Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тăхăрьял (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

ТăхăрьялСĕве шывĕн вăтам тăрăхĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсен историе тата хальхи пурнăçа та çак ятпа кĕрсе юлнă ушкăнĕ. Хутлăх. Ялсем пурте, Пăрăнтăк поççолăкĕсăр пуçне, Тутарстанăн Пăва районне кĕреççĕ. Чукун çул çумĕнчи леш хайхи Пăрăнтăк вара — Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче.

Тăххăр

Палăртав

тӳрлет

Асăннă тăрăха çапларах чикĕлесе тухма пулать. Çурçĕр енче — Тилçе шывĕ. Кăнтăр енче — Чăнлă шывĕ. Хĕвелтухăç енче — Сĕве. Хĕвеланăç енче кун пек уçăмлă чикĕ çук, анчах та пурпĕрех унта хутлăха хăш ялсем кĕнипе кĕменни паллă (калăпăр, Чăваш Шемĕршел кĕмест).

Истори

тӳрлет

Хальхи вăхăтра Тăхăрьялти ялсе шучĕ тăххăр мар, ытларах. "Тăхăрьял" ятлă кĕнеке авторĕ Григорий Тимофеев вăхăтĕнче те (XIX ĕмĕр вĕçĕ, XX ĕмĕр пуçламăшĕ) çав ялсен шучĕ тăххăртан ытларах пулнă. "Тăххăр" тесе палăртнă йышăн пĕр варианчĕ вара ак çапларах: Элшел, Таккавар, Раккасси, Чăваш Киштекĕ, Пимĕрсел, Пӳркел, Хирти Кушкă, Кивĕ Мертлĕ, Чăваш Саркамăш. Тепĕр вариантра, Чăваш Саркамăшне Кивĕ Пăрăнтăкăн уйрăлми пайĕ тесе шутланă май, юлашки ята Шемекпе улăштарнă.

Хальхи тăрăм

тӳрлет
 
Сахăр кăшманне ятарлă комбайнпа пуçтарни

Паянхи кун ку хутлăха, ялсен ушкăнне, çак пурăнмалли вырăнсем кĕреççĕ (тулли йыш): Чăваш Саркамăш, Канав, Пÿркел, Кĕçĕн Пӳркел, Хирти Кушкă, Çĕн Мертлĕ, Чăваш Пимĕрсел, Шемек, Кивĕ Мертлĕ, Яскӳл, Элшел, Раккасси, Пăрăнтăк, Çĕнĕ Пăрăнтăк, Таккавар, Чăваш Киштекĕ.

Çавăн пекех унта тутарсем çеç пурнакан Тутар Пимĕрсел ялĕ пур. Кивĕ Пăрăнтăк тахçан вырăс ялĕ шутланнă-ха та, анчах хальхи вăхăтра унта вĕсен йышĕ чăвашсенчен сахалтарах — Чăваш Саркамăшне шута илмесен те.

Ялсенчи çынсем тĕрлĕ ĕçпе, вăл шутра сахăр кашманĕ çитĕнтерессипе, пурăнаççĕ.

Унччен пулнă, анчах паян çук ялсем

тӳрлет

Этремен (Элшелпе пĕрлешсе кайнă), Чапăрлă, Вырăс Саркамăш, Кĕреп, Карл-Маркс (Раккассинчен уйрăлса тухса ларнă ял).

Тахăрьялти тата ун таврашĕнчи чăвашла калаçăвăн хăшпĕр уйрăмлăхĕсем

тӳрлет
  • Тăваткаллатса фон тунă шкул тетрачĕсене шакмакла тетрадь теççĕ.
  • "Сăрлас" теес вырăнне ытларах "пĕветес" теме тăрăшаççĕ.
  • Вăхăта палăртнă чухне "сехет" вырăнне ытларах "час" русизмпа усă курас туртăм пур; çапах та вăхăта палăртмалли прибора (хронометра) пурпĕрех "часси" мар, "сехет" теççĕ.
  • Иккĕленĕве "пуль" сăмахпа мар, ытларах -тăр, -тĕр татăкпа палăртма тăрăшни.
  • Талăкри минутсене çитес сехет çумне çыпăçтарма тăрăшни: пилĕк сехет те пилĕк минут мар, улттăмăшне пилĕк минут теççĕ.
  • "Кĕçĕр" вырăнне ытларах çĕркке теççĕ.
  • "Çăраççи" вырăнне ытларах уçкă теççĕ.
  • Салам сăмахĕ вырăнне — Авансем-и! (Танлаштарăр: Аван-и?).

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

тӳрлет

Пĕрлĕх ĕçĕнче, политикăра, хуçалăх-тăвăмлăха ертсе пырассинче палăрнисем

тӳрлет
 
Мĕтри Юман

Çыравçăсем тата ытти ÿнерсенче палăрнисем

тӳрлет
 
И.Н.Юркин

Вуламалли

тӳрлет
  • Акивер, Х. Пăвапа Элшел хутлăхĕ / Х. Акивер // Тăван Атăл. – 1973. – № 12. – С. 27–37
  • Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. – Шупашкар, 1972. (Çавах 2002-мĕш çулта тепĕр кăларăмпа тухнă: Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял : этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем 2021 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ. / Г. Т. Тимофеев ; [Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. - 1-мӗш кӑларӑма А. В. Васильев (Васан) пухса хатӗрленӗ, 2-мӗш кӑларӑма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье).)
  • Дворов, Николай. Тăхăрьял юрри. Сăвă.
  • Элли Илле. Тăхăрьялта миçе ял? // Хыпар (хаçат), 61№, 2011, ака, 7.
  • Чепунов, Р.Т. Г.Тимофеевăн «Тăхăръял» алçырăвĕ çинчен / Р. Чепунов // Тăван Атăл. – 1961. – № 1. – С.89–92.
  • Ухли В. В окрестностях Тыхыръяла / / Знамя. Буинск, Татария. 1964. — 24 янв.; Ялав. — 1976. — Мартан 16-мёшё.
  • Ашкеров, Валерий. Тăхăрьял мухтавĕ (легенда). Сăвă.
  • Вериялова М.М. Тăхăрьял çыравçисем (9-мĕш класра суйласа вĕренмелли курс программи) — "Народная школа" — "Халăх шкулӗ" журнал, 2012, 3№, С.39.
  • Чуваши Присвияжья: история и культура : [монографическое исследование] / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; [А. П. Васильева и др. ; под ред. В. П. Иванова, Г. Б. Матвеева]. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2015. - 303 с. : ил., портр., табл. ; 24 см. - (Чуваши в современном мире : история и культура). Библиография в конце глав. - 1000 экз. ISBN 978-5-7670-2303-5
  • Матвеев Г.Б. ТĂХĂР ЯЛ [тъхър ял] (букв. девять деревень) Тăхăръял, Тăхăръял. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Хӗветке, М. И.Я. Яковлев тата Тӑхӑрьял. — «Хыпар», 2006, авӑн, 27.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет