Таяпа Энтри
Таяпа Энтри, Tajapa Entri — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ йышне кĕрет.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Таяпа Энтри Tajapa Entri
|
Тавралăхĕ
тӳрлетТаяпа Энтри Питтĕпелтен 6 çухрăмра вырнаçнă, Тип Пăла юханшывăн икĕ çыранĕпе сарăлса ларать. Чи çывăх ял 1,8 çм-ра вырнаçнă (Кĕçĕн Таяпа), чи инçетри ял 16 303 çм-ра, Çулăмлă Çĕр утравĕ çинче (Кăнтăр Америка) вырнаçнă (Печерей).
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
тӳрлет2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 653 çын, çав шутра 311 арçын, 342 хĕрарăм пурăннă[1].. Ку шутран 47.6 % арçынсем. Халăх йышĕ 1979-мĕш çултанпа ӳсес вырăнне чакса пырать. 70-мĕш çулсенче Таяпа Энтринче 1000 ытла çын пурăннă, 2006 çулта 824 çын. Анаткас, Арманкас, Çӳлтикас, Йăлăмкас, Лавккакасси, Малтикас, Çĕнкас, Майракасси, Поçелкă, (Ял), Тукас урамĕсем.
Кун-çулĕ
тӳрлетТаяпа Энтрине XVI ĕмĕр вĕçĕнче Хусан çывăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсен пĕр ушкăнĕ никĕсленĕ. Ку саманара, Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн, вырăс администрацийĕ çирĕплениччен, чăваш халăхĕ ясак-налук тулемен. Вырăссен начар çĕнĕ йĕрки çинчен сăмах сарăлнă хыççăн, ирĕклĕхе хăнăхнă çамрăк çынсем пуçтарăннă та: "Чăвашла пĕлменнии сире пирĕн ачасен пуласлăхне тытса илме ирĕк памасть", - тенĕ. Çак сăмахсемпе вĕсем хальхи Чăваш кăнтăр енне çула тухнă.
Халăх халапĕпе, ушкăн, хальхи Арманкас вырăнĕнче чарăннă чухне, тиха кăтăрса чупнине, илемлĕ уй-хир тата тап-таса çăл кура кайсан, каланă: "Ах, мĕнле илемлĕ! Кунта пурăнма юлар пуль", тенĕ.
Этимологсен шучĕпе, Таяпа Энтри хăй ятне юханшыв çинче мĕнле вырнаçнипе илнĕ. Мĕншĕн тесен, Таяпинка юханшыв çинче çулĕрех Таяпа (Кĕçĕн Таяпа) вырнаçнă. Аяларах вара - Таяпа Энтри (Таяпа Анатри).
1917 çулчен Теччĕ уесĕн Пысăк Таяпа вулăсне кĕнĕ.
Паллă çынсем
тӳрлет- Спиридонов Анатолий - Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ӳкерӳçи.
- Ласточкин Антон Тихонович
Вуламалли
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- С.И. Выйкин, З.А. Трифонова. Чăваш энциклопедийĕ 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |