Ласточкин Антон Тихонович

Ласточкин Антон Тихонович (Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Таяпа Энтри, 18921968, Самар хули) — революционер, политика тата патшалăх ĕçлевçи[1].

Антон Ласточкин
Ласточкин Антон Тихонович
Çуралнă вăхăт: 1892, кăрлач, 12
Çуралнă вырăн Таяпа Энтри ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халь Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1968
Вилнĕ вырăн: Самар, РСФСР, ССРП
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП
Парти: РКП (б)
Ĕçлев тĕсĕ: ЧАО Ӗҫ уйрăмĕн ертӳçи, ЧАО РКП (б) обкомĕн яваплă секретарĕ

Кунçул тӳрлет

Ласточкин Антон Тихонович 1892 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи Таяпа Энтри ялĕнче çуралнă.

1913-мӗш ҫултанпа салтак хĕсметĕнче, 1914-1918 ҫулсенче тыткăнра пулнă. 1919-1920 çулсенче Теччĕ уесӗнчи халăх пĕлӳлĕх уйрӑмĕн инструкторĕ, Хӗрлӗ Çарта хĕсметре.

Наци ӗҫӗсен Халăх Комиссариатӗнчи Чӑваш уйрăмĕнче (1920 пуш - çурла уйăхĕсем), Чӑваш автономлă облаҫĕн Ӗҫ уйрăмĕн заведующийӗ (1920-1921), ЧАО РКП (б) обкомĕн яваплă секретарĕ (1921, юпа — 1922, пуш), ЧАО тытсапыраканлӑх, халăх пĕлӳлĕх, комуналлӑ уйрӑмĕн заведующийӗ (1922-1923), Чӑваш рабочисен коммунин потребитель пĕрлĕхĕсен пӗрлешĕвӗн председателӗ (1922-1923), Чӑваш Ял Хуҫалӑх банкӗн правленин председателӗ (1923- 1929), Чулхула Енри ялхуҫалӑх кооперацин председателӗн ҫумӗ (1929-1930, пуш).

1930-33 çулсенче — Мускаври колхозсен ăслăхпа тӗпчев институчӗн аспиранчĕ.

ССРП Халăх Комиссариачĕн Канаш тата Куйбышев облаҫĕ аппарачĕн яваплӑ ӗҫлекенӗ.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет

Шаблон:Чăваш Енри тӳре-шара