Пӳркел
Пӳркел, Pürkel — Тутарстанри Пăва районне кĕрекен чăваш ялĕ. Ялăн хĕвелтухăç енче тутар урамĕсем пур. Çавна кура мичĕт те туса лартнă.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
ТавралăхĕПравить
Халăх йышĕ, ял тытăмĕПравить
Ялта ял тăрăхĕн çурчĕ, "Гигант" АО правленийĕ, вăтам шкул, больница (1937 çултан), клуб, ял вулавăшĕ, почтă, перекет банк уйрăмĕ, пасар, Юркин музейĕ, аптека, çăм-таптаракан, çăкăр завочĕ.
Кун-çулĕПравить
Борис Юркин Элшелĕнчен хăйĕн танăç çĕрне, Тилçĕ шывĕ хĕррине куçса ларнă. Малтан пĕр килĕ кăна ларнăран ялне те Пĕр килĕ терĕ. [1]. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта чиркӳ, пасар, лавка, шкул, шыв арманĕ, çил арманĕсем, кĕрпе арманĕ пулнă. Пӳркел çыннисем Пушкăртстана, Кемĕр облаçне куçса ялсем никĕсленĕ.[2][мĕнле ялсене?].
ВуламаллиПравить
- Акивер, Х. Пăвапа Элшел хутлăхĕ / Х. Акивер // Тăван Атăл. – 1973. – № 12. – С. 27–37
- Тимофеев Г. Т. Тăхăръял. – Шупашкар, 1972. (Çавах 2002-мĕш çулта тепĕр кăларăмпа тухнă: Тимофеев Г.Т. Тӑхӑрьял : этнографи тӗрленчӗкӗсем, халӑх сӑмахлӑхӗ, ҫырса пынисем, ҫырусемпе асаилӳсем Архивленĕ 17 Авӑн уйӑхӗн 2021 çулта. / Г. Т. Тимофеев ; [Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ. - 1-мӗш кӑларӑма А. В. Васильев (Васан) пухса хатӗрленӗ, 2-мӗш кӑларӑма В. П. Станьял хушусемпе тӳрлетӳсем кӗртнӗ]. - Шупашкар : Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2002. - 431 с. – (Девятиселье).)
- Дворов, Николай. Тăхăрьял юрри. Сăвă.
- Элли Илле. Тăхăрьялта миçе ял? // Хыпар (хаçат), 61№, 2011, ака, 7.
- Чепунов, Р.Т. Г.Тимофеевăн «Тăхăръял» алçырăвĕ çинчен / Р. Чепунов // Тăван Атăл. – 1961. – № 1. – С.89–92.
- Ухли В. В окрестностях Тыхыръяла / / Знамя. Буинск, Татария. 1964. — 24 янв.; Ялав. — 1976. — Мартан 16-мёшё.
- Ашкеров, Валерий. Тăхăрьял мухтавĕ (легенда). Сăвă.
АсăрхатарусемПравить
Паллă çыннисемПравить
- Бюргановский Илья Савельевич (1858-1896) — И.Я.Яковлевăн чи малтанхи вĕренкенесенчен пĕри.
- Мĕтри Юман (1885-1938) — çыравçă, пĕрлĕхпе политика ĕçлевçи, Учредительсен Пухăвĕн (1917-1918) депутачĕ.
- Юркин Иван Николаевич (1863-1943) — çыравçă, фольклорист, шухăшлавçă.
- Измайлов Михаил Евгеньевич (1888-1965) — юрăç (бас).
- Измайлов Михаил Михайлович (1925-1978) — мусăкçă. Кларнет каланă.
- Чашкин А.В. — РФ тава тивĕçлĕ агрономĕ.
- Пахомов Н.А — РФ тава тивĕçлĕ ветеринари тухтăрĕ.
- Ухли Владимир Васильевич (1914-1990) — çыравçă, "Шуркелсем" роман авторĕ.
- Нурислам Кадыров (1926-1993), Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ.
- Мужиков Пётр Иванович — Чăваш республикинчи Комсомольски районĕнче КПСС райкомĕн Пĕрремĕш секретарĕ пулнă (XX ĕмĕр).
КаçăсемПравить
Ку Тутарстан географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |