тӳрлет

Аналогсемпе танлаштарни

тӳрлет

Пайăр самолётсем

тӳрлет
Ятлисем Ту-95МС
номерсĕр Ячĕ Епле хула ятне тивĕçтернĕ
10 «Саратов» Сарăту
11 «Воркута» Воркута
12 «Москва» Мускав
15 «Калуга» Калуга
16 «Великий Новгород» Великий Новгород
20 «Дубна» Дубна
21 «Самара» Самар
01 «Иркутск» Иркутск
02 «Моздок» Моздок
08 «Смоленск» Смоленск

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет


Туполев ОКБ самолёчĕсем
АНТ серийĕ: АНТ-1 | АНТ-2 | АНТ-3 «Пролетарий» | АНТ-4 «Страна Советов» | АНТ-5 | АНТ-6 | АНТ-7 | АНТ-8 | АНТ-9 | АНТ-13 | АНТ-14 | АНТ-16 | АНТ-17 | АНТ-20 «Максим Горький» | АНТ-21 | АНТ-22 | АНТ-23 | АНТ-25 | АНТ-26 | АНТ-27 | АНТ-29 | АНТ-31бис | АНТ-37 | АНТ-40 | АНТ-42 | АНТ-44 | АНТ-46 | АНТ-58 | АНТ-68 | АНТ-69

Вăрçă тĕллĕ: ДИ-8 | ДИП | И-1 | И-2 | И-3 | И-4 | И-5 | И-8 | И-12 | И-14 | МИ-3 | Р-3 | Р-6 | Р-7 | СДБ | ТБ-1 | ТБ-3 | ТБ-4 | ТБ-6 | ТШ-Б | ФБ | Ту-1 | Ту-2 | Ту-4 | Ту-6 | Ту-8 | Ту-10 | Ту-12 | Ту-14 | Ту-16 | Ту-22 | Ту-22М | Ту-24 | Ту-28 | Ту-64 | Ту-73 | Ту-75 | Ту-78 | Ту-80 | Ту-81 | Ту-82 | Ту-85 | Ту-88 | Ту-89 | Ту-91 | Ту-95 | Ту-96 | Ту-98 | Ту-107 | Ту-119 | Ту-121 | Ту-126 | Ту-128 | Ту-135 | Ту-138 | Ту-142 | Ту-148 | Ту-160

Пассажир: Ту-70 | Ту-104 | Ту-110 | Ту-114 | Ту-116 | Ту-124 | Ту-134 | Ту-136 | Ту-144 | Ту-154 | Ту-155 | Ту-156 | Ту-164 | Ту-204/Ту-214 | Ту-234 | Ту-244 | Ту-324 | Ту-330 | Ту-334 | Ту-414 | Ту-444

Амфиби: МДР-2 | МДР-4 | МК-1 | МР-6 | МРТ-1 | МТБ-1 | МТБ-2 | МЭР

Вĕçевçĕсĕр аппаратсем ВР-2 | ВР-3 | Ту-123 «Ястреб» (ДБР-1) | Ту-130 | Ту-141 «Стриж» | Ту-143 «Рейс» | Ту-243 «Рейс-Д» | Ту-300 «Коршун»